Абужаров Анатолий Ильич

Пурнӑҫӗ

1953 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Мари патшалӑх политехника институтӗнчен (1975) вӗренсе тухнӑ. Шӑмӑршӑ механизациленӗ вӑрман хуҫалӑхӗнче аслӑ инженер-технолог, лесничи пулӑшуҫи пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. 1977—1980 ҫулсенче Мари патшалӑх политехника институтӗнче ботаника тата вӑрман хӳтӗлевӗн кафедрин инженерӗ пулса вӑй хунӑ. 1981 ҫулта Чӑваш Ене таврӑннӑ, малаллахи ӗҫ-хӗлӗ тӑван республикӑн вӑрман хуҫалӑхӗнче иртнӗ: 1981—1984 ҫулсенче – Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗн Хумри Выҫли лесничествин лесничийӗ, 1984—1986 ҫулсенче — Йӗпреҫ вӑрман комбиначӗн директорӗ, 1986—1992 ҫулсенче — Шӑмӑршӑ механизациленӗ вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ, 1992—1994 ҫулсенче — Шӑмӑршӑ вӑрман управленийӗн пуҫлӑхӗ, 1994—1998 ҫулсенче — Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗн тӗп лесничийӗ, 1998—2005 ҫулсенче — Канаш вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ. 2005 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхне тӗп лесничи пулса таврӑннӑ, чӗри тапма чарӑничченех унта вӑй хунӑ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2003);
  • Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамоти;
  • «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ (1997);
  • «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
  • «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ.

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 134—135. — 168 с.

Каҫӑсем