Титов Вениамин Иванович
Титов Вениамин Иванович (1953 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ, Чутей, Тӑвай районӗ, Чӑваш АССР) — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1953 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумне вӗренсе пӗтернӗ (1976). Пӗтӗм союзри вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен квалификацине ӳстермелли институт ҫумӗнчи вӗҫевҫӗ-сӑнавҫӑсен курсӗсенче (Мускав облаҫӗнчи Пушкин хули, 1978), Ульяновскри граждан авиацийӗн аслӑ вӗҫев училищинче (1996), Ульяновскри патшалӑх университетӗнче (2006) вӗреннӗ. Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1976 ҫулта Архангельск хулинче вӑрмансен авиацисыхлавӗн ҫурҫӗр базинче вӑрман пушарӗсене сӳнтерекен авиадесант ушкӑнӗн инструкторӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Тӗп авиабазӑн резерв команди йышӗнче Хабаровск, Красноярск крайӗсенче, Якутире, Комире, Рязань облаҫӗнче пысӑк вӑрман пушарӗсене сӳнтерме хутшӑннӑ. 1982 ҫулта ӑна Хӗвеланӑҫ-Урал авиабазине (Пермь хули) куҫарнӑ, кайран вӑрмансен авиацихуралӗн тӗллевӗсене пурнӑҫлама Чӗмпӗрти авиаци уйрӑмне янӑ. 2002 ҫултанпа – Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӑрман хӳтӗлевӗн центрӗн директорӗ.
Хисепӗсем
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 84—85. — 168 с.