Гузовский Бронислав Ильич

Гузовский Бронислав Ильич (1860 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ, Ровно1914 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ, Хусан) — ӑсчах-вӑрманҫӑ. Юманлӑхсене хӑй тӗллӗн тата алӑпа лартса ҫӗнетмелли мелсене хатӗрленӗ. Б. И. Гузовский хатӗрленӗ вӑрмана ӑслӑлӑх тӗлӗшӗнчен ӗрчетмелли системӑпа юманлӑхсен шутне ӳстерме усӑ кураҫҫӗ.

Юманлӑхсене чӗртес ыйту Гузовский пурнӑҫӗн тӗп тӗллевӗ пулнӑ. Вӑл Чӑваш Енри юманлӑхсене упраса хӑварас тата йышлатас ӗҫре чылай тӳпе хывса хӑварнӑ.

Б. И. Гузовский хатӗрленӗ вӑрман туса илмелли юманӑн тӗслӗхӗсем Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче юман калчисене алӑпа лартса тата хӑй тӗллӗн ӗрчетес практикӑна ӑслӑлӑх тӗпчевӗсемпе пӗтӗмлетмелли полигон пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем юманлӑхсене Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи кӑна мар, Раҫҫее пӗтӗмӗшле илсен те пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Б. И. Гузовский Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи касса тухнӑ лаптӑксенче юманлӑхсене хӑй тӗллӗн тата алӑпа лартса ҫӗнетмелли меслетсем хатӗрленӗ, Ильинка вӑрман хуҫалӑхӗнчи юмансен тӗсӗсене палӑртса ҫырса кӑтартнӑ, 1150,2 га лаптӑкра юман культурисене лартса тухнӑ.

Вӑл пуҫарнипе лиственницӑн, анӑҫ туйӑн, ҫӗпӗр кедрӗн, веймут хырӗн лаптӑкӗсене лартнӑ.

Б. И. Гузовский лартнӑ вӑрмансем Атӑл хӗррипе Ильинкӑран Шупашкара ҫити тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсене Гузовский юманлӑхӗ (Гузовский культури) ят панӑ.

Ильинкӑра ҫитӗнекен ватӑ юман Б. Гузовский лартнӑ тӗслӗхӗсенчен пӗри пулнӑ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Бронислав Ильич Гузовский 1860 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ровно хулинче поляксен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Петровски ҫӗр ӗҫӗпе вӑрман академийӗнче вӗреннӗ, вӑрман ӗрчетес ӗҫ кафедрине унта М. К. Турский профессор ертсе пынӑ, Бронислав Ильич ӑна хӑйӗн вӗрентекенӗ тесе шутланӑ. М. К. Турский ассистенчӗ пулса каярахпа Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи вӑрмансене лайӑх пӗлсе ҫитнӗ Л. И. Яшнов ӗҫленӗ. Б. И. Гузовскипе пӗрле пулас паллӑ ӑсчах-вӑрманҫӑсем Н. С. Нестеров, Э. Э. Керн, паллӑ вӑрманҫӑсем И. Ф. Ягнионтковский, Ф. Ф. Ясковский тата ыттисем вӗреннӗ. 1885 ҫулта академине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Б. И. Гузовский чӑн студент ята тивӗҫнӗ. 1885 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче академи канашӗ ӑна вӑрман ӗрчетекен кандидат степенӗпе тивӗҫнӗ.

1886 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче Вӑрман департаменчӗн вӑрманҫӑсен корпусӗ кӑларнӑ хушупа Б. И. Гузовские Костромапа Ярославльти патшалӑх пурлӑхӗсен управленине янӑ, унта вӑл Кострома кӗпернин Ветлуга вӑрман хуҫалӑхӗн лесничий пулӑшаканӗ пулса ӗҫленӗ. 1887 ҫулта Б. И. Гузовские Хусан кӗпернин 3-мӗш Чикме вӑрман хуҫалӑхӗн лесничий пулӑшаканӗ пулма куҫарнӑ. 1889 ҫул вӗҫӗнче Бронислав Ильича 2-мӗш Чикме вӑрман хуҫалӑхӗн (Ильинка юманлӑхӗ) лесничийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ирӗк панӑ, 1890 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче вӑл ҫак вӑрман хуҫалӑхӗн чӑн ертӳҫи пулса тӑнӑ, унта 24 ҫул ӗҫленӗ (2010 ҫула илес пулсан вӑрман хуҫалӑхӗн йывӑҫ фончӗ Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнчи «Опытное лесничество» патшалӑх управленин шутне кӗрет).

Ильинка ялӗнче хӑйӗн именийӗнче вӑл юманлӑхсене ҫӗнетмелли меслетсем хатӗрленӗ.

1912 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Б. И. Гузовский Йӑлӑмри вӑрман пушарне сӳнтернӗ чухне хытӑ шӑнса пӑсӑлнӑ, ӳпке шыҫҫипе чирлесе ӳкнӗ.

Гагрӑра сипленнӗ. Ӑна икӗ хутчен операциленӗ — пӗрре Мускавра, тепре Хусанта. Сывлӑхӗ хавшанине шута илсе, ҫавӑн пекех ачисемшӗн пӑшӑрханса, вӗсене вӗрентсе кӑларас тесе тӑрӑшса хӑйне Хусана куҫарма килӗшнӗ.

1913 ҫулта ӑна Хусанти ҫӗр ӗҫӗпе патшалӑх пурлӑхӗсен управленийӗн аслӑ ревизорне лартнӑ, вӑл Хусана пурӑнма куҫнӑ. Ҫӗнӗ должноҫра Бронислав Ильич ҫулталӑк ытларах кӑна ӗҫленӗ.

1914 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Хусанта вилнӗ. Ӑна Ар ҫӑвинче пытарнӑ[1].

Ҫемйи

Ачисем: Антон, Юлиан, Мария, Галина[2].

Гузовский меслечӗ

Ильинка вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ малтанхи кунсенчех Б. И. Гузовский юман епле ӗрченине, хӑй тӗллӗн йӗкел тӑкса тӗрлӗ условисенче мӗнле аталаннине тӗпченӗ. Пӗр енчен юман айӗнчи йӗкелсене сӑнанӑ, тепӗр енчен йывӑр каснӑ вырӑнсенче вӗсем хӑйсене мӗнле тытнине. Вӑрманҫӑ юманлӑха алӑпа ӗрчетмешкӗн опыт пухма темиҫе тӗслӗхлӗ лаптӑк акнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑй тӗллӗн юмансем епле ӗрченине те сӑнанӑ. Хӑйӗн ӗҫпе вӑл «Вӑрман журналӗнчи» темиҫе статьяра паллаштарнӑ. Б. И. Гузовский юманлӑхсене аталантарма хӑйне евӗр меслет сӗннӗ. Вӑл ҫак мероприятисене ирттернипе ҫыхӑннӑ:

  • Юман ҫутҫанталӑк вӑйӗсемпе хӑй тӗллӗн аталаннине тӗплӗ тишкермелле, енчен те хунавӗсем сахалтарах пулсан — алӑпа лартса пулӑшмалла: хунав та куҫарса лартма пулать, йӗкел те акма пулать.
  • кашни 4 м урлӑ 1–2 м сарлакӑш пушӑ вырӑн касса алӑпа вӑрман культурине лартмалла, лартнӑ чухне пӗр-пӗринчен 0,7–1 метр хӑвармалла.
  • Вӑрманти культурӑсене пӑхса тӑмалла, юмана майӗпен ҫӳлти яруса кӑлармалла (юман ытти йывӑҫсем ӑна хупӑрланине юратать, анчах унӑн тӑрри хӗвел курмалла).
  • Вӑрман каснӑ лаптӑксенче хӑйсем тӗллӗн шӑтнӑ юман хунавӗсем пур пулсан вӗсене сайралатса тӑмалла: 1 гектарта 2800 хунав пулни чи лайӑххи.
  • Ҫамрӑк культурӑсене тата юман хунавӗсен лаптӑкӗсене хупӑрласа хӳтӗлемелле.

Ытти вӑрманҫӑсемпе танлаштарсан, Гузовский шутланӑ тӑрӑх, юманӑн чи лайӑх «юлташӗ» — шӗшкӗ, юман ӳсме тытӑнсан вӑл тӑпрана лайӑхлатать, имӗш.

Гузовскийӗн ятне асӑмра хӑварасси

undefined

Гузовский ятне панӑ

  • Шупашкарти Мускав районӗнчи урам;
  • Хулан ҫурҫӗр-анӑҫ пайӗнчи «Гузовский рашчи» парк.

Палӑксем

  • Б. И. Гузовский палӑкУчёный-лесовод Б. И. Гузовскому 150 лет[3].
  • Шупашкарта Мичман Павлов урамӗ енчи «Гузовский рашчи» умӗнче архитектурӑпа ӳнер композицине вырнаҫтарнӑ[4].

Ӗҫӗсем

  • Гузовский Б. И. В лесах Германии: отчет по заграничной командировке в 1904 году. — 1905.

Вуламалли

  • Удачин А. И. Русский лесничий Б. И. Гузовский и его культура в Среднем Поволжье. — Чувашское книжн. изд-во, 1965.
  • Гурьев Д. Г. Леса и лесное хозяйство Чувашской АССР. — 1970.
  • Лесное хозяйство Чувашии. 1798-1998. Два века в датах, событиях, фактах и цифрах. — 1998.
  • Глебов В. П. Дубравы Чувашии. — 1998.
  • Тихонов П. Т. Лесоводы Чувашии. XX век. — 2006.