Айхи Алексей Геннадьевич
Айги́ Алексе́й Генна́дьевич (ҫур. 1971 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ[1], Мускав) — Раҫҫей композиторĕ, сĕрме купăсçă, 4’33" ансамблĕн ертӳçи[2].
Пурнӑҫӗ
Геннадий Айхи сӑвӑҫӑн ывӑлӗ. Ипполитов-Иванов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Минимализма ҫывӑх эстетикӑра ӗҫлет.
2017 ҫулта Рауль Пек режиссёрӑн «Я вам не негр» документлӑ фильмне «Оскар» премие илме тӑратнӑ, Фильмӑн музыкине Алексей Айхи хайланӑ. «Мосфильм» студире ҫырӑннӑ саундтрек фри-джаз композицийӗсенчен тӑрать. Музыка куракана 1960-мӗш ҫулсенче туйса илме парать[3].
2022 ҫулта Мускаври сатира академи театрӗн сцени ҫинче Чехов пьесисем тӑрӑх лартнӑ «Дядя Жорж» спектаклӗн премьери иртнӗ. Спектакль кӗввине Алексей Геннадьевич ҫырнӑ[4].
4’33" ансамбль
4’33" аснамбль 1994 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Мускавра никӗсленнӗ. Коллектив ячӗ Джон Кейджӑн пӗрешкел ятлӑ чи пӗчӗк пьесипе ҫыхӑнтарать, пианист унта 4 минут та 33 ҫеккунт хушши (анӑҫра ҫак вӑхӑт тӑршшӗне 4’33" пек палӑртаҫҫӗ) пӗр сасӑ та кӑлармасть . Ансамбль Айхи хайлавӗсене те (импровизацисемпе пӗрле), Джон Кейдж, Терри Райли, Стив Райх тата ытти автор кӗввисене те шӑрантарать. Пӗрремӗш гастрольсем Самарта 1996 ҫулта «Самарти Европа кунӗсем» фестиваль шайӗнче иртнӗ. Раҫҫейре тата Европа ҫӗршывӗсенче гастрольте ҫӳрет.
Алексей Айхи (иккĕмĕш сулахайран), Ансамбль 4’33” тата группа «Намгар» «Сыщик Путилин» телесериалĕнчи мусăка «Роза Мира» фестивалĕнче шăрантарать. Мускаври мусăк килĕ, 13.11.2008.
Ансамбль йышӗ
- Алексей Айхи — сӗрме купӑс
- Денис Калинский — виолончель
- Андрей Гончаров — труба, флюгельгорн
- Эркин Юсупов — тромбон
- Аркадий Марто — клавишлӑ, электронлӑ хатӗрсем
- Сергей Никольский — бас
- Владимир Жарко — ударлӑ
Дискографи
- Falls (1997)
- Sisters Grimm Tales (1997, 4’33" тата He Te фольклор дуэчĕ пĕрле çырнă)
- Рука. Секунда (Саша Пепеляевăн Кинетический Театрĕн «One Second Hand» спектаклĕн rddb) (1999)
- Сердца (1998)
- Страна глухих (1998, релиз 2001) (фильм музыки)
- Таксидермия (1999)
- Equus (2001) (дП. Шеффер пьесипе Александр Вартановпа Татьяна Копыловăпа «Драм-антре» театр центрĕнче лартнă спектакль музыки)
- Musique cyrillique (2001) (Пьер Бастьенпа)
- Up From The Skies (2002) (Алексей Айхи тата Дитмар Боннен Джими Хендриксăн музыкине шӑрантараҫҫӗ)
- Счастье, Слава и Богатство (2002)
- MIX (2003) (4’33" тата Мина Агосси)
- Black Water (2003) (Алексей Айхи тата Дитмар Боннен Фрэнк Заппăн мусăкне выляççĕ)
- Мой сводный брат Франкенштейн (2004) (фильм мусăкĕ)
- Гибель Империи (2005) (фильм мусăкĕ)
- Live@Loft (2005) (концерт альбомĕ, DVD-видео)
- The Closer (2008)
- Nightshift (2009) (Алексей Айхи тата Дитмар Боннен Курт Вайлĕн мусăкне выляççĕ)
- Anonymous (2012) (Алексей Айхипе Dietmar Bonnen вӑтам ӗмӗрсенчи музыкӑна хӑйсем пӗлнӗ пек шӑрантараҫҫӗ)
- Hard Disc (2012)
- Caprice Portamento Island] (2013) (Алексей Айхипе Keisuke Ohta), Mavi Keman Records (BRDS-1010)
- Bandes Originales de films (Cherchez Hortense / Le Grand Alibi / Je Pense À Vous / L'École Du Pouvoir / Moloch Tropical / Meurtre À Pacot / Le Petit Poucet / Rondo / Je Ne Dis Pas Non) (2014; Францири кинематографпа телекурав валли ҫырнӑ музыка), Music Box Records (MBR-056)
- Spirit Lives (CD+DVD) (2016; Сергей Курёхина халалланӑ)[5], Leo Records (CD LR 767/768)
- Alcohol (2021)
- Our Little Secret (2025)
Фильмографи
Алексей Айхи мусăкĕ çак фильмсене илемлетет:
- Гибель империи (телесериал)
- Дикое поле
- Каменская (телесериал)
- Квартирка (телесериал)
- Любовник
- Марс
- Очень русский детектив
- Мой сводный брат Франкенштейн
- Прогулки Орфея
- Подозрение (телесериал)
- Рагин
- Ретро втроём
- Свойство девятки
- Страна глухих
- Сундук предков
- Частные хроники. Монолог
- Сыщик Путилин, Сергей Газаровăн (2008) фильмĕ (саундтрекĕ — альбом Князь Ветра, Намгар ушкăнпа пĕрле)
- Подозрение (сериал) (2001), реж. В. Сорокин
Унсăр пуçне, Айхи сасăсăр фильмсем валли çĕнĕ мусăк хайланă:
- Дом на Трубной
- Зимний сад
- Кукла
- Метрополис
- Счастье
- Девушка с коробкой — мусăк премьерине Мускаври пӗтӗм тӗнчери XXII Кинофестивале (2000 ç.) уçнă чухнехи церемонире 4’33" вылянă.
Хисепӗсем
- 2008 — «Ника» кинофестивальте фильм валли музыка çырнăшăн преми («Дикое поле»)
- 2008 — «Ылтăн ăмăрткайăк» кинофестивальте фильмри музыка çырнишӗн премие тивӗҫнӗ («Дикое поле»)
- 2008 — «Шурӑ слон» кинофестивальте фильмри музыкӑшӑн премие тивӗҫнӗ («Дикое поле»)
- 2008 — Кинотавр кинофестивальте фильмри музыкӑшӑн М. Таривердиев премийӗ («Дикое поле»)
- 2003 — «Ника» фильмри музыкӑшӑн палăртнă («Любовник»)
- 1999 — «Ника» фильмри музыкӑшӑн палăртнă («Страна глухих»)
- 1999 — «Ылтăн Така» фильмри музыкӑшӑн палăртнă («Страна глухих»)
Вуламалли
- Алексеев А. С. Кто есть кто в российской рок-музыке. — М. : АСТ : Астрель : Харвест, 2009. — С. 30. — ISBN 978-5-17-048654-0 (АСТ). — ISBN 978-5-271-24160-4 (Астрель). — ISBN 978-985-16-7343-4 (Харвест).
Ӑнлантарусем
- ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ Алексей Айги: «Я не умею писать в стол». Беседовал Сергей Анашкин (Журнал «Татлин»). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Документальный фильм с музыкой Алексея Айги номинирован на "Оскар". Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ В Театре сатиры прошла премьера спектакля "Дядя Жорж" по пьесам Чехова (20220610T1046). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Алексей Айги во второй раз исполнит музыку Курёхина в Консерватории. jazzquad.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
Каçăсем
- Официаллă мар сайт 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Aleksei Aigi(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Алексей Айги: «Во Франции я считаюсь хорошим мелодистом. А в России — смурным авангардистом»