Никитина Альбина Александровна

Никитина Альбина Александровна (псевд. Альбина Сухан; ҫур. 1963 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ, Вӑрмар районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чӑваш ҫыравҫи-драматургӗ, Тӑвай районӗн «Ял ӗçченӗ» хаçатăн (выр. «Сельский труженик») журналисчӗ, Раççей Журналисчӗсен пӗрлешĕвĕн пайташĕ (1995), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2013)[1][2].

Кун-çулĕ

1963 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Ыхра-çырма ялĕнче çуралнă[2]. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Университет хыççăн, 1985 çултанпа, Тӑвай районĕнчи «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçланă, корреспондентран пуçласа çырусен пайĕн редакторне çитнӗ (1999 çултанпа)[3]. 2025 çул тĕлне редакцин официаллă штатĕнче çук, анчах та хайӗн материалĕсене пичетлесе тӑрать.

Пушӑ вăхăтра литература ĕçĕпе аппаланать, Сухан псевдонимпа пичетленет. Унăн «Вĕрентеççӗ арăмсем» пӗрремӗш пьеси «Ялав» журналта пичетленнӗ, кайран хайлавӗсем «Ял ӗçченӗ», «Чăваш хӗрарăмӗ» хаҫатсенче тата «Тăван Атăл» журналта тухнӑ[4].

Альбина Суханăн пьесисене Чăваш Республикинчи театрсен сценисем çинче лартаççĕ. 2024 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче иртнĕ «Яланах театр!» театрĕсен муниципаллă фестиваль-конкурсĕнче «Ĕмĕт» театр ушкăнĕ унăн «Вĕрентеççĕ арăмсем» пьесине кăтартнă[5].

Хисепӗсем

  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2013);
  • Раççей Журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1995);
  • «Потребитель кооперацийĕ» республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен конкурсĕн лауреачĕ тата призёрĕ (2000, 2003, 2009, 2010, 2011);
  • Социаллă тата пенси тематикине чи лайăх çутатнăшăн Раççей Федерацийӗн Пенси фончӗн конкурсĕн лауреачĕ (2011);
  • Раççей Журналисчӗсен пĕрлешĕвĕн тата Чăваш Республикин Журналисчӗсен пĕрлешĕвĕн Хисеп грамотисем;
  • Раççей Федерацийӗн Пенси фондĕн дипломĕ.

Библиографи

  • «Пур та пĕтет, çук та çитет», 2008 — пьесӑсен пуххи.
  • «Хура çăл патĕнче», 2012 — юморескӑсен, сăвă, инсценировкасемпе калавсен пуххи[6].
  • «Тарават яланах тăвайсем», 2015 — публицистика статйисен пуххи.
  • «Ачасен асамлă тĕнчинче», 2017 — юптарусемпе калавсем кĕнĕ ача-пӑча кĕнеки.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Никитина (Сухан)Альбина Александровна. Централизованная библиотечная система Янтиковского муниципального округа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Никитина (Сухан) Альбина Александровна. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  3. ^ Структура. Ял ĕçченĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  4. ^ Газеты и журналы Чувашии, выходившие в 2024 году. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
  5. ^ Муниципальный фестиваль-конкурс любительских театров «Всегда театр!» Урмарский муниципальный округ Чувашской Республики (1 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  6. ^ Книга-2012: Список изданий, поступивших в Национальную библиотеку Чувашской Республики в 2012 году. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.