Викторов Иван Викторович

Викторов Иван Викторович (Хурамал Туçа ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Хусан кĕперни - 1944 çул, Борисов хули, Минск облаҫӗ, Беларуҫ, нимĕç концлагерĕ) — чăваш сăвăçи, драматургĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1934 çул)[1][2].

Пурнăçĕ

1901 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районне кĕрекен Хурамал Туçа ялĕнче çуралнă.

1912-1914 çулсенче кÿршĕри Шĕнерпуç (Сĕнтĕрвăрри районĕ) шкулĕнче вĕреннĕ. Хыççăн Çĕрпÿри иккĕ сыпăклă шкулта пĕлӳ илнĕ.

Хусанти вĕрентекенсен семинариĕнче, А.М. Горький ячĕллĕ литература институчĕнче вĕреннĕ. Çĕрпӳ хулин шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ, Центриздатăн чăваш секциĕнче редактор пулса, «Чăваш хресченĕ» хаçатра редакцин яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ.

Мускавра пурăнакан чăваш çыравçисен организацине ертсе пынă, сăвăсемпе пьесăсем, критикăлла статьясене çырнă.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуçлансанах И.В. Викторов фронта тухса каять. Тăван çěршыва юратса хăйне шеллемесěр И.Викторович алла пăшал тытса нимěç фашисчěсене хирěç çапăçнă.

Фашистсене хирěç пыракан аслă кěрешÿре, 1944 çулта вăл заданирен отряда таврăнайман, ăна тăшман салтакĕсем ярса илнĕ те Борисов хулинчи концлагере хупса лартнă. Унтан И.В.Викторов тарма тăрать, анчах фашистсем ăна хăваласа çитеççě, хытă асаплантарса вěлереççě.

Пултарулăх ĕçĕсем

Вăл пěчěклех маттур ача пулса ÿснě: суха тунă, чěп куç çутипе кěнеке вуланă, сăвă хайланă. Пуçěнче çутă ěмěтсем калăпланă, мěн ачаран тăван тавралăх илемěпе киленнě.

1926-мěш çулхине, Литература институтĕнче вěренсе тухсан Иван Викторов сăвăсен пуххине — «Ялти кěвěсене» — пичетленĕ. Унтан «Çырмара» пьесăна хайланă.

Чăвашла пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Ял кĕввисем» (1925);
  • «Ирĕклĕхшĕн çапăçакансем» (1926);
  • «Çырмара» (1929).

Вырăсла тухнă кĕнекесем:

  • «Сердце, пробитое пулей» (Пульăпа персе шăтарнă чĕре, 1975).

Вуламалли

  • Иван Викторов // Чӑваш литературин антологийӗ. - Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 153.
  • Афанасьев, П. Викторов Иван Викторович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 73-74.
  • Викторов Иван Викторович // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. – Чебоксары, 2008. – С. 91.
  • Станьял, В. П. Викторов Иван Викторович / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 317-318.

Каçăсем