Крылов Алексей Николаевич

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Крылов Алексей Николаевич (1863 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ[1], Крылово, Чӗмпӗр кӗпӗрни1945 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ[2][1][…], Ленинград[2]) — паллӑ вырӑс тата совет ӑсчах-математикӗ, механик тата карап тӑвакан инженер[4]. Питӗрти ӑслӑлӑхсен академийӗн (1916), Раҫҫей ӑслӑлӑхсен академийӗн (1917), СССР ӑслӑлӑхсен академийӗн (1925) академикӗ[5]. Тинӗс академийӗн профессорӗ; флот генералӗ (1916 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ), Раҫҫей империйӗн тинӗс министрӗ (1911) ҫумӗнчи ятарлӑ хушусем памалли генерал. Санкт-Петербургри математика пӗрлӗхӗн пайташӗ[6]. Ют ҫӗршыв ӑслӑлӑх тата инженери пӗрлӗхӗсен хисеплӗ пайташӗ. Карап тӑвакан хальхи вырӑс шкулӗн никӗслевҫи, кайран ӑна П. Ф. Папкович, В. Л. Поздюнин, Ю. А. Шиманский тата ытисем аталантарнӑ. Тинӗс хумханнӑ чухне карап сулланнин теорийӗ, карап механикин строительстви, карапсен вибрацийӗн тата вӗсен путманлӑхӗн теорийӗ, гироскопсен, тулаш баллистика, математика анализӗпе тата карап тӑвас ӗҫ механики, физикӑпа математика тата техника ӑслӑлӑхӗсен историйӗ енӗпе классика ӗҫӗсен авторӗ. РСФСР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх тата техника ӗҫченӗ (1939). Социализм Ӗҫӗн Паттӑрӗ (1943), пӗрремӗш степень Сталин премийӗн лауреачӗ (1941)[7].

Биографийӗ

Несӗлӗ

Алексей Крылов Чӗмпӗр кӗпернинчи Висяга ялӗнче[8] Николай Александрович Крылов (1830—1911) тата Софья Викторовна Ляпунова (1842—1913) ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ, артиллери офицерӗ, 1855—1856 ҫулсенчи Крым вӑрҫине хутшӑннӑ, хысна шучӗпе ветеранӑн, Бородино патӗнче тата Парижа илнӗ чухне аманнӑ ветеранӑн Александр Алексеевич Крыловӑн («Паттӑрлӑхшӑн» Ылтӑн хӗҫпӑшалпа тата ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн орденсемпе чысланӑ) ывӑлӗ пулнӑ май хысна шучӗпе вӗреннӗ. А. Н. Крылов ун ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Атте артиллерист пулнӑ. Вӑл хысна шучӗпе вӗреннӗ, мӗншӗн тесен асаттене Бородино патӗнче амантнӑ, ҫавна май вӑл хӑйӗн пур ачине те те тӳлевсӗрех вӗрентме ирӗк илнӗ»[9]. Крыловӑн аслашшӗ Наполеонпа пулнӑ пур вӑрҫа та хутшӑннӑ, полковник званийӗ таран ҫитнӗ, паттӑрлӑхшӑн вӑл ылтӑн хӗҫ-пӑшала тивӗҫнӗ [9].

Ӑна йышлӑ тӑванӗ нумай витӗм кӳнӗ: Филатовсем (ашшӗ енчен) тата Ляпуновсем (амӑшӗ енчен), вӗсем кайран паллӑ вырӑс (французсен те — Виктор Анри) тухтӑрӗсем, ӑсчахӗсем, композиторӗсем пулса тӑнӑ. Алексей Николаевичпа ҫӗршыв ӑслӑлӑхӗнчи чылай паллӑ деятель тӑванлӑ ҫыхӑнура пулнӑ: сӑмахран, И. М. Сеченов физиолог, Б. М. Ляпунов лингвист, Н. Ф. Филатов врач, А. М. Ляпунов математик[9].

1917 ҫулчченхи ӗҫ-хӗлӗ

1872—1874 ҫулсенче ашшӗ чирленӗ пирки ҫемье Марсельте (Франци) пурӑннӑ. Марсельте Алексей 9 ҫултанпа Русселӗн пайӑр пансионӗнче (Pensionnat Roussel et Champsaur, conurs Jullien, 14) ҫурма пансионер пек вӗреннӗ, 1873 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа — тулли пансионер пек. 1874 ҫулхи ҫуркунне ҫемйипе Таганрога куҫса кайнӑ, ҫурла уйӑхӗн варринче — Севастополе. Кӗркунне экзамен хыҫҫӑн Севастопольти уес училищин иккӗмӗш класне прогимнази класӗсемпе йышӑннӑ. 1875 ҫулхи ҫулла Крыловсем Ригӑна куҫнӑ, унта Алексея Карл-Густав Юнкерӑн (1875—1876) пайӑр шкулне янӑ, унта нимӗҫле вӗрентнӗ. 1877 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ашшӗ-амӑшӗ ӑна Ригӑри классика гимназине куҫарнӑ, унта тӗп предметсем грек тата латин чӗлхисем пулнӑ. Ҫав ҫулах авӑн уйӑхӗнче Алексей Д. В. Перский лейтенантӑн пансионне вӗренме кӗнӗ, унта Тинӗс корпусне вӗренме кӗмешкӗн экзаменсем тытма хатӗрленӗ. 1878 ҫулта А. Н. Крылов Тинӗс корпусне вӗренме кӗнӗ, ӑна вӑл 1884 ҫулта лайӑх паллӑсемпе пӗтернӗ. Тинӗс училищинче унӑн юлташӗ Д. И. Менделеевӑн аслӑ ывӑлӗ Владимир пулнӑ[10]. Вӗреннӗ чухне «Боярин» (ҫу—ҫурла, 1882), «Варяг» (ҫу—ҫурла, 1883) тата «Аскольд» (ҫӗртме, — авӑн, 1884) корветсемпе вӗренӳ ишевӗсене хутшӑнса, компас девиацийӗпе тата «Тинӗс офицерӗсен справка кӗнеки» кӗнеке валли практика астрономийӗпе задачӑсене тӗрӗслес енӗпе программӑна кӗртмен хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫласа техника енӗпе пысӑк опыт пухнӑ[11]. Вӗренӳ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх А. Н. Крылов ятне мрамор хӑма ҫине кӗртнӗ, хӑй вара Менде[12] генерал-штаб-доктор[13] ячӗллӗ премие тивӗҫнӗ. Экзамен хыҫҫӑн 1884 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче мичман ятне панӑ[14], юпан 16-мӗшӗнче вара 8-мӗш флот экипажне кӗртнӗ. 1884 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа И. П. Колонг ертсе пынӑ Тӗп гидрографи управленийӗн компас пайӗнче службӑра тӑнӑ, унта магнит компасӗсен девиацийӗ енӗпе хӑйӗн пӗрремӗш ӑслӑлӑх тӗпчевне ирттернӗ[15]. 1885 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче И. П. Колонг хушнипе Тӗп гидрографи управленийӗн компас пайне И. П. Колланг шухӑшласа кӑларнӑ компас девиацийӗсене пӗтермелли мелсене тӗпчеме командировкӑна янӑ офицерсен занятийӗсене ертсе пынӑ[16]. 1885 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнчен пуҫласа мина класне мина ӗҫӗн кӗске курсне пӗр уйӑхлӑха вӗренме янӑ[17]. 1886 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче Тинӗс ведомствин Эмерита кассине VIII класӑн кӗҫӗн делопроизводительне лартнӑ (Тинӗс ведомствин 7-мӗш хушӑвӗпе)[18].

Чылай каярах, 1938—1940 ҫулсенче, ӑсчах темиҫе ӗҫ пичетлесе кӑларнӑ, вӗсенче магнит компасӗн девиаци теорине туллин ҫырса кӑтартнӑ, гироскопи компасӗсен теори ыйтӑвӗсене тӗпченӗ, карап силлени компас кӑтартӑвӗсене витӗм кӳнин теорине хатӗрленӗ:

  • «Компас девиаци теорийӗн никӗсӗсем»;
  • «Карап хум ҫинче силленнӗрен компас кӑтартӑвӗсем пӑрӑнни»;
  • «Гирокомпас теорийӗ пирки».

1941 ҫулта ҫак тӗпчевсем Сталин премине тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех А. Н. Крылов компас девиацине автоматла шутлакан дромоскопӑн ҫӗнӗ системине те сӗннӗ.

1887 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче А. Н. Крылов мичман Николаевск тинӗс академине вӗренме кӗрес умӗн Франк-вырӑс заводӗнче карап тӑвас енӗпе практика тухнӑ[19], ҫавӑн чухне карап тӑвас енӗпе пӗрремӗш ӑслӑлӑх ӗҫне ҫырнӑ — «I Николай имератор» броненосец башнин расчёчӗ»[20]. 1888 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче Николаевскри тинӗс академийӗн карап тӑвакансен уйрӑмне штатра тӑракан слушателе илнӗ[21]. 1890/91 академи ҫулӗнче А. Н. Коркин, Д. К. Бобылёв, А. А. Марков, Д. А. Граве, И. В. Мещерский профессорсен лекцийӗсене Петербург университечӗн III тата IV курсӗсенче итленӗ. 1890 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче Тинӗс училищине командировкӑна янӑ[22]. 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Тинӗс училищин библиотека комитечӗн пайташӗ пулма ҫирӗплетнӗ[23]. Тинӗс академийӗн курсне пӗтернӗ хыҫҫӑн 1890 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче Тинӗс академийӗн штатри вӗрентекенӗ пулма лартнӑ[24].

Вӑл — Санкт-Петербургри политехника институтӗнче карап тӑвас ӗҫ факультетне пуҫарса яраканӗ, унта А. Н. Крылов карапсен вибраци курсне ертсе пынӑ. Ҫав вӑхӑтрах Ҫул-йӗр инженерӗсен институтӗнче вӗрентнӗ[12]. А. Н. Крылов хӑй аса илнӗ тӑрӑх, 1887 ҫултанпа унӑн «тӗп специальноҫӗ карап тӑвасси пулса тӑнӑ, е, тӗрӗсрех каласан, математикӑна тӗрлӗ йышши тинӗс ӗҫӗсен ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑнтарасси». Ҫакӑнтан пуҫланнӑ унӑн преподаватель ӗҫӗ-хӗлӗ, вӑл мӗн виличченех тенӗ пек пулнӑ.

1890-мӗш ҫулсенче Крыловӑн Уильям Фруд теорине анлӑлатнӑ «Карап силленнин теорийӗ» ӗҫӗ тӗнчипе палӑрнӑ. А. Н. Крыловӑн ӗҫӗ ку енӗпе пӗрремӗш анлӑ теори ӗҫӗ пулнӑ. 1896 ҫулта Британи карап инженерӗсен пӗрлӗхӗн пайташне суйланӑ. 1898 ҫулта Англи карап инженерӗсен пӗрлӗхӗн ылтӑн медалӗпе чысланӑ, медале ют ҫӗршыв ҫынни тивӗҫни Пӗрлӗх историйӗнче пӗрремӗш тӗслӗх пулнӑ ку. Ҫак ӗҫсене малалла тӑсса А. Н. Крылов борт тата киль силленӗвӗн демпфировани (виҫев) теорине йӗркеленӗ. Вӑл пуринчен малтан борт силленӗвӗн гироскопла демпфированине (лӑплану) сӗннӗ, ҫакӑ паян борт силленӗвӗн виҫес ӗҫӗн чи анлӑ сарӑлнӑ меслечӗ шутланать.

Парижри Пӗтӗм тӗнчери куравра (1900) Тӗп гидрографи управленийӗ янӑ япаласен хушшинче А. Н. Крылов капитанӑн дромоскопӗ пулнӑ[25].

1903 ҫулхи ҫулла хӑй ӑсталанӑ приборсемпе усӑ курса карап силленӗ чухнехи ҫыхӑнура напряжение тӗпчеме «Океан» вӗренӳ карапӗпе Либавӑран Порт-Артура ҫити ишнӗ[26].

undefined

1900 ҫултанпа А. Н. Крылов адмиралпа тата карап тӑвакан ӑсчахпа Степан Осипович Макаровпа карап ишеслӗхӗн ыйтӑвӗпе ҫыхӑнса ӗҫленӗ. Ҫак ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсем кӗҫех классика пулса тӑнӑ, вӗсемпе халӗ те тӗнчере анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Нумай ҫул иртсен Крылов Макаровӑн малтанхи идейисем пирки, сиенленнӗ карапӑн кренӗ е дифференчӗ сиенленмен отсексене путарнипе кӗрешесси ҫинчен, ҫакӑн пек ҫырӗ: «Ку тинӗс чиновниксемшӗн пушӑ сӑмах пек туйӑннӑ. 22 ҫулти Макаровӑн идейисем практикӑра пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ӗнентерме... 35 ҫул кирлӗ пулнӑ».

1900—1908 ҫулсенче — Сӑнав бассейнӗн заведующийӗ (унти ӗҫ-хӗл ӑна карап тӑвас ӗҫре ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсене тума хӑватлӑ импульс панӑ), 1908—1910 ҫулсенче — карап тӑвас ӗҫӗн тӗп инспекторӗ (МТК карап тӑвакан пайӗн пуҫлӑхӗ тата унӑн председателӗ). 1908 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа — Тинӗс техника комитечӗн (МТК) председателӗ[27]. 1910 ҫултанпа — Николаевск тинӗс академийӗн ординари профессорӗ, Адмиралтей тата Балти завочӗсен консультанчӗ. 1911 ҫулхи раштавра тинӗс министрӗ ҫумӗнчи уйрӑм ӗҫсем тӑвакан генерала лартнӑ[28]. 1911 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 1913 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗччен — Ҫул-йӗр инженерӗсен институчӗн экстраординари профессорӗ[29]. 1915—1916 ҫулсенче — Путилов завочӗсен правительство правленийӗн председателӗ. Вырӑссен «Севастополь» йышши пӗрремӗш линкор-дредноучӗсене проектланӑ тата тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Тӗнчери карап тӑвас ӗҫ канашлӑвӗн пайташӗ (1908 ҫултанпа), Вырӑс параходствипе суту-илӳ пӗрлӗхӗн канашӗн пайташӗ (1912 ҫултанпа), 1915 ҫултанпа — Путилов завочӗсен правленийӗн председателӗ[12].

1912 ҫулта вырӑс-япун вӑрҫин урокӗсене шута илсе флот тума 500 миллион тенкӗ укҫа уйӑрмалли ҫинчен Патшалӑх думин депутачӗсем валли аргументлӑ доклад хатӗрленӗ[30]. Карап тумалли пилӗк ҫуллӑх программӑн проектне (унта миноносецсемпе шывай киммисене кӑна мар, броненосецлӑ крейсерсене те тумалли ҫинчен каланӑ) Патшалӑх думинче тинӗс министрӗ И. К. Григорович вуланӑ та ыйтнӑ укҫа-тенке уйӑрса панӑ (проектшӑн 280 сасӑ панӑ, хирӗҫ — 124).

1913 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗнчен пуҫласа — Тинӗс академин тава тивӗҫлӗ профессорӗ.

А. Н. Крылов флот ӗҫӗсемпе талантлӑ консультант пулнӑ. Хӑй палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн канашӗсем правительствӑна хальхи йышши дредноут хакӗшӗн ытларах перекетлеме май панӑ. Ҫав вӑхӑтрах А. Н. Крылов яланах ҫивӗч чӗлхипе палӑрса тӑнӑ[31].

1914 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Ӑслӑлӑхсен академийӗн пайташ-корреспондентне суйланӑ, 1916 ҫулхи ака уйӑхӗнче — математика физикин ординари академикне[32].

Б. Б. Голицын вилнӗ хыҫҫӑн 1916 ҫулта Крылова Тӗп физика обсерваторине ертсе пыма хушнӑ, вӑл ҫак поста тивӗҫлӗ академи статусӗпе кӑна тивӗҫтернӗ, 1917 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче вӑл отставкӑна кайнӑ[33]. Ҫав ҫулах А. Н. Крылова Тӗп ҫарпа метеорологи управленийӗн (Главмет) ертӳҫине лартнӑ. А. Н. Крылов ертсе пынипе ҫарсем валли ҫар гидрометеорологийӗ валли ертсе пыракан документсем тӑвас енӗпе пысӑк методика ӗҫӗ туса ирттернӗ.[34] Обсерватори служащийӗсене ҫара илме пӑрахтарассишӗн тӑрӑшнӑ[34]. 1917 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн варринче Ӑслӑлӑхсен академине тата Сывлӑш Ҫар флочӗн ҫар генерал-инспекторне Главмет пуҫлӑхӗн должноҫӗнчен хӑтарма ыйтнӑ, ҫакна ытти ӑслӑлӑх ӗҫӗпе ӗҫленӗ май пушӑ пулманнипе тата метеорологи специальноҫӗнче ҫителӗклӗ пӗлменнипе ҫыхӑнтарнӑ[34].

1917 ҫулта Ӑслӑлӑхсен академийӗн Физика лабораторийӗн директорне лартнӑ.

Совет Раҫҫейӗ

1917 ҫулта А. Н. Крылов Вырӑс пӑрахутствин тата суту-илӳ пӗрлӗхӗн ертӳҫи пулнӑ. Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн вӑл карапсене пурне те совет правительствине панӑ, ҫӗршыв флотне аталантарас тӗлӗшпе малалла ӗҫленӗ. 1918 ҫулта — уйрӑм артиллери опычӗсен комиссин консультанчӗ. 1919—1920 ҫулсенче — Тинӗс академин пуҫлӑхӗ. 1921—1927 ҫулсенче Крылов комисси йышӗнче ӑслӑлӑх хутшӑнӑвӗсене ҫӗнӗрен йӗркелеме тата тинӗс тата чукун ҫул транспортне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ практика халӑх хуҫалӑхӗн задачисене татса пама чикӗ леш енче пулнӑ. 1924—1925 ҫулсенче Бизертӑра Хура тинӗс флочӗн карапӗсене пӑхса тӑракан тата вӗсене СССРа тавӑрма май пуррине палӑртакан комиссин пуҫлӑхӗ пулнӑ[35]. 1925—1927 ҫулсенче Нефтесиндикатра ӗҫленӗ.

undefined

1928—1931 ҫулсенче — СССР Ӑслӑлӑхсен академийӗн Физика-математика институчӗн директорӗ.

А. Н. Крылов гидродинамика енӗпе тунӑ ӗҫӗсемпе паллӑ, ҫав шутра — пӗчӗк шыв ҫинче карап куҫӑвӗн теорийӗпе (вӑл ыттисенчен чи малтан тарӑн мар ҫӗрте гидродинамика сопротивленийӗ самай пысӑкланнине ӑнлантарма тата шутласа кӑтартма пултарнӑ) тата единица хумӗсен теорийӗпе.

А. Н. Крылов ӗҫӗсен библиографийӗнче 279 ят пур[36]. Вӗсем тӗрлӗ енлӗ, ҫав шутра — карапсем тӑвасси, магнетизм, артиллери ӗҫӗ, математика, астрономи тата геодези. Унӑн паллӑ путмаслӑх таблицисемпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ.

1931 ҫулта Крылов хальхи вӑхӑтра Крылов подпространстви (е Крылов подпространствин меслечӗсем) ятпа паллӑ ӗҫне пичетлесе кӑларнӑ. Ӗҫ харпӑр хӑй пӗлтерӗшӗсен ыйтӑвӗсене пырса тивнӗ, тӗплӗнрех каласан, панӑ матрицӑн характеристика полиномӗн коэффициенчӗсене шутласа кӑларассине. Крылов шутлав эффективлӑхне хускатнӑ, шутлав тӑкакӗсене «уйрӑм перемноженисен операцийӗсен» шучӗ пек шутланӑ — ку математика публикацийӗшӗн типлӑ мар[37]. Крылов хальхи меслетсене тӗплӗ танлаштарнинчен пуҫланӑ, унта Якоби меслечӗпе тӑкаксене шутланин чи япӑх сценарийӗ те кӗнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн меслечӗпе паллаштарнӑ, вӑл ҫав вӑхӑтри паллӑ меслетсенчен чи лайӑххи пулнӑ, унпа халӗ те анлӑ усӑ кураҫҫӗ[38].

1935—1940 ҫулсенче — Ленинградри «Электроприборсем» заводӑн гироскопи секторӗн яланхи консультанчӗ[26].

1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче А. Н. Крылова Хусана эвакуациленӗ, унта вӑл техника канашлӑвӗн яланхи эксперчӗ пулса ӗҫленӗ тата СССР Ӑслӑлӑхсен академийӗн ӑслӑлӑх-техника тинӗс-ҫар ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комиссин хастар пайташӗ шутланнӑ; унтах вӑл хӑйӗн паллӑ «Манӑн асаилӳсем» кӑларӑмне хатӗрленӗ. Унта унӑн ӑслӑх тата практика ӗҫ-хӗлӗн тӗп тапхӑрӗсем, хӑйӗнпе пӗр вӑхӑтра пурӑннисем, карапсем ҫинчен калавсем кӗнӗ.

undefined

1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗччен А. Н. Крылов «Боровое» (Акмолинск облаҫӗ, Казахстан) санаторире пурӑннӑ, ҫак хушӑра темиҫе тӗпчев ӗҫӗ пичетленӗ: компаслӑх ӗҫӗпе, «Карап теорийӗпе», «Карап айккинчен ҫапакан хумпа силлени ҫинчен», «Галилей — механика никӗслевҫи пек», «СССР аслӑ техника вӗренӳ заведенийӗсенче механикӑна вӗрентесси пирки шухӑшсем тата материалсем», «Ньютон тата тӗнче ӑслӑлӑхӗнче унӑн пӗлтерӗшӗ»[39]. Вӑл академи ушкӑнӗ ирттернӗ мероприятисене хастар хутшӑннӑ, докладсемпе тухса калаҫнӑ. 1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Мускава куҫса кайнӑ, 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Ленинграда таврӑннӑ.

1944 ҫулта Мускав патшалӑх университечӗн физика факультечӗн кун-ҫулне хутшӑннӑ. Вӑл тӑватӑ академик В. М. Молотов патне ҫырнӑ ҫырӑва алӑ пуснӑ, унӑн авторӗ А. Ф. Иоффе пулнӑ. Ку ҫыру «академи» тата «университет» физикисен хушшинчи хирӗҫлеве татса парассине пуҫарса янӑ[40].

Ньютонӑн «Натураллӑ философин математика пуҫламӑшӗсем» ӗҫне вырӑсла пӗрремӗш куҫарнӑ (1915)[41]. «Крылов куҫарӑвӗ, — палӑртнӑ Н. И. Идельсон, — пирӗн нацин хаклӑхӗпе пуянлӑхӗ, ку — Крылов ӗҫченлӗхӗпе искусствине кӑтартакан палӑк, вӑл Ньютонӑн «Пуҫламӑшӗсем» ӗҫӗ тухнӑ хыҫҫӑн 250 ҫул хушшинче пӗчченех куҫарӑвӗпе комментарийӗсене кирлӗ пек тума пултарнӑ, малашлӑхра унран чи ҫӳллӗ шайра пулаканни те ҫук»[42].

А. Н. Крыловӑн вӗренекенӗсен хушшинче — В. Г. Власов контр-адмирал-инженер профессор, Совет Союзӗн Маршалӗ Л. А. Говоров, Совет Союзӗн флочӗн Адмиралӗ И. С. Исаков, Л. М. Галлер адмирал[43].

А. Н. Крылов 1945 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Волков масарне Литератор кӗперӗ ҫинче И. П. Павлов тата Д. И. Менделеев вилтӑприсенчен инҫех мар ҫар чысӗсемпе пытарнӑ. 1948 ҫулта А. Н. Крыловӑн вилтӑпри ҫине академикӑн барельефлӑ портречӗ евӗр палӑк-стела лартнӑ (скульпторӗ — Г. Ф. Ветютнев).

Ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗ

А. Н. Крыловӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗнче карап теорийӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ, вӗсем автора тӗнчипе чапа кӑларнӑ. 1896 ҫулта вӑл «Карапсем хумсем ҫинче силленин ҫӗнӗ теорийӗ тата ҫав хусканупа напряженисем пулни» ӗҫне пичетлесе кӑларнӑ, унта вара карап хум силленӗвӗн мӗнпур пулӑмӗсене ӑнлантарса панӑ, карап силленӗвне тата ҫав вӑхӑтра унра аталанакан хусканусене хисеп мелӗпе шутласа кӑларма май панӑ[44]. 1898 ҫулта «Тинӗс ҫулӗ ҫинче карап тӳснӗ напряженисем пирки» ӗҫӗнче А. Н. Крылов карап пайӗсенче пулакан вӑйсене шутламалли меслетсене илсе кӑтартнӑ. 1918 ҫулта ӑсчах «Тинӗс инженерӗсен союзӗн ежегодникӗнче» «Карапӑн унӑ машини кӑларакан вибрацийӗсене шутласси пирки» ӑслӑлӑх ӗҫне пичетленӗ, унта карапра е унӑн пайӗсенче машина тапхӑрӗ ирӗклӗ сулланусен тапхӑрне ҫывӑх чухне пулакан резонанс витӗмне хакланӑ.

Артиллери ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсен шутӗнче[44] «Sur l ’ Intégration numerique approchée des équations différentielles avec Application au Calcul des Trajectories rojectiles» ӗҫне палӑртмалла (Париж, 1897), унта А. Н. Крылов снаряд траекторийӗн хисеп расчёчӗн тӗплӗ схемине панӑ. 1928 ҫулта «Тӑрӑхла снаряд вӗҫнӗ чухне ҫаврӑнни пирки» ӗҫӗнче ӑсчах Н. В. Маиевскин (ҫитменлӗхӗсене вӑл тӳрлетнӗ) тата Н. А. Забудскин (ӑна вӑл пулса ҫитмен тесе палӑртнӑ) кивӗ теорийӗсене тишкернӗ.

Механика системисен тапӑмлӑ суллӑнӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ задачӑсене А. Н. Крылов ҫак статйисене халалланӑ[44]:

  • «Ueber die erzwungenen Schwingungen von gleichformigen, elastischen Stabenen» (1904—1905), вӑл «Mathematische Annalenen» XVI томӗнче вырнаҫнӑ. Унта Крылов тӳрӗ линиллӗ тапӑмлӑ пӑрӑссем валли тапӑмлӑ сулланусемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса памалли тӗрлӗ мелпе паллаштарнӑ;
  • «Крешерсемпе индикаторсем пирки хӑш-пӗр асӑрхаттарусем» (1909);
  • «Динамика нагрузкине пула тапӑллӑ системӑра пулакан напряженисем ҫинчен», унта автор ҫакӑн йышши задачӑсене татса памалли уҫӑмлӑ та пӗтӗмӗшле мелсем парать тата тӗслӗхсемпе кӑртать. Ҫак ӗҫре А. Н. Крылов паллӑ ӑсчахӑн Леви-Чивитӑн кӗпер напряженине шутласа кӑлармалли коэффициент расчётӗнче тупса палӑртнӑ йӑнӑша ҫырса кӑтартса тӳрлетнӗ.
  • «Тапӑллӑ тӗп ҫинче выртакан пӑрӑс расчёчӗ пирки» ӗҫӗнче А. Н. Крылов япун ӑсчахӗн К. Хаясин меслечӗ вырӑнне (вӑл нумай коэффициентпа усӑ курнӑ) оригиналлӑ меслет сӗннӗ.

Ҫемйи

undefined

А. Н. Крылов хӑйӗн виҫҫӗмӗш сыпӑкри йӑмӑкне Елизавета Дмитриевна Драницынӑна (1868—1948) качча илнӗ. Ҫемьере пилӗк ача ҫуралнӑ. Малтанхи икӗ ачи — хӗрсем, пӗчӗклех вилнӗ. Ун хыҫҫӑн ҫуралнӑ ывӑлӗсем Николай (1897 ҫулхи акан 25-мӗшӗ) тата Алексей Шурӑ ҫарта А. И. Деникин чаҫӗсенче хӗсметре тӑнӑ, Граждан вӑрҫинче пуҫ хунӑ: Николай Крылова Ставрополь патӗнче 1918 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче вӗлернӗ, Алексей Крылова — 1919 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗнче Харьков ҫывӑхӗнче[45]. Чи кӗҫӗн ачи — Анна (1903—1996), 1927 ҫулта вӑл П. Л. Капицӑна качча тухнӑ. А. Н. Крылов ӑна 1921 ҫултанпа пӗлнӗ, вӗсем Совет правительстви чикӗ леш енне ӑслӑлӑх ҫыхӑнӑвӗсене ҫӗнетме тата оборудовани туянма янӑ комиссире пӗрле ӗҫленӗ[46][47].

А. Н. Крылов айӗпӗпе ҫемье арканнӑ: вӑл А. Б. Фарингера юратса пӑрахнӑ[48]. Кайран ҫак хӗрарӑм унӑн иккӗмӗш мӑшӑрӗ пулса тӑнӑ[46][47].

А. Н. Крылов — С. П. Капицӑн тата А. П. Капицӑн кукашшӗ, Виктора Анрин пӗртӑванӗ.

Популяризатор ӗҫӗ-хӗлӗ

А. Н. Крылов паллӑ математик тата механик, инженер тата изобретатель, чаплӑ педагог тата ӑслӑлӑх пӗлӗвӗсен популяризаторӗ пулнӑ. Крылов пулас инженерсем валли карап тӑвас теорипе лекцисем вуланӑ. Вӑл кӑткӑс япаласене ансат сӑмахсемпе ӑнлантарса панӑ. Ньютонӑн «Натураллӑ философин математика пуҫламӑшӗсем» ӗҫне вырӑсла шӑпах Крылов куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех Крылов популярлӑ ӑслӑлӑх кӗнекисем ҫырнӑ. Кӗнекесене специалистсем валли хатӗрленӗ пулин те вӗсене популярлӑ ӑслӑлӑх стилӗпе ҫырса кӑтартнӑ. Крылов хӑйӗн шухӑшӗсем ҫине пысӑк яваплӑхпа пӑхнӑ. Крылов пулӑшнипе инженерсемпе техниксем ятарлӑ хатӗрленӗвне ӳстернӗ, пысӑк культурӑна хутшӑннӑ, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗнче новаторсем пулса тӑнӑ[49]. А. Н. Крылов ӑсчахсен юбилей датисене халалланӑ вунӑ ытла биографи ӗҫӗ ҫырнӑ: «Галилей — механика никӗслевҫи пек» (1943), «Жозеф Луи Лагранж» (1936), «Леонард Эйлер» (1933), «Ньютон тата тӗнче ӑслӑлӑхӗнче унӑн пӗлтерӗшӗ» (1943), «П. Л. Чебышёв» (1944), «А. М. Ляпунова халалласа» (1919,1927), «А. Н. Коркинӑн кӗске биографи очеркӗ, «Механикӑна вӗрентесси пирки шухӑшсем тата материалсем» тата ыттисем.

Ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗсенчи ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Вырӑс техника пӗрлӗхӗн чӑн пайташӗ (IV — Тинӗс-ҫар тата VI — Электротехника пайӗсен) (раштав, 1890)[50].
  • Вырӑс техника пӗрлӗхӗн VII (Сывлӑшра ишессин) пайӗн нихӑҫан улшӑнми пайташӗ (кӑрлач, 1893).
  • Санкт-Петербургри математика пӗрлӗхӗн пайташӗ (1893)[51].
  • Мускаври математика пӗрлӗхӗн пайташӗ (ака, 1905).
  • Тинӗс инженерӗсен пӗрлӗхӗн хисеплӗ пайташӗ (пуш, 1910)[52].
  • Вырӑс астрономи пӗрлӗхӗн чӑн пайташӗ (ака, 1910).

Санкт-Петербургри — Ленинградри адрессем

Санкт-Петербургра (Ленинградра) А. Н. Крылов ҫак адрессемпе пурӑннӑ[53]:

  • 1893—1900 — тупӑш тумалли ҫурт — 14-мӗш йӗр, 23[54];
  • 1900—1913 — тупӑш тумалли ҫурт — Зверинск урамӗ, 6-мӗш ҫурт, 8-мӗш хваттер;
  • 1913—1928 — Каменноостров проспекчӗ, 58;
  • 1928—1929 — Университет ҫыран хӗрри, 5;
  • 1929—1937 — Васильевск утравӗн 10-мӗш йӗрӗ, 51;
  • 1937—1941, ҫурла —1945 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ— Университет ҫыран хӗрри, 5.

Ҫар чинӗсем

  • Гардемарин (1883 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ);
  • Мичман (1884 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ)[55] ;
  • Адмиралтейство поручикӗ (1891 ҫулхи акан 21-мӗшӗ);
  • Адмиралтейство капитанӗ (1897 ҫулхи акан 13-мӗшӗ)[56] ;
  • Адмиралтейство подполковникӗ (1902 ҫулхи акан 14-мӗшӗ)[57];
  • Адмиралтейство полковникӗ (1906 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ)[58];
  • Адмиралтейство генерал-майорӗ (1908 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ)[59] ;
  • Адмиралтейство генерал-лейтенанчӗ (1911 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ);
  • Флот генералӗ (1916 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ).

Наградисемпе званийӗсем

Раҫҫей империйӗ:

  • 3-мӗш ст. Сӑваплӑ Станислав орденӗ (1895);
  • 2-мӗш ст. Сӑваплӑ Анна орденӗ (1899);
  • 2-мӗш ст. Сӑваплӑ Станислав орденӗ (1905);
  • 4-мӗш ст. Сӑваплӑ Владимир орденӗ (1908);
  • 3-мӗш ст. Сӑваплӑ Владимир орденӗ (1909);
  • 1-мӗш ст. Сӑваплӑ Станислав орденӗ (1911);
  • 1-мӗш ст. Сӑваплӑ Анна орденӗ (1913);
  • Сӑваплӑ Владимир орденӗ 2-мӗш ст. (1915);
  • Чулхулара иртнӗ (1886) Пӗтӗм Раҫҫейри промышленноҫ тата ӳнер куравне (1896) тӑратнӑ дромоскопшӑн панӑ II разрядлӑ Диплом[60] ;
  • «Римский-Корсаков лейтенантӑн «Пӗччен артиллери ҫапӑҫӑвӗн тишкерӗвӗ» сочинение тишкерни» ӗҫшӗн панӑ Разсказов полковник ячӗллӗ ылтӑн медаль.

СССР:

  • Пӗрремӗш степеньлӗ Сталин премийӗ (1941 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ)[61];
  • Социализм Ӗҫӗн Паттӑрӗ (1943 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ)[62];
  • виҫӗ Ленин орденӗ (1939 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ[63]; 1943 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ[62]; 1945 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ[64]);
  • РСФСР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑхпа техника ӗҫченӗ (1939 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ)[65].

Астӑвӑм

undefined
undefined
undefined

А. Н. Крылов палӑкӗсем

  • Ҫак адреспа: Университет ҫыран хӗрри, 5-мӗш ҫурт — 1948 ҫулта асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ (архитекторӗ — Р. И. Каплан-Ингель)[66].
  • 1960 ҫулта Мускавра Ҫурҫӗр юханшыв вокзалӗн ҫурчӗ умӗнче (Ленинград шосси, 51) А. Н. Крыловӑн бюстне лартнӑ (скульпторӗ — Л. Е. Кербель, архитекторӗ — Ю. И. Гольцев)[67][68].
  • Архангельск облаҫӗнчи Северодвинскра 1996 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Севмашвтуза кӗнӗ ҫӗрте академикӑн бюстне уҫнӑ.
  • Улатӑрта Крылов палӑкне лартнӑ: бюст тата сӑнчӑрпа ҫыхӑнтарнӑ икӗ якорь.
  • Улатӑрти 6-мӗш шкул-гимназие академик-карап ӑстин А. Н. Крыловӑн ятне панӑ[69].
  • Академикӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Чӑваш Енри Пӑрачкав районӗнчи Крылово ялӗнче, мемориал музейӗ ӗҫлет[70].
  • 2015 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Юханшыв порчӗнче А. Н. Крылов палӑкне лартнӑ[71].
  • 2015 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче Пӑрачкав шкулӗнче «Поречьен флот мухтавӗ» мемориал комплексне уҫнӑ, тӗп вырӑна А. Н. Крылов бюстне вырнаҫтарнӑ[72].

А. Н. Крылова хисеплесе ят панӑ

  • Крылово ялӗ (малтан — Висяга) — А. Н. Крыловӑн тӑван кӗтесӗ, ӑна халалласа 1962 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче яла Крылово ят панӑ.
  • Уйӑхӑн тепӗр енчи кратер.
  • Раҫҫей ӑслӑлӑхсен академийӗн А. Н. Крылов академик ячӗллӗ преми. Ӑна «механика тата математика физикин задачисене пурнӑҫланӑ чухне шутлав техникипе усӑ курса тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн» параҫҫӗ.
  • Санкт-Петербург Правительствин А. Н. Крылов ячӗллӗ премийӗ. Ӑна техника ӑслӑлӑхӗсем енӗпе пысӑк ӑслӑлӑх кӑтартӑвӗсем тунӑшӑн параҫҫӗ.
  • Совет Союзӗнчи карап тӑвакан отраслӗн тӗп наукӑпа тӗпчев институтне 1944 ҫулта А. Н. Крылов академик ятне панӑ[73].
  • А. Н. Крылов академик ячӗллӗ Карап тӑвакансен Раҫҫей ӑслӑлӑх-техника пӗрлӗхӗ.
  • Санкт-Петербургри Тинӗсҫум районӗнчи Крылов академикӑн урамӗ (1952).
  • Севастопольти Крылов академик урамӗ.
  • Шупашкарти Крылов академик урамӗ.
  • Улатӑрти Крылов академик урамӗ.
  • Николаев хулинчи Крылов урамӗ.
  • Тольяттири Крылов урамӗ[74].
  • Математикӑра Крылов подпространстви.
  • Крылов функцийӗсем.
  • Крымри астрофизика обсерваторийӗн астрономӗ Людмила Карачкина А. Н. Крылова халалласа 1982 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче уҫнӑ астероида Крылов ят панӑ (5247)[75][76]. Вӑлах А. Н. Крыловӑн хӗрне тата П. Л. Капицӑн арӑмне Анна Алексеевна Капицӑна халалласа пӗчӗк планетӑна Крылания (5021) ят панӑ[77].
  • Пӑрачкаври (Чӑваш Республики) «Поречье флот мухтавӗ» мемориал комплексӗ.
  • СССРти тата Раҫҫейри 1972—2004 ҫулсенчи Ҫар-тинӗс флочӗн Балти флочӗ йышӗнчи 852 проектӑн «Крылов академик» океанографика ӑслӑлӑх-тӗпчев карапӗ.
  • Ӑслӑлӑхпа техника енӗпе пысӑк ӑслӑлӑх кӑтартӑвӗсем тунӑшӑн паракан Санкт-Петербург Правительствин премийӗ: техника ӑслӑлӑхӗсен номинацийӗнче — А. Н. Крылов премийӗ.
  • Пӗтӗм тӗнчери транспорт академийӗн А. Н. Крылов ячӗллӗ медалӗ[78].

Ытти объектсем

  • 1956[79] тата 1963[80] ҫулсенче А. Н. Крылова халалласа СССР Почтин маркисене кӑларнӑ.
  • 1963 ҫулта А. Н. Крылова чысласа академик портречӗллӗ сӗтелҫи медальне шӑратса кӑларнӑ, тепӗр енче унӑн сӑмахӗсене ҫырнӑ: «Ӑслӑлӑх вӑйӗпе хӑвачӗ чикӗсӗр, ҫавӑн пекех унӑн этем ырлӑхӗшӗн тунӑ практика приложенийӗсем те чикӗсӗр».
  • Санкт-Петербургри Тинӗс пухӑвӗн А. Н. Крылов академик ячӗллӗ медалӗ[81].

Библиографи

Ӗҫӗсем

Вӗренӳ кӗнекисем

  • Учебник сферической тригонометрии для мореходных учебных заведений / сост. А. Н. Крылов. — Санкт-Петербург: Изд. К. Л. Риккера, 1899. — 8, 120 с.
  • Конспект курса дифференциального и интегрального исчисления. — Санкт-Петербург: [Изд. Морской академии, 1905]. — 829 с.
  • Теория мореходных качеств корабля: курс 2-го года Николаевской морской академии. — [Санкт-Петербург: Б. и., Б. г.]. — 80, VIII с.
  • Теория корабля: курс, читаемый в Николаевской морской академии штатным преподавателем полковником А. Н. Крыловым. — Санкт-Петербург: Тип. Мор. м-ва в Гл. Адмиралтействе, 1907. — Ч. 1: Плавучесть и остойчивость корабля. — 328 с., [2] л. табл.
  • Вибрация судов: лекции, читанные А. Н. Крыловым на кораблестроительном отделении СПб. Политехнического института в 1907 акад. году / С.-Петерб. политехн. ин-т. — Санкт-Петербург: [Б. и., 1908]. — 159 с.
  • Лекции о приближённых вычислениях / cост. А. Н. Крылов. — Санкт-Петербург: Тип. Ю. Н. Эрлих, 1911. — VIII, 325 с.
  • О некоторых дифференциальных уравнениях математической физики, имеющих приложение в технических вопросах: учеб. пособие для преподавателей и студентов. — Изд. 3-е. — Ленинград: Изд-во АН СССР, 1933. — 472 с., [2] л. граф.
  • Вибрация судов: учебник. — Ленинград: ОНТИ НКТП. Гл. ред. судостр. лит., 1936. — 441, [1] с., [1] вкл. л. ил.
  • Теория корабля: курс высших военно-морских училищ / А. Н. Крылов, С. В. Козлов. — Изд., доп. и перераб. автором совместно с С. В. Козловым. — Ульяновск: Военмориздат, 1942. — 259, [1] с., [1] л. ил.
  • О равновесии шаровой мины на течении. — Санкт-Петербург: Тип. Мор. м-ва в Гл. Адмиралтействе, 1909. — 27 с., [2] л.
  • Беседы о способах определения орбит комет и планет по малому числу наблюдений. — Санкт-Петербург: Тип. Императ. акад. наук, 1911. — 161 с.
  • Общая теория гироскопов и некоторых технических их применений / А. Н. Крылов, Ю. А. Крутков. — Ленинград: Изд-во АН СССР, 1932. — 356 с.
  • Постановка кессона моста им. Володарского в Ленинграде / А. Н. Крылов, Д. В. Бронников. — Ленинград: Изд-во АН СССР, 1934. — 66 с., [1] вкл. л. фиг.
  • Качка корабля / Воен.-мор. акад. РККФ им. К. Е. Ворошилова. — Ленинград: ВМА РККФ, 1938. — 299, [1] с., [17] л. вкл. черт.
  • Основания теории девиации компаса / Акад. наук СССР. — Москва; Ленинград: Изд-во АН СССР, 1940. — 71 с.
  • Ньютон и его значение в мировой науке: 1643—1943 / АН СССР. — М.; Л.: Изд-во АН СССР, 1943. — 39 с.
  • Вице-адмирал Макаров. — М.; Л.: Военмориздат, 1944. — 56 с.
  • Воспоминания и очерки. — М.: Изд-во АН СССР, 1956. — 884с.
  • On the hatchet planimeter // Извҍстiя Императорской Академiи Наукъ, 1903. — Том 19, выпуск 4. — С. 221—227.
  • Крылов А. Н. Мои воспоминания. — Судостроение, 1979.
  • Крылов А. Н. Мои воспоминания. Рассказы выдающегося учёного. — 9-е, исправленное и дополненное. — ЛЕНАНД/URSS, 2016. — 512 с. — ISBN 978-5-9710-3194-9.
  • Из писем А. Н. Крылова дочери (с предисловием Е. Л. Капицы) // Природа. — 2004. — № 5.
  • Собрание трудов академика А. Н. Крылова. В 12 т. — М.—Л.: Изд-во Академии наук СССР, 1936—1956.
  • Избранные труды / Акад. наук СССР. — Москва: Изд-во АН СССР, 1958. — 802, [1] с., 1л. ил.

Куҫарусем

  • Ньютон И. Математические начала натуральной философии / Перевод с латинского и примечания А. Н. Крылова. — Наука, 1989. — 688 с. — ISBN 5-02-000747-1.
  • Ньютон И. Математические начала натуральной философии / Перевод с латинского и примечания А. Н. Крылова. — ЛЕНАНД/URSS, 2017. — 704 с. — ISBN 978-5-9710-4231-0.
  • Гаусс Карл Фридрих. Теоретическая астрономия: Лекции, читанные в Гёттингене в 1820—1821 г. записанные Купфером / К. Ф. Гаусс; Пер. с нем. рукописи [и предисл.] А. Н. Крылова, д. члена Рос. академии наук, заслуж. проф. и нач. Морск. акад.; Глав. гидрографич. упр. — Петроград: [б. и.], 1919 (10-я Гос. тип.). — [4], 186, III с.
  • Эйлер Леонард. Новая теория движения луны / Леонард Эйлер; Пер. с латин. 1 части книги I и извлечений из частей 2 и 3 с прим. и пояснениями переводчика акад. А. Н. Крылова; Акад. наук СССР; Переплёт: М. И. Соломонов. — Ленинград: Изд-во Акад. наук СССР, 1934 (тип. изд-ва Акад. наук СССР). — XVI, 208 с.: черт.
  • Гаусс Карл Фридрих. Избранные труды по земному магнетизму / Карл Фридрих Гаусс; пер. акад. А. Н. Крылова; ред. проф. Б. М. Яновского; ст. Т. Н. Розе; коммент. проф. Б. М. Яновского и Т. Н. Розе.— [Ленинград]: Изд-во Акад. наук СССР, 1952. — 341 с., [1] л. портр.: ил., карт., табл. — (Классики науки / Акад. наук Союза ССР).

Крылов ҫинчен кӑларнӑ кӑларӑмсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Архив истории математики Мактьютор
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Крылов Алексей Николаевич // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  3. ^ Mathematics Genealogy Project (англ.) — 1997.
  4. ^ Вестник Российской академии наук: научный и общественно-политический журнал. — 2022. — Т. 92. — № 1. — С. 27. — 100 с.
  5. ^ Аронов А. А. Творческий диапазон россиян: биографический энциклопедический словарь / Московский гос. ун-т культуры и искусств. — МГУКИ, 2006. — С. 104. — 178 с.
  6. ^ Члены Санкт-Петербургского математического общества в 1890—1899 годы. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  7. ^ Очерки развития техники в СССР. — Москва: Наука, 1969. — С. 227.
  8. ^ Халӗ — Крылово, Порецкий район, Чувашия, Россия.
  9. ^ 1, 2, 3 Отец отечественного кораблестроения. Алексей Николаевич Крылов (выр.). topwar.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
  10. ^ Менделеева А. И. Менделеев в жизни / Вступительная статья и приложения М. Цявловского. — Изд. М. и С. Сабашниковых, 1928. — С. 46. — 183 с.
  11. ^ Крылов А. Н. Мои воспоминания. — М.,1945. — С.70.
  12. ^ 1, 2, 3 Березовский Н. Ю. и др. Российский императорский флот. 1696—1917. — Русский мир, 1996. — С. 130—132. — 272 с. — ISBN 5-85810-010-4.
  13. ^ Главный доктор; заведующий медицинской частью военного и морского ведомств // Словарь иностранных слов, вошедших в состав русского языка: Материалы для лексической разработки заимствованных слов в рус. лит. речи / Сост. под ред. А. Н. Чудинова. — Санкт-Петербург: Изд. книгопродавца В. И. Губинского, 1894. — [4], IV, 989, III с.
  14. ^ Приказ по Морскому ведомству № 196 / Морской сборник. — 1884. — № 11, офиц. отд. — С. 1.
  15. ^ Лёвочкина А. В. Динамика и темпорально-временной анализ научных открытий Алексея Николаевича Крылова // Аналитика культурологии. — 2015. — №1 (31) (дата обращения: 20.12.2022).
  16. ^ Крылов А. Н. Мои воспоминания, 1945. — С. 72.
  17. ^ АРАН. Ф. 759. — Оп. 2. — Д. 5.
  18. ^ Морской сборник. — 1886. — № 2, официальный отдел. — С. 48.
  19. ^ Варганов Ю. В. Роль академика А. Н. Крылова в строительстве российского флота // Труды военно-морских исторических конференций / Сост. С. П. Сирый. Санкт-Петербургское морское собрание. Дом учёных Российской академии наук. — СПб., 2006. — С. 238.
  20. ^ Морской сборник. — 1888. — № 5, неофиц. отд. — С. 49—85.
  21. ^ Кронштадтский вестник. — 1888 (26 октября). — № 123. — С. 2.
  22. ^ РГА ВМФ. Ф. 432 Морского училища. 1890. — Д. 14527. — Л. 87.
  23. ^ ЦГА ВМФ. Ф. 433. Приказы по Морской академии и Морскому кадетскому корпусу. — 1894. — Д. 76. — Л. 73.
  24. ^ Приказ № 238 по Морской академии и Морскому училищу от 1 ноября 1890 г. // ЦГА ВМФ. Ф. 432 Морского училища, 1890. — Д. 14527. — Л. 111.
  25. ^ Всемирная Парижская выставка 1900 г. [Список вещей, отправленных на выставку Морским министерством] // Котлин. — 1900 (26 января). — № 20. — С. 2.
  26. ^ 1, 2 Учёные-фондообразователи Санкт-Петербургского филиала Архива Российской академии наук: краткий биографический справочник: К / науч. ред. и сост. Е, Ю. Басаргина, И. В. Тункина; Минобрнауки России, СПб.Ф АРАН. — «Реноме», 2020. — 139—142 с. — (Ad fontes. Материалы и исследования по истории науки; вып. 17). — ISBN 978-5-00125-398-3.
  27. ^ Ханович И. Г. Академик Алексей Николаевич Крылов. — Л.: Наука, 1967. — С. 15—16. — 351 с.
  28. ^ Крылов А. Н. Мои воспоминания, 1945. — С. 202.
  29. ^ Приказ о чинах военных № 1022 // Морской сборник. — 1911.— № 2, офиц. отд. — С. 3.
  30. ^ Академик Алексей Николаевич Крылов. Как были получены 500 миллионов на флот в 1912 г. VIVOS VOCO! — ЗОВУ ЖИВЫХ!. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
  31. ^ В 1909 г. А. Н. рассмотрел проект богатой отделки адмиральской каюты на новом броненосце и наложил резолюцию: «…полагаю, что убранству адмиральской каюты более подобает величавая скромность кельи благочестивого архиерея, нежели показная роскошь спальни развратной лицедейки». Когда в 1920-х Крылова вызвали из-за границы осмотреть ничтожную неисправность на черноморском танкере, он, приехав, заключил: «Если будет такая течь, то зовите доктора по венерическим болезням, а не инженера за 1000 км» См. Викицитатник
  32. ^ Синюков В. В. Александр Васильевич Колчак: Учёный и патриот: в 2 ч. / В. В. Синюков; отв. ред. А. П. Лисицын; Ин-т истории естествознания и техники им. С. И. Вавилова РАН. — М.: Наука, 2009. — ISBN 978-5-02-035739-6. Ч.1: Начало жизненного пути и арктические исследования. — С. 253. — 293 с. — ISBN 978-5-02-035740-2 (в пер.)
  33. ^ Главная физическая обсерватория на Васильевском острове. Санкт-Петербургский филиал Архива Российской академии наук. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  34. ^ 1, 2, 3 Прямицын В. Н. Обслуживание действующей армии и флота в области метеорологии соответственно целям, поставленным военным ведомством. К 100-летию создания Главного военно-метеорологического управления // Военно-исторический журнал. — 2015. — № 12. — С. 13.
  35. ^ Кудявнин В. И., Сергеев Т. С. Крылов Алексей Николаевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  36. ^ Алексей Николаевич Крылов (библиография). — Москва: Из-во Всесоюзной книжной палаты, 1945.
  37. ^ Лёвочкина А. В. Динамика и темпорально-временной анализ научных открытий Алексея Николаевича Крылова // Аналитика культурологии. — 2015. — № 1 (31) (дата обращения: 25.12.2022).
  38. ^ van der Vorst, H.A. Krylov subspace iteration // Computing in Science & Engineering. — 2000. — № Volume: 2 Issue: 1. — . 2012 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
  39. ^ Абсеметов М. О. Деятельность эвакуированных учёных в Казахской ССР в 1941—1945 гг.: автореферат дис. … доктора исторических наук: 07.00.10 [Место защиты: Нац. исслед. Том. гос. ун-т]. — Томск. — С. 24. — 33 с.
  40. ^ Есаков В. Д. Эпизоды из истории атомного проекта // Природа : журнал. — {{{1}}} м: РАН, 2003. — Вып. 10. — . — ISSN 0032-874X. 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
  41. ^ Казарян В. П. Наука как философская проблема: учебное пособие для студентов магистратуры. — МАКС— Пресс, 2017. — С. 18. — 248, [1] с. — ISBN 978-5-317-05640-7.
  42. ^ Памяти Алексея Николаевича Крылова. Сборник. — АН СССР, 1958. — С. 169—170.
  43. ^ Кузнецова Э. Ф. Академик Крылов. — Чувашское книжное издание, 1988. — С. 4. — 104 с. — ISBN 5-7670-0098-0.
  44. ^ 1, 2, 3 Акад. С. А. Чаплыгин. Научная деятельность Алексея Николаевича Крылова (Доклад, читанный на общем собрании Академии Наук 24.XI.1933 г. // Труды Физико-математического ин-та им. В. А. Стеклова. — 1934. — Том 5. — С. 5—12.
  45. ^ Из писем А. Н. Крылова дочери , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗнчи копийӗ // Природа. — 2004. — № 5.
  46. ^ 1, 2 Капица А. П. Мемуары академика Алексея Николаевича Крылова. Крылов. А. Н. Мои воспоминания (Ҫӗртме 2001). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  47. ^ 1, 2 Капица Е. Л. Запечатлённое в памяти (вспоминает А. А. Капица, урождённая Крылова). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ.
  48. ^ В других источниках: А. Богданова-Ферингер.
  49. ^ Володар Лишевский.  Учёные — популяризаторы науки. — Знание. — 1987. — 141, [2] с. Архивировано 23 кӑрлачӑн 2021 года.
  50. ^ Действия общества // Записки РТО. — 1890. — Вып. 2. — С. 14.
  51. ^ Устав С.-Петербургского математического общества. — СПб.: Типография А. Ф. Маркова, 1893. — С. 12.
  52. ^ Газета «Котлин». — 1910 (12 марта). — № 57. — С.2.
  53. ^ Математический Петербург. История, наука, достопримечательности / Ред.-сост. Г. И. Синкевич, науч. ред. А. И. Назаров. — 2-е изд., испр. и доп.. — Образовательные проекты, 2018. — С. 265. — 336 с. — ISBN 978-5-98368-134-7.
  54. ^ Весь Петербург — Весь Петроград (1894—1917), Весь Ленинград (1922—1935); интерактивное оглавление. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
  55. ^ Приказ по Морскому ведомству № 196 // Морской сборник. — 1884. — № 11, офиц. отд. С. 1.
  56. ^ Морской сборник. — 1897. — № 5, офиц. отд. — С. 3.
  57. ^ Морской сборник. — 1902. — № 5, офиц. отд. — С. 4.
  58. ^ Морской сборник. — 1906. — №12, офиц. отд. — С. 5.
  59. ^ Приказ по Морскому ведомству № 370 / ЦГА ВМФ. Ф. 433. Приказы Морской академии, 1906—1912. — Д. 483. — Л. 23 об.
  60. ^ Отчёт Морского учёного комитета за 1885 г. // Морской сборник. — 1888. — № 2, офиц. отд. — С. 10—11.
  61. ^ Известия. — 1941 (14 марта). — № 61. — С. 61.
  62. ^ 1, 2 Указ Президиума Верховного Совета СССР от 13 июля 1943 г. / Известия. — 1943 (14 июля). — № 164. — С. 1.
  63. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР от 13 февраля 1939 г. / Известия. — 1939 (16 февраля). — № 38. — С. 1.
  64. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР. О награждении работников Академии Наук СССР // Известия. — 1945 (12 июня). — № 136. — С. 2, п. 47.
  65. ^ Указ Президиума Верховного Совета РСФСР от 15 февраля 1939 г. / Известия. — 1939 (16 февраля). — № 38. — С. 1.
  66. ^ Энциклопедия Санкт-Петербурга, мемориальная доска А. Н. Крылову. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  67. ^ Вострышев М. И., Шокарев С. Ю. Москва от А до Я: энциклопедия. — Алгоритм: Книжная экспедиция Упр. делами Президента РФ, 2011. — С. 427. — 1062, [1] с. — ISBN 978-5-4320-0001-9.
  68. ^ Фочкин О. В., Петрова Е. Г. По царской дороге. От Балтийского до Речного. — Лингва: Ф, 2022. — С. 22. — 168 с. — (Жизнь в окружении истории). — ISBN 978-5-91477-060-7. Архивировано 17 чӳкӗн 2022 года.
  69. ^ Халăх шкулě = Народная школа: массовый педагогический журнал. — 2022. — № 4 (18). — С. 10. — 96 с.
  70. ^ Музеи Чувашии на сайте министерства по физической культуре, спорту и туризму Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  71. ^ Справочник Чебоксар. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
  72. ^ В открытии мемориального комплекса «Флотская слава Поречья»… , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчи копийӗ//Чувашская Республика. Официальный портал органов власти (22 августа 2015 г.)
  73. ^ Ерофеев А. Д. Путеводитель по улицам и истории Петербурга: все достопримечательности в шаговой доступности от станций метро. — АСТ, 2015. — С. 153. — 447 с. — ISBN 978-5-17-087899-4.
  74. ^ История Тольятти 4 Шлюзовой посёлок(паллӑ мар). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи акан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
  75. ^ Хĕвел системин кĕçĕн кĕлеткисен MPC хыпарĕсен бази 5247
  76. ^ Матенёв О. А. Имена учёных Петербурга на небосклоне // Научно-технические ведомости Санкт-Петербургского государственного политехнического университета. — 2015. — № 2 (219). — С. 211.
  77. ^ Хĕвел системин кĕçĕн кĕлеткисен MPC хыпарĕсен бази 5021
  78. ^ Медали Международной академии транспорта. Международная академия транспорта. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ.
  79. ^ Портрет А. Н. Крылова. markimira.ru — почтовые марки со всего мира!. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
  80. ^ А. Н. Крылов (1863—1945). К 100-летию со дня рождения. markimira.ru — почтовые марки со всего мира!. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
  81. ^ Медаль имени академика А. Н. Крылова. Санкт-Петербургское Морское Собрание. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем