Нан Голдин

Нан Голдин (акăл. Nan Goldin; ҫур. 1953 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ, Вашингтон) — Нью-Йоркран (АПШ) тухнӑ Америка фотохудожникӗ. Вӑл хӑйӗн уҫӑмлӑ тата питӗ интимлӑ сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллӑ, вӗсенче автор богема пурнӑҫне, наркотикпа тата опиоид ҫыхӑннӑ кризис йывӑрлӑхӗсене кӑтартса парать[6][7].

Пурнӑҫӗпе карьери

Нан Голдин хӑйӗн пӗрремӗш «Сексуаллӑ пӑхӑнулӑх баллади» (акăл. Ballad of Sexual Dependency) фотоальбомне хӑйӗн аппӑшне — Барбарӑна халалланӑ; лешӗ вара ашшӗ-амӑшӗ ӑна психиатри клиникине хупнӑ хыҫҫӑн 19 ҫулта хӑй ҫине алӑ хунӑ[8]. Шӑпах ҫак трагеди хыҫҫӑн Голдин Нью-Йорка куҫма шутланӑ тата сӑнӳкерчӗксемпе кӑсӑкланма пуҫланӑ[8].

1970-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Голдинӑн сюжечӗсем палӑрнӑ: Браян каччипе тунӑ пӗрлехи килти сӑнсем, наркоман тусӗсем, трансвеститсем, Ҫӗнӗ Йорк богеми[6]. Унӑн темисем — сексуаллӑ хӗрӳлӗх тата чун уҫни — гендерпа (хӗрарӑм темипе), эпатажпа тата ҫӗнӗ реализмпа ҫыхӑннӑ[6].

2006 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Ермолаевский тӑкӑрлӑкра вырнаҫнӑ Мускаври хальхи ӳнер музейӗнче унӑн ӗҫӗсен куравӗ иртнӗ.

Активизм

Тухтӑр Нан Голдина ыратнине чакарма оксиконтин ҫырса панӑ[8]. Вӑл препарата рецепт тӑрӑх ҫеҫ ӗҫнӗ, анчах кӗҫех унсӑр пурӑнма пултарайми пулнӑ, дозине ӳстернӗ, кайран вара «чӑн» наркотиксем ҫине куҫнӑ[8]. Наркотик пӑхӑнӑвӗнчен хӑтӑлмашкӑн ӑна вунӑ уйӑх кирлӗ пулнӑ[8]. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл препарата кӑларакан Purdue Pharma компанине мӗнле те пулин явап тыттарма шутланӑ[8].

Голдин PAIN (Prescription Addiction Intervention Now) юхӑмне йӗркеленӗ тата тӗнчери пысӑк музейсенче Purdue Pharma хуҫисем пулнӑ Сэклер ҫемйин укҫи-тенкинчен хӑтӑлма сӗнсе хирӗҫле акцисене ирттернӗ[8]. Ҫак кӗрешӗве Лора Пойтрасӑн «Вся красота и кровопролитие» документлӑ фильмра сӑнланӑ, вӑл вара 79-мӗш Венеци кинофестивалӗнче «Ылтӑн арӑслан» премие тивӗҫнӗ[6].

2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Purdue Pharma, Сэклер ҫемйи тата АПШ штатсем хушшинче опиоид кризисӗнчен асап курнисене пулӑшма $7,4 миллиардлӑх ҫӗнӗ килӗшӳ тунӑ[9].

Куравсем тата йышӑну

2023–2026 ҫулсенче Голдин ӗҫӗсен «This Will Not End Well» (чăв. Ку ырӑпа вӗҫленмӗ) ятлӑ пысӑк ретроспективи иртет[10]. Курав Стокгольмра (Moderna Museet) пуҫланнӑ, Амстердамра (Stedelijk Museum, 2023–2024), Берлинра (Neue Nationalgalerie, чӳк 2024 — ака 2025) тӑсӑлнӑ, малалла вара Миланра (Pirelli HangarBicocca, юпа 2025 — нарӑс 2026) тата Парижра (Гран-Пале, ака — авӑн 2026) вӗҫленмелле[10][11].

2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Антик театрӗнче иртнӗ Les Rencontres d'Arles сӑнӳкерчӗксен фестивальӗнче Голдина Women In Motion Award премипе чысланӑ[11][12]. 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӳнерҫӗ Газӑри ачасене пулӑшма хӑйӗн пӗр сӑнӳкерчӗкне ыркӑмӑллӑх валли сутма панӑ[13].

Премисем

  • Ӳнерпе литература орденӗн командорӗ (Франци, 2006)[7][14].
  • «Хассельблад» премийӗ (2007)[6][7].
  • Эдвард Макдауэлл медалӗ (2012)[7][15].
  • Women In Motion Award премийӗ (2025)[11][12].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
  2. ^ Nan Goldin (нидерл.)
  3. ^ Museum of Modern Art online collection (англ.)
  4. ^ http://www.telegraph.co.uk/culture/photography/10746151/Nan-Goldin-from-post-punk-parties-to-parental-love.html
  5. ^ Artnet — 1998.
  6. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Nan Goldin: The 2007 Hasselblad Award Winner (англ.). Hasselblad Foundation. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3, 4 Nan Goldin: Memory Lost (англ.). Marian Goodman Gallery. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 «Убийцы боли»: история семьи Саклер, которая подсадила Америку на опиоиды и заработала миллиарды (выр.). Pravila Mag (19 нарӑсӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  9. ^ Purdue Pharma, Sacklers reach new $7.4 billion opioid settlement (англ.). NPR (16 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  10. ^ 1, 2 Nan Goldin at the Grand Palais Paris 2026 - Retrospective (англ.). Une Image Pour Rever. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2, 3 Kering and Les Rencontres d'Arles to present the 2025 Women In Motion Award for Photography to Nan Goldin (англ.). Kering (19 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  12. ^ 1, 2 Nan Goldin, lauréate du prix Women in Motion 2025 (фр.). Fisheye Magazine (10 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  13. ^ Nan Goldin Donates Artwork to Ms. Rachel's Gaza Fundraiser (англ.). Artnet News (16 кӑрлачӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  14. ^ Nomination ou promotion dans l'ordre des Arts et des Lettres, juin 2006 (фр.). France Archives (Ҫӗртме 2006). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  15. ^ Nan Goldin: Memory Lost (англ.). All About Photo. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем