Нестер Янкас
Нестер Кириллович Янкас (1909 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни — 1942 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ, Нижний Тагил[d], Свердловск облаçĕ) — совет саманин чӑваш сӑвӑҫи, прозаикӗ тата куҫаруҫи. 1934 ҫултанпа СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн членӗ.
Пурнӑҫӗ
Нестер Кириллович Янкас (чӑн хушамачӗ — Ефимов) 1909 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Етӗрне уесӗнчи Янкас ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикинчи Красноармейски районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ[1].
Янкасри пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, унтан Упири ултӑ ҫул вӗренмелли тата Ҫӗрпӳри икӗ сыпӑклӑ шкулсенче пӗлӳ илнӗ. 1928 ҫулта Шупашкарти типографи ҫумӗнчи фабрикӑпа завод шкулне вӗренсе пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн наборщик пулса ӗҫленӗ[1].
1930 ҫулта «Сунтал» журнал редакцине ӗҫлеме куҫнӑ. 1932 ҫулта Самара пурӑнма куҫнӑ, унта типографинче редактор-пухакан пулса ӗҫленӗ. Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче тухса тӑракан «Колхозник» чӑваш хаҫачӗн редакцийӗн ӗҫне хутшӑннӑ[1].
1934 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче редактор-пухакан пулма пуҫланӑ, каярах ӑна «Сунтал» журналӑн яваплӑ секретарӗ пулма уйӑрса лартнӑ[1].
1941 ҫулта Нестер Янкаса репрессиленӗ[2]. Поэтӑн пурнӑҫӗ 1942 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Анат Тагилти тӗрмере хурлӑхлӑн татӑлнӑ[1]. 1957 ҫулта реабилитациленӗ[2]. Унӑн ятне тӑван ялӗнчи урама панӑ[1]. 1989 ҫулта Н. К. Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер обществи (Красноармейски районӗ) Нестер Янкас ячӗллӗ преми йӗркеленӗ[2].
Пултарулӑх ӗҫӗ
Нестер Янкас литература енӗпе 1928 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн калавӗсем, очеркӗсем тата чӑвашла куҫарнӑ сӑввисем тапхӑр-тапхӑр тухса тӑракан пичетре кун ҫутти курнӑ[1]. Тӑван ен илемне мухтаса юрлакан лирикӑллӑ сӑвӑсемпе паллӑ. А. С. Пушкинӑн, Т. Г. Шевченкон, В. В. Маяковскин, М. Ю. Лермонтовӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ[1].
Кӗнекисем
- «Сӑвӑсем» (1930)
- «Викторпа шӑнкӑрч» (1931)
- «Ирхи йӗрсем» (1931)
- «Кӗркунне» (1935)
- «Ҫул ҫинче» (1938)
- «Чӑваш поэзийӗн антологийӗ» (1939)
- «Ӗҫ кӗввисем» (1940)
- «Парне» (1940)
- «Михаҫ» (1940)
- «Иккӗмӗш парне» (1941)
- «Катя» (1958)
- «Лирика» (1961)
- «Телейлӗ ҫул» (1985)
- «Улӑх кӗвви» (1991)
- «Халал» (1999)
Литература куҫарӑвӗсем
- А. С. Пушкин — «Чаадаева»
- А. С. Пушкин — «Ял»
- А. С. Пушкин — «Тӗрме ҫынни»
- А. С. Пушкин — «Хӗллехи каҫ»
- А. С. Пушкин — «Хӗллехи ир»
- А. С. Пушкин — «Хӗллехи ҫул»
- А. С. Пушкин — «Палӑк»
- А. С. Пушкин — «Кайӑк»
- А. С. Пушкин — «Шӑпчӑкпа куккук» (пурӗ 18 сӑвӑ)
- А. С. Пушкин — «Хыт кукар рыцарь» (трагеди)
- М. Ю. Лермонтов — «Тамань»
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- «Чăваш литературин антологийĕ», хатĕрлекенсем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
- Васильев, П. Нестер Янкаса асанса / П. Васильев // Ял пурнace (Красноармейски р–нe). – 1999. –15 юпа.
- Давыдов–Анатри, В. “Мана тaшмăн тесе айăплаccă“ / В. Давыдов–Анатри // Ялав. – 1989. – № 2. – С. 18.
- Давыдов–Анатри, В. Янкас кaмaлĕ // Давыдов–Анатри, В. Юлташсемпе юнашар / В. Давыдов–Анатри. – Шупашкар, 1981. – С.77–78.
- Eфимов, Г. Хыçсăмах / Г. Eфимов // Янкас, Н. Телейлe cул : сaвaсемпе калавсем / Н. Янкас. – Шупашкар, 1985. – С. 80.
- Кириллов, Г. К. Асăмри Нестер пичче / Г. К. Кириллов // Ялав. – 1989. – № 12. – С. 26–27.
- Матросов, И. Айăплама сăлтав пулман / И. Матросов // Ялав. – 1991. – № 1. – С. 22–23.
- Никитин, E. Нестер Янкас – хамăркас / E. Никитин // Ялав. – 1992. – № 3.– С. 19.
- Паллă çынсем Н. Янкас çинчен / П. Хусанкай, В. Давыдов–Анатри, Г. Eфимов т. ыт. те // Ял пурнace (Красноармейски р–нĕ). – 1999. – 19 нарaс.
- Пехил, В. Пурнăçпа поэзи / В. Пехил // Ялав. – 1984. – № 2. – С. 30–31.
- Семенов, Ю. Чун юрри, чĕре юрри / Ю. Семенов // Тaван Атaл. – 1979. – № 2. – С. 78–79.
- Тимофеева, Д. Cавалпа Шетмe шывĕсен юрăçи / Д. Тимофеева // Канаш (Канаш р–нe). – 1999. – 19 нарaс.
- Халăх поэт ятне манмасть // Тантaш. – 1999. – 11 пуш (№ 11). – С. 5.
- Эсхель, А. Ĕмĕрлĕхе çамрăк // Эсхель, А. Вaхaт таппи / А. Эсхель. – Шупашкар, 1982. – С. 227–229.
- Юмарт, Г. Асран кайми юрăç / Г. Юмарт // Ял пурнace (Красноармейски р–нĕ). – 1999. – 19 нарăc.
- Юмарт, Г. Нестер Янкас çырaвĕсем / Г. Юмарт // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р–нĕ). – 1999. – 23 нарăс.
- Ялкир, П. Айaпсăр синкер курнисем / П. Ялкир // Хыпар. – 2000. – 20 çĕртме.
- Питернова, В. Правда глаза колит / В. Питернова // Совет Чувашия. – 1999. – 3 июля. – С. 4. – Фот.
- Талдыкин, В. Вышли мы из кружка.../ В. Талдыкин // Совет. Чувашия. – 1999. – 8 июля.
Каҫӑсем
- Нестер Янкас хайлавĕсем
- Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх, Красноармейски районĕ
- Янкас 100 тултарнине халалланă викторина 2012 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче архивланӑ. (вырăсла)
- Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх — 25 çулта: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр..!»
- Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх кăçалхи ĕçе палăртнă