Трусиха (юханшыв)

 

Трусиха (ӗлӗкхи ячӗ Трусовка) — Шупашкарти пӗчӗк юханшыв. Ленин районӗн территорийӗпе юхать. Шупашкар шыв усравӗн кӳлмекне юхса кӗрет.

Шупашкар кӳлмекне тӑвиччен Шупашкар юханшывӗн юппи шутланнӑ.

Ленин районӗн кӑнтӑр чиккинчи вӑрман хӗрринчи тинӗс шайӗнчен 180 м ҫӳллӗшӗнче пуҫланать.

Трусихӑн сылтӑм ҫыранӗпе ҫыхӑннӑ ҫырмасен тытӑмӗнче Шупашкарти «Лакрей вӑрманӗ» культурӑпа кану тӗп паркӗ вырнаҫнӑ.

Трусиха кӳлмекӗн пӗчӗк пӗвине — А. Н. Крылов академик урамӗн кӑнтӑр пайӗнче вырнаҫнӑ Шупашкар ҫырмине пӗвеленӗ вырӑна — юхса кӗрет. Заливӑн пысӑк пӗвисем ҫуркунне Шупашкар юханшывӗн хӑйӗн, ҫавӑн пекех Трусихӑн шывӗсемпе тулаҫҫӗ.

Ҫуллахи вӑхӑтра кӳлмекӗн пысӑк пӗвисем ҫӗр айӗнчи ятарласа тунӑ коммуникацисем урлӑ Шупашкарти тӗп пляж ҫумӗнчи Мускав ҫыран хӗрринче вырнаҫнӑ насус станцийӗ пулӑшнипе Атӑлти шывпа тулаҫҫӗ; ун чухне Шупашкар тата Трусиха шывӗсем заливӑн пӗчӗк пӗвинчен пӑрӑхсем тӑрӑх кӳлмекӗн акваторине лекмесӗр Атӑла юхса кӗреҫҫӗ.

Экологи

Трусиха юханшывӗ Шупашкарти ытти пӗчӗк юханшывсем пекех хӑйне тимлӗх уйӑрасса — шывне тасатасса, ҫыранӗсене тирпейлессе — кӗтет. Ку телӗшпе экологсем, симӗс активистсем, ку тӑрӑхра пурӑнакансем ҫулсерен субботниксем ирттереҫҫӗ[1].

Вуламалли

  • Дубанов И. С. Озера, реки, родники Чувашии. — Чебоксары, 2008.
  • Дубанов И. С. Географические названия Чувашской Республики. — Чебоксары, 2013.
  • Корнилов Г. Е. Продолжение пробных статей этимологического словаря собственных имён Поволжья // Диалекты и топонимия Поволжья. — Чебоксары, 1976.

Ӑнлантарусем