Карим Мустай
Карим Мустай (пушк. Мостай Кәрим, чăн ячĕ Мустафа Сафич Каримов) — пушкăрт халăх сăвăçи. 1919 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пушкӑрт Республикин Чишмин районĕнчи Кляшево ялĕнче çуралнă. 2005 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ӗпхӳ хулинче çĕре кĕнĕ.
Пурнăçĕ
Пушкăрт педагогика институчĕн чĕлхепе литература факультетне пĕтернĕ. фронтра пулнă. Çыхăну начальникĕ, артдивизи штабĕн начальникĕ пулнă. Аманнă хыççăн фронтри хаçатсен корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ.
Ӗçĕсем
Карим Мустай 1930-мĕш çулсенче çырма пуçланă. 1938 çулта унăн пĕрремĕш «Отряд хускалчĕ» (Отряд тронулся) ятлă сăвăсен кĕнеки тухнă. Иккĕмĕш кĕнеки 1941 çулта тухнă. Вăл «Çурхи сасăсем» (Весенние голоса) ятлă пулнă. Унтанпа унăн 100 ытла сăвă пуххи, 10 ытла драма тухнă.
Чи паллă кĕнекисем:
- поэмăсемпе сăвăсен пуххисем: «Хура шывсем» (Черные воды), «Таврăну» (Возвращение), «Европа-Азия», «Вăхăтсем» (Времена);
- пьесăсем «Айгуль тĕнчи» (Страна Айгуль), «Хĕр вăрлани» (Похищение девушки), «Уйăх пытаннă каç» (В ночь лунного затмения), «Салават. Семь сновидений сквозь явь», «Прометей, çулăм ан сап!» (Не бросай огонь, Прометей!);
- повестьсем «Пирĕн кил савăнăçĕ» (Радость нашего дома), «Таганок», «Помилование», «Долгое-долгое детство».
Каçăсем
- Хусаинов Г. Б. Карим Мустай. // Башкирская энциклопедия.( ӗҫлемен каҫӑ)