Андреев Геннадий Григорьевич
| Ҫын пирки | |
| Андреев Геннадий Григорьевич | |
| | |
| Çуралнă вăхăт | 1953 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Вилнĕ вăхăт | 1995 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ (41 ҫул) |
| Вилнĕ вырăн | |
| Гражданлăх | |
| Альма-матер | |
| Ĕçлев тĕсĕ | журналист, фотокорреспондент |
Андреев Геннадий Григорьевич, псевдонимӗ — Элмен (1953 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ, Мăн Элмен, Ярмушка ял тăрăхĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 1995 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет тата Раҫҫей журналисчӗ, фотокорреспондент, СССР Журналистсен союзӗн пайташӗ (1984).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1953 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Вӑрнар районӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ) Мӑн Элмен ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Ашшӗ — Андреев Григорий Андреевич, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Геннадий ывӑлӗ виҫҫӗре чухнех ҫӗре кӗнӗ. Амӑшӗ — Андреева Екатерина Наумовна — ӗмӗрӗпех колхозра вӑй хунӑ.
1974—1976 ҫулсенче СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче тӑнӑ.
1979 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1970—1971 ҫулсенче Вӑрнар районӗн «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатӗнче литература пайӗн ӗҫченӗ, 1974—1980 ҫулсенче — Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи телевиденипе радиовещани комитетӗнче корреспондент, ҫамрӑксен кӑларӑмӗсен редакторӗ, 1980 ҫултанпа — «Пионер сасси» хаҫат фотокорреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ.
1995 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ[1].
Астӑвӑм
- Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейӗнче Геннадий Андреева халалланӑ кӗтес пур, музейра унӑн япалисем, ӗҫӗсем упранаҫҫӗ[2].
Кӑсӑк самантсем
- Пуҫласа фотоаппарат Геннадий хуларан ҫуллахи каникула канма килекен Костя тантӑшӗ патӗнче курнӑ, кӑсӑкланса кайнӑ.
- Пӗрремӗш фотоаппаратне икӗ ҫултан, колхозра хӑй ӗҫлесе илнӗ укҫапа туяннӑ.
- Шкулта чухнех район хаҫачӗпе, республикӑри «Пионер сасси» хаҫатпа ҫыхӑну тытнӑ, сӑнӳкерчӗкӗсем, сӑввисем пичетленкеленӗ. Ача псевдоним та тупнӑ — Элмен (ял ячӗпе).
- Виҫҫӗмӗш курс хыҫҫӑн Геннадий телерадиокомпание ӗҫе вырнаҫнӑ, «Ӑраскал» кӑларӑма ертсе пыма пуҫланӑ. Салтака кайса килсен те унтах таврӑннӑ.
- Фотоаппарачӗпе нихӑҫан та уйралман: салтакра та, ӗҫре те… Ҫак ӗҫе чунтан юратнипех 1980 ҫулта «Пионер сасси» хаҫата фотокорреспондент пулса куҫнӑ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Энциклопедия Вурнарского района. Том 2 : Андреев Геннадий Григорьевич (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Валерий Железняков. Музей фотокорреспондентов в Чебоксарах (выр.). СВ21-Медиа. Газета «АртФОТОграфия 21». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ С. В. Журавлев, А. П. Хузангай, А. В. Борзов. Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии / Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ. — Альбом-справочник. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2021. — 264. — С. 29—40.
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 26. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
- Автор и руководитель проекта С. В. Журавлёв. Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии - Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ. — Чувашское книжное издательство, 2021. — Т. 1. — С. 29—40, 257. — 264 с. — ISBN 978-5-7670-3058-3.