Любомир Левчев

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Любомир Левчев
Любомир Левчев
Lubomir Levchev.jpg
Çуралнă чухнехи ят: Любомир Левчев
Çуралнă вăхăт: 1935, ака, 27
Çуралнă вырăн: Троян
Вилнĕ вăхăт: 2019, авӑн, 25
Вилнĕ вырăн: Троян
Гражданлăх: ПăлхариFlag of Bulgaria.svg Пăлхари
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, прозăç
Ĕçсен чĕлхи: полхар
Чыславсем:
BUL Order Stara planina ribbon.svg Order of Merit 3rd Class of Ukraine.png

Любомир Спиридонов Левчев (Троян — 25.9.2019, çавăнтах) — пăлхар сăвăçи, прозăçи. Европăри ӳнер, ăслăх тата культура академин (Парис, Франци) чăн пайташĕ. Тĕнчери чылай чыслава тивĕçнĕ.

Биографи

1935 çулта Троян хулара çуралнă. Ирех сăвă шăрçалама тытăннă. Пĕрремĕш кĕнеки — «Звездите са мои» («Манăн çăлтăрсем») София университечĕн философи-истори факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.

1961—1971 çулсенче «Литературен фронт» хаçатăн редакторĕ, тĕп редакторĕ вырăнĕнче тăрăшнă.

1975 — 1979 çулсенче Пăлхари Халăх Республикин культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ. Каярах (1979—1989) — Пăлхар çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ.

1991 çултанпа — кăларăвăш килĕн тата «Орфей» тĕнчери журналăн тĕп редакторĕ тата харпăрçи.

Поэт çитмĕл çул тултарнă тĕле Левчев хайланисем 7 томпа тухнă.

Çемье

  • Ывăлĕ, Левчев Владимир сăвăç.

Чыслани

Тĕнчери
  • Франци академин ылтăн медалĕ (поэзи) тата Поэзи рыцăрĕ (1985);
  • Венесуэла çыравçисен ассоциацин медалĕ (1985);
  • «Мате Залки» парни (1986)
  • «Борис Полевой» парни — РСФСР (1986);
  • Пушкин ячĕллĕ институтăн Мăн чыславĕ (1989);
  • Сорбона Мăн чыславĕ (1989);
  • «Фернандо Риело» (1993).
  • Ылтăн Кăшăл (2010)
Пăлхарире
  • Димитров премийĕ (1972).
  • Пĕрремĕш степеньлĕ «Стара планина» орденĕ, «Пăлхаришĕн питĕ нумай тивĕçлĕхшĕн, пăлхар ӳнерĕпе культурине аталантарнăшăн тата сарнăшăн».
  • Христо Данов ячĕллĕ премийĕ мĕнпур пултарулăхĕшĕн (2008).
Ютçĕр
  • III степеньлĕ «Тивĕçлĕх» орденĕ (авӑн, 11, 1997, Украина) — украин-пăлхар хутшăнăвĕсене пысăк ӳсĕм кӳнĕшĕн, украин литературине Пăлхари Республикинче популяризациленĕшĕн[1].

Литература

  • Левчев Д. . — М.: Астрель. — 608 с. — ISBN 978-5-271-43445-7.

Асăрхавсем

Каçăсем