Шупашкар (Атӑл юппи)
Шупашкар — Шупашкар хулинчи юханшыв.
Юханшыв ҫӑлкуҫӗ Шупашкар хула округӗнчи Чантӑр ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Сӑкӑт тата Трусиха юханшывсем юхса кӗреҫҫӗ. Юханшыв Атӑла юхса тухать, Атӑлӑн сылтӑм юппи шутланать.
Юханшыв Атӑла юхса кӗнӗ вырӑнти ҫӳллӗшӗ — тинӗс шайӗнчен 143 м, пуҫланнӑ вырӑнти ҫӳллӗшӗ — тинӗс шайӗнчен 67 м.
Юханшыв тӑршшӗ — 13 ҫухрӑм, бассейн лаптӑкӗ — 67,6 км2, Шупашкар заливне тӑвиччен 75,7 км2 пулнӑ.
2024—2025 ҫулсенче Шупашкарӑн тӗп хулари «Радужный» микрорайон ҫумӗпе юхса иртекен пайне коллектор вырнаҫтарса тӳрлетес ӗҫе пурнӑҫламалла. Шыв юхмалли пӑрӑх 122 метр пулмалла[1].
Шыв хуҫалӑх реестрӗнчен
Раҫҫей патшалӑх шыв реестрӗнче ҫырни тӑрӑх Шупашкар Тури Атӑл бассейн округне кӗрет.
Патшалӑх шыв реестрӗнчи шыв объекчӗн кочӗ — 08010400312112100000026
Истори
Юханшыв ҫинчен чи малтан асӑннисенчен пӗри 1763—1765 ҫулсенче А. И. Свечин подполковник Шупашкар хулашӗ тата ун ячӗллех юханшыв ҫинчен ҫырса хӑварнинче тӗлпулать.