Артемьев Юрий Михайлович

Арте́мьев Ю́рий Миха́йлович (ҫур. 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ, Сиккасси, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет саманин тата Раҫҫейӗн литература тӗпчевҫи, критик. Филологи ăслăлăхĕсен докторӗ (1993), профессор (1994). СССР ÇП пайташĕ (1978). Чăваш Республикин Патшалăх премийӗн лауреачӗ (2015), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченӗ (2025), Канаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ.

Пурнăçĕ

Юрий Михайлович Артемьев 1941 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче Чăваш АССР кĕрекен Канаш районӗн Сиккасси ялĕнче çуралнă[1].

1969 çулта Хусан патшалăх университетне вӗренсе пĕтернӗ. Каярах Мускавра А. М. Горький ячӗллӗ Тӗнче литературин институчӗн аспирантуринче вĕреннĕ, 1974 çулта унтан вӗренсе тухнӑ, кайран ҫавăнтах докторантурӑра пӗлӗвне ӳстернӗ[1].

Ӗç çулне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтӗнче (малтан Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи Чĕлхе, литература, истори тата экономика ăслăлăх тĕпчев институчĕ) пуçланă, унта 1969—1971 тата 1974—1980 çулсенче ӗҫленӗ. 1980—1984 çулсенче Чăваш АССР Çыравçисен пӗрлешӗвӗн правленийӗнче вӑй хунӑ[1].

1982 çултанпа — И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетĕнче преподаватель пулса ӗҫлет. 1993 çулта «Çутлăх тата чăваш литературин аталанăвĕ» темăпа доктор диссертацине хӳтӗленĕ. 1994—2015 çулсенче вырăс тата ют çĕршывсен литературин кафедрине ертсе пынă, 2001—2013 çулсенче — вырăс литературин кафедрин пуçлӑхӗ. 2015 çултанпа — вырăс чĕлхипе литературин кафедрин профессорӗ[1][2].

Пултарулăх ĕçĕсем

Юрий Артемьев чăваш литературин историйӗпе теорине халалланă нумай статья хатӗрленӗ, вĕсем республикăри журналсемпе хаҫатсенче пичетленсе тухнă. Тĕпчев ĕçĕсен тĕп направленийĕсем — чăваш литературин аталанăвĕ, уйрăм çыравçăсен пултарулăхĕ (Е. В. Еллиев, В. Е. Рзай, А. С. Артемьев, А. В. Емельянов тата ыттисем)[1].

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем[1]:

  • «Пурнăç чăнлăхĕпе сăнарсен илемĕшĕн» (Шупашкар, 1984);
  • «ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литератури (1900—1917 çулсем)» (Шупашкар, 1996);
  • «Страсть к полемике» (Шупашкар, 2003) — вырăсла.

«ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литератури» фундаменталлă ӗҫӗ чăваш литература пĕлевĕнче ҫӗнӗ утӑм пулса тăнă. Автор Т. К. Кириллов, Г. И. Комиссаров, Г. А. Кореньков, А. П. Милли (Прокопьев) тата ытти çыравçăсен малтан йышăнман ĕçĕсене тишкернĕ, архив материалӗсене ăслăлăхра усӑ курма йӗркеленӗ[1].

Хисепĕсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Артемьев Юрий Михайлович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
  2. ^ Артемьев Юрий Михайлович. Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Саламлатпăр! Чăваш литературин паллă тĕпчевçине Юрий Артемьева 70 çулхи юбилейĕпе // Тăван Атăл. — 2011. — № 1. — Прил.: с. 30-37. — (Сунтал).
  • «Ун лăпкăлăхĕ хăй йĕркеленĕ лăпкăлăх пек туйăнать…» : (Юрий Артемьев вăрттăнĕ пирки) / Ю. Яковлев [тата ыт. те] // Хыпар. — 2011. — 2 нарăс. — С. 4.
  • Афанасьев, П. Артемьев Юрий Михайлович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии. — Чебоксары, 2006. — С. 34-35.
  • Никифорова, В. В. Артемьев Юрий Михайлович / В. В. Никифорова // Чуваш. гуманит. вестн. — 2011. — № 6. — С. 233—237.
  • Сергеев, Т. С. Артемьев Юрий Михайлович / Т. С. Сергеев // Канашцы — доктора наук. — Чебоксары, 2000. — С. 22-26.
  • Тимуков, А. Н. Артемьев Юрий Михайлович / А. Н. Тимуков // Чувашская энциклопедия : 4 томлă / тĕп ред. В. С. Григорьев. — Чебоксары, 2006. — Т. 1: А—Е. — С. 129.

Каçăсем