Львов Валерий Константинович

Львов Валерий Константинович (1953 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш АССР — 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики) — СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (1978), тӗнче чемпионӗ (1978), СССР чемпионӗ (1978), СССР халӑхӗсен VI Спартакиадин ҫӗнтерӳҫи (1975). 250 ҫапӑҫу ирттернӗ, тӗнчери пысӑк турнирсенче 50 хутчен ҫӗнтернӗ, ҫав шутра АПШ — СССР матч-тӗлпулусенче те.

Шупашкарти «Динамо» спорт ҫуртӗнче ҫитӗннӗ, тренерӗ — М. С. Степанов, СССР тава тивӗҫлӗ тренерӗ, РСФСР чемпионачӗн призёрӗ (1963), СССР спорт мастерӗ (1964).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Валерий пӗрремӗш класранпах боксёр пулма ӗмӗтленнӗ: пулас спортсменӑн аслӑ пиччӗшӗ бокспа айланнӑ, Валерие вара пӗчӗк пулнипе, йывӑрӑшӗ ҫителӗксӗррине пула ниепле те секцие илесшӗн пулман. Саккӑрмӗш класра кӑна секцие йышӑннӑ, вӑл ун чухне 38 кг ҫеҫ тайнӑ пулин те:

40 кг категорире тытӑҫма пуҫларӑм, кайран 48 кг таякан аслӑ яшсен хушшинче «Динамо» Тӗп Канашӗн первенствине выляса илтӗм. «Динамора» мана ӑнчӗ, мӗншӗн тесен Мехикори Олимп вӑййисен чемпионӗпе Валериан Соколовпа пӗр залра тренировка ирттернисӗр пуҫне унпа час-часах мӑшӑрланса тытӑҫаттӑмӑр, 6 кг сахалрах таяттӑм пулин те. Паллах, ҫак спаррингсенче патакӗ самай лекнӗ, анчах чӑтнӑ. Кайран ҫав уроксем усса кайрӗҫ. —

— В. Львов панӑ интервьюран[1]

18 ҫулта Валерий Львов Чӑваш АССРӗн ҫитӗннисен пӗрлештернӗ командине кӗнӗ, унӑн йышӗнче пуҫласа Саратовра иртнӗ РСФСР халӑхӗсен Спартакиадине хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн Тамбоври Раҫҫей «Динамовӗн» чемпионатне хутшӑннӑ, унта спорт мастерӗн ятне илнӗ.

СССР ҫамрӑксен первенствинче ҫӗнтернӗ, ӑна турнирӑн чи лайӑх боксёрӗ тесе йышӑннӑ. Тепӗр уйӑх ҫурӑран Бухарестра юниорсем хушшинче Европа чемпионӗ пулса тӑнӑ. Ӑна тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗн ятне панӑ, СССР пӗрлештернӗ командин йышне кӗртнӗ.

1973 ҫулта СССР тата АПШ боксерӗсем хушшинчи йӑлана кӗнӗ матч-тӗлпулура Львов пӗрремӗш раундра Рэй Леонарда, Олимп вӑййисен пулас чемпионне, профессионалсем хушшинче виҫӗ хутчен тӗнче чемпионне, ҫав ҫапӑҫӑва выляса янӑ пулсан та, нокдауна ӑсатнӑ[1].

1975 ҫулхи СССР халӑхӗсен Спартакиадинче ҫӗнтернӗ. Ку турнирӑн ҫавӑн пекех бокс енӗпе СССР 41-мӗш чемпионачӗн статусӗ те пулнӑ.

1977 ҫулта Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх институчӗн ял хуҫалӑх механизаци факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун чухнех чире пула Фрунзе хулинче СССР чемпионатне сиктернӗрен пӗрлештернӗ команда йышӗнчен кӑларнӑ.

Милицире, Чӑваш АССРӗн ШӖМӗн хурал пайӗнче ӗҫленӗ. Малтан — старшина, унтан — лейтенант. СССР чемпионатӗнче тытӑҫас тӗллевпе пӗрлештернӗ командӑна таврӑннӑ. Эрмение динамовецсен тренировка пухӑвне кайнӑ, ун хыҫҫӑн Тбилисире 1978 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче СССР чемпионатне питӗ шанчӑклӑн выляса илнӗ.

Белградра иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ.

СССР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Михаил Завьялов ҫырнинчен[2]:

Шупашкарта пурӑнакан тепӗр чаплӑ боксёр Валерий Львов, динамовец, Шалти ҫарсен капитанӗ пурччӗ. Вӑл тӗнче чемпионатӗнчен тулли портфель эротика журналӗсем илсе килме ӑс ҫитернӗ. Реакци питӗ ҫирӗп пулнӑ. Львова сборнӑйран кӑларчӗҫ, комсомолтан кӑларчӗҫ. Урах вӑхӑт — урӑх йӑласем.

1978 ҫул хыҫҫӑн тренер ӗҫне пикеннӗ: Шупашкарти А. В. Игнатьев ячӗллӗ аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗн тренерӗнче вӑй хунӑ. Темиҫе пысӑк квалификациллӗ боксёр ҫитӗнтернӗ, ҫав шутра кикбоксинг енӗпе тӗнче чемпионне А. Ю. Фёдорова.

2003—2023 ҫулсенче Шупашкарти В. С. Соколов ячӗллӗ кӗрешӳ тӗсӗсен ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн директорӗ пулнӑ, кайран — методист.

Бокс енӗпе тӗнче категорийӗллӗ судья (1999)[3]. 2013 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Сочири 2014 ҫулхи Хӗллехи Олимп вӑййисен Олимп ҫулӑмӗн эстафетин Шупашкар хулинчи этапне хутшӑннӑ[4].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Валиев Борис. Чемпион мира Валерий Львов: Отношения с Олимпиадой не сложились. О том, что он не летит на Игры-76, Валерий узнал за два часа до отъезда команды // Советский спорт : газета. — 2006. — 26 акан.
  2. ^ Завьялов М. М. Боксёрские байки от Михал Михалыча. Непридуманные истории Главного тренера. — Саммит-книга, 2017. — 196 с. — ISBN 978-617-7434-66-4.
  3. ^ https://msrfinfo.ru/awards/828?ysclid=m3nejzcud1279639373
  4. ^ Программа и маршрут Эстафеты Сочи-2014 в Чебоксарах (27 декабря 2013 г.). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
  5. ^ Скородумов Н.Г. Львов Валерий Константинович // Электронная Чувашская энциклопедия.
  6. ^ https://21.мвд.рф/press/Policija_i_SMI/digest/item/897949/
  7. ^ https://sport.cap.ru/news/2019/08/22/zasluzhennomu-masteru-sporta-sssr-valeriyu-ljvovu?ysclid=m3neopdgyo841174289

Вуламалли

  • Валерий Константинович Львов: 1953. Первая перчатка // Спортсмены. – Чебоксары, 2005. – С. 79-88. – (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 3).
  • Скородумов, Н. Г. Львов Валерий Константинович / Н. Г. Скородумов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 474.
  • Скородумов, Н. Г. Львов Валерий Константинович / Н. Г. Скородумов // Чувашская спортивная энциклопедия / Н. Г. Скородумов. — Чебоксары, 2007. — С. 54.
  • Егоров, В. Валерий Львов: «Чӑрсӑррисем ҫеҫ ҫӗнтереҫҫӗ» / В. Егоров // Хресчен сасси. — 2006. — 1 ҫурла. — С. 3.
  • Львов, В. Ачаран ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑ / В. Львов ; О.Тимофеева ҫырса илнӗ // Тантӑш. — 2000. — 20 утӑ (№ 29). — С. 12.
  • Львов, В. К. «Эфиопире чӗрӗ какай ҫитеретчӗҫ» : [Валерий Константинович Львов боксерпа калаҫни / А. Михайлов ҫырса илнӗ ; А. Михайлов сӑн ӳкерчӗкӗ] // Хыпар. — 2019. — 23 ҫурла/август. — С. 16 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Сидоров, П. Тӗнче чемпионне сума суса / П. Сидоров // Хыпар. — 2013. — 19 пуш. — С. 4.
  • Назаров, В. Лев ринга : [о заслуж. мастере спорта Валерии Константиновиче Львове] / В. Назаров // Спортивная панорама Чувашии. — 2013. — № 1 (февр.). — С. 44-47 : фот. цв. — (Чемпион).
  • Нардин, В. Я победил югославского боксера. Но белградцы мне аплодировали : прославленный чувашский боксер Валерий Львов вспоминает триумф на чемпионате мира-1978 / В. Нардин // Советская Чувашия. — 2021. — 14 дек. — С. 6 : фот.