Шлыков Юрий Вениаминович

Шлы́ков Ю́рий Вениами́нович (ҫур. 1953 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин тата Раҫҫейӗн театрпа кино актёрĕ, театр режиссёрĕ тата педагогĕ, профессор. Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1996). Раççей Федерацин халăх артисчĕ (2014)[1].

Пурнӑҫӗ

Юрий Шлыков 1953 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ.

1974 ҫулта Мускаври Б. В. Щукин ячӗллӗ аслӑ театр училищин актёр факультетӗнчен (курсӑн илемлӗх ертӳҫи — Вера Константиновна Львова(выр.)чăв.) вӗренсе тухнӑ[2][3].

1973 ҫулта, театр училищин студенчӗ вӑхӑтӗнчех, Григорий Коноваловӑн пӗрешкел ятлӑ повеҫӗпе Иван Лукинский режиссёр ӳкернӗ совет саманин илемлӗ фильмӗнче Санька Крупнов сӑнарне выляса кинора дебютланӑ[2].

1976–1979 ҫулсенче Юрий Петрович Любимов ертсе пыракан Мускаври драмӑпа камит театрӗн актёрӗ (халӗ — Таганкӑри Мускав театрӗ) пулса ӗҫленӗ[2].

1976 ҫултанпа Б. В. Щукин ячӗллӗ Аслӑ театр училищин актёр ӑсталӑхӗн кафедринче вӗрентет, профессор.

1981 ҫулта ӑна Е. Б. Вахтангов ячӗллӗ патшалӑх академи театрӗн труппине йышӑннӑ, хальхи вӑхӑтчен вӑл унта ӗҫлет.

Тӗп роле — Виталий Лосева — Совет саманинчи «Инспектор Лосев» (1982) тата «Петлява» (1983) детективлӑ илемлӗ фильмсенче тӗп сӑнара — Виталий Лосева — вылянӑ хыҫҫӑн Союз шайӗнче паллӑ ҫын пулса тӑнӑ.

2006 ҫулта Е. Б. Вахтангов ячӗллӗ театрӑн сцени ҫинче Лопе де Вегӑн(выр.)чăв. «Утӑ ҫинчи йытӑ» камичӗпе театрӑн ертсе пыракан артисчӗсемпе тата хӑй вӗрентсе кӑларнӑ студентсемпе пӗрле пӗрешкел ятлӑ спектакль лартнӑ[2].

Харпӑр пурнӑҫӗ

  • Арӑмӗ — Санько Наталия Ивановна(выр.)чăв. (1952 ҫ.ҫ.), актриса, Б. В. Щукин ячӗллӗ театр аслӑ училищинче Юрий Шлыковпа пӗрле вӗреннӗ[3]. 1973 ҫулта тӑваттӑмӗш курса куҫнӑ-куҫман студентсем пулнӑ чухнех мӑшӑрланнӑ. Хальхи вӑхӑтчченех пӗрле пурӑнаҫҫӗ[4].
    • Аслӑ хӗрӗ — Анна Юрьевна Шлыкова, вӗрентекен. 1999 ҫултанпа качча тухнӑ, мӑшӑрӑн виҫӗ ача[4].
    • Кӗҫӗн хӗрӗ — Ксения Юрьевна Шлыкова, медицина сестри, Смоленск бульварӗнчи Мускаври 13-мӗш медицина училищинчен вӗренсе тухнӑ. 2008 ҫултанпа медика качча кайнӑ, мӑшӑрӑн икӗ ача[4].
  • Хуньӑшӗ — Санько Иван Федосеевич(выр.)чăв. — (7.02.1902–22.07.1985), совет саманин ҫар начальникӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945), СССР ВС арттилерийӗн генерал-полковникӗ[4].
  • Хунямӑшӗ — Санько Елена Дмитриевна (хӗр чухнехи хушамачӗ Москаленко; 14.4.1922 — 31.12.1984) — совет саманин театр актриси, Совет ҫарӗн Тӗп академи театрӗн труппинче (ЦАТСА) вылянӑ[4].
  • Арӑмӑн аслӑ аппӑшӗ — Санько Ёла Ивановна(выр.)чăв. (1962 ҫ.ҫ.), театрпа кино актриси, 1969 ҫулта Б.В. Щукин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ[4].

Пӑтӑрмахсем

2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхине йытӑпа уҫӑлса ҫӳреме тухсан Юрий Шлыкова тиев машинин грузчикӗсем хӗненӗ. Артист пурӑнакан ҫурт ҫумӗнче ҫӳп-ҫап пӑрахни ҫинчен тавлашу пуҫланнӑ та, вӑл ҫапӑҫупа вӗҫленнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче Юрий Вениаминовича хӗненӗ, вӑл ҫакӑн пирки право хуралӗн органӗсене пӗлтернӗ. Артист каланӑ тӑрӑх, ӑна урайне йӑвантарнӑ та питрен урапа тапма пуҫланӑ[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Указ Президента Российской Федерации В. В. Путина от 31 марта 2014 года № 187 «О присвоении почётного звания „Народный артист Российской Федерации“». Официальный сайт Президента Российской Федерации // kremlin.ru Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи акан 7-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Юрий Шлыков. Народный артист РФ. Биография, работы в театре и кино, награды, пресса. Официальный сайт Государственного академического театра имени Е. Б. Вахтангова // vakhtangov.ru
  3. ^ 1, 2 Высшее театральное училище имени Б. В. Щукина. Актёрский факультет. Галерея выпускников. 1970-е годы. , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнчи копийӗ Официальный сайт Театрального института имени Б. В. Щукина // htvs.ru
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Беседовала Елена Михайлина. Юрий Шлыков и Наталия Санько: «Счастье — быть вместе». — Сорок три года в любви и с ощущением, что невозможно расстаться… // 7days.ru (1 августа 2017 года)
  5. ^ Анастасия Войницкая. «Народного артиста по лицу ногами»: в центре Москвы избили Юрия Шлыкова (2020-09-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.

Каҫӑсем