Тадеуш Ружевич
Таде́уш Руже́вич (пол. Tadeusz Różewicz; юпа, 9, 1921, Радомско—ака, 24, 2014, Вроцлав) — поляк сăвăçи, прозăçи тата драматургĕ. Нумай парне лауреачĕ, Польшăри темиçе университетăн хисеплĕ тухтăрĕ[2]. Германи ӳнер академин пайташĕ (Бавари ӳнер академин пайташĕ (1981), Берлин ӳнер академин пайташĕ (1987).
Биографи
Ашшĕ-амăшĕ Радомскона Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вĕçленнĕ хыççăнах куçса килнĕ. Амăшĕ, Мария Стефания Гельбард (1896—1958), йутей кăкĕнчен, качча тухас умĕн католицилĕхе кĕнĕ.[3][4][5][6] Тадеуш Ружевич 1921 çулхи юпан 9-мĕшĕнче Радомско хулинче çут тĕнчене килнĕ, вăл Владислав Ружевич (1885—1977), суд çыруçин, иккĕмĕш ывăлĕ пулнă. Çав кун Радомскона Юзеф Пилсудский килне пулнă. Пиччĕшĕ — Януш, каярах сăвăç, шăллĕ — Станислав, каярах кинорежиссёр тата сценарист.
Пĕрремĕш вĕрентекенĕ пиччĕшĕ пулнă. Тадеуш хăйĕн пĕрремĕш сăввисене хаçатсенче пичетленĕ, Юзеф Чеховичпе тата Казимир Вежинскипе çыру çӳретнĕ. Çапоах «Польска збройна» журнал иртернĕ поэтика конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Тадеуш Ружевич вунçиччĕ çултанах пичетленме тытăннă. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи тапхăрĕнче Януш пиччĕшпе пĕрле партизан юхăмне, Тăван Ен çарĕ йышĕнче, хутшăннă. Вăрçă вăхăтĕнче унăн пĕрремĕш кĕнекине — «Вăрманти ахрăм» — вăрттăн кăларнă. Пиччĕшне гестапо 1944 çулта айăпласа вĕлернĕ.
1968 çулта литература ĕç-пуçĕн майĕпе Вроцлава куçса кайнă[7].
Ывăлĕ — Ян Ружевич (1953—2008), театр режиссёрĕ.
2003 çулта Польшăра Тадеуш Ружевичĕн нумай томлă пултарулăх ĕçĕсен пухмачне пичетлеме тытăннă[8]. Różewicz T. Utwory zebrane. W 12 T. (Proza (T. I—III). Dramat (T. IV—VI). Poezja (T. VII—X). Matka odchodzi (T. XI). Nasz starszy brat (T.XII)). Wrocław. 2003—2006.[9]
2014 çулхи акан 24-мĕшĕнче Вроцлавра куçне хупнă[10].
Ӑнлантарусем
- ^ Чешская национальная авторитетная база данных
- ^ Вроцлав университечĕн (1991), Опол университечĕн (1999), Силези университечĕн (1999), Варшава университечĕн (2001), Гданьск университечĕн (2006)
- ^ Tadeusz Różewicz and The Struggle for Poetry 2014 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Некролог в The New York Times
- ^ The Guardian( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ These beggarly lamentations 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ ПАМЯТНЫЕ ДАТЫ 2006 2014 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Белорусы и рынок
- ^ O firmie — Wydawnictwo Dolnolskie sp. z o.o. — oficyna wydawnicza, klasyka polska, wiatowa, literatura, wspczesna, poezja, eseistyka, edukacja, edukacyjna, serie wydawnicze, a … 2009 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Умер Тадеуш Ружевич. Colta.ru (24 акан 2014). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи акан 24-мӗшӗ.
Каçăсем
- Тадеуш Ружевич. Из стихотворений 1956—1968 годов
- Ружевичевское молчание имеет двойную природу.
- В ПРИСУТСТВИИ КЛАССИКА
- Поэзия без точек. Na powierszchni poematu i w srodku
- ЛЕТОПИСЬ КУЛЬТУРНОЙ ЖИЗНИ
- Тадеуш Ружевич. Грех.
- Tadeusz Rózewicz , Pisalem — Ik schreef 2011 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- несколько стихотворений в переводе Владимира Глинского
- Тадеуш Ружевич. Грех. Рассказ. В переводе Владимира Глинского
- http://rozewicz.klp.pl/
- Возняк, Т. Болезнь сочинительства : О переписке Тадеуша Ружевича и Ежи Новосельского
- Санаева, Г. Н. Кризис современной культуры в творчестве Тадеуша Ружевича 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.