Лисина Ева Николаевна
Ева Николаевна Лисина (ҫур. 1939 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ, Именкасси (Патăръел районĕ), Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет саманин тата Раҫҫейӗн проза ҫыравҫи, сӑвӑҫ, драматург, куҫаруҫӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2001). СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1988).
Пурнӑҫӗ
Ева Лисина 1939 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗн Патӑрьел районӗнчи Именкасси ялӗнче шкул вӗрентекенӗн кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ева Лисина — чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин тата Луиза Юманкка художникӑн кӗҫӗн йӑмӑкӗ.
Первомайски вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1956—1962 ҫулсенче К. А. Тимирязев ячӗллӗ ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ.
1962 ҫулта МГУ Ботаника садне ӗҫлеме кӗнӗ, 1963—1968 ҫулсенче — И. М. Сеченов ячӗллӗ Пӗрремӗш медицина институчӗн бионика лабораторийӗнче вӑй хунӑ.
1960-мӗш ҫулсенче литература ӗҫӗпе вӑйлӑ ҫыхӑннӑ.
М. И. Рудомино ячӗллӗ Пӗтӗм союзри ют ҫӗршывсен литературин библиотекинче 20 ҫул хушши (1968—1988) аслӑ редактор пулса ӗҫленӗ: малтан ҫутҫанталӑкпа ӑслӑлӑх уйрӑмӗнче биолог пек, каярахпа курав уйрӑмӗнче вырӑс тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен пултарулӑхне халалланӑ кӗнекепе иллюстраци куравӗсене хатӗрленӗ; хӑш-пӗр куравсемпе Веймар, Лейпциг тата Прага хулисене тухса ҫӳренӗ. Библиотекӑри ӗҫпе пӗрлех вӑл 1978—1983 тата 1989—1993 ҫулсенче М. С. Щепкин ячӗллӗ театр училищисенче пулас чӑваш актерӗсене чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ.
Пӗрремӗш калавӗ 1967 ҫулта «Ялав» журналта пичетленсе тухнӑ. Ҫав вӑхӑтранпа Лисинӑн хайлавӗсем Чӑваш Енри журналсенче тӑтӑшах пичетленнӗ. Кӗнекисем Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.
1991 ҫулта «Нимӗҫ хумӗ» радиостанци (ФРГ, Кёльн) ирттернӗ конкурса хутшӑннӑ — унӑн «Ҫӑкӑр чӗлли» калавӗ 1683 хайлав хушшинче чи лайӑххи пулса тӑнӑ. Ҫак калав тӑрӑх автор радиопьеса ҫырнӑ, ӑна WDR радиокомпани эфирне кӑларнӑ — презентацийӗ 1992 ҫулта Мюнстер хулинче иртнӗ.
1994 ҫултанпа Шупашкарта пурӑнать.
1997 ҫултан пуҫласа 2009 ҫулччен ҫыравҫӑ Библие чӑваш чӗлхине куҫарнӑ ӗҫе стилистика енчен редакцилессипе тӑрӑшса ӗҫленӗ[1]. 2023 ҫулта телекуравра ҫыравҫӑ пултарулӑхне халалланӑ «Ева» кӑларӑм тухнӑ, ал 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче унӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ, ҫак уяв тӗлне биобиблиографи кӑтартмӑшне хатӗрлесе кӑларнӑ[2].
Ева Лисина чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе нумай-нумай калав, юмах, повесть, пьеса ҫырнӑ. 1994 ҫулта «Рия» новеллӑшӑн «Ялав» журнал премине илме тивӗҫ пулнӑ. Новеллӑна нимӗҫ чӗлхине те куҫарнӑ (куҫаруҫи — Карл Фойер).
Чӑвашла А. Н. Островскийӗн, Э. де Филиппон, П. Гаринеин, Ю. О’Нилӑн тата ытти авторсен хайлавӗсене куҫарнӑ.
Лисинӑн пьесисем тӑрӑх чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе «упах хӑлхаллӑ Илюк» («Лопоухий Илюк») тата «Бомжик» спектакльсем лартнӑ.
2025 ҫулхи ака уйӑхӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫыравҫӑн автобиографи калавӗ ҫинче никӗсленнӗ «Ҫӑкӑр чӗлли» драмин премьери иртнӗ[3].
Пичетленсе тухнă кĕнекисем
Е. Лисина — 14 кӗнеке авторӗ. Вӗсем хушшинче:
- Сказки (1969)
- Çĕньял ачисем 2018 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче архивланӑ. (Дети Синьяла, 1971, 1977, 2005) ISBN 5767014027,
- Дети Синьяла 2021 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче архивланӑ., Инна Сергеева куҫарнӑ, Мускав, «Детская литература» 1977
- Хĕле кĕрес умĕн 2018 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче архивланӑ. (Накануне зимы, 1974)
- Хупах хăлха Илюк 2018 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче архивланӑ. (Лопоухий Илюк 2018 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче архивланӑ., 1979, 1986)
- Тепĕр çул та килетпĕр 2018 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче архивланӑ. (Мы вернемся, 1989)
- Пăркка мучи калавĕсем 2018 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче архивланӑ. (Рассказы дедушки Пркка, 1991)
- Çăкăр чĕлли 2018 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче архивланӑ. (Кусок хлеба, 1994) ISBN 5767007640
- Христос Çуралнă Çĕр (Ночь Рождества Христова, 2000)
- Улăхпи 2018 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче архивланӑ. (Луговая, 2002)
- Sånger från Nedre Tjuvasjien. (Анатри чӑваш юррисем) «Ариель» 2017, шведла. тата ыт. те.
- 2019 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Лисина Ева Николаевна. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (29 пушӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
- ^ В библиотеке отметили юбилей Евы Лисиной. Национальная библиотека Чувашской Республики (27 авӑнӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
- ^ На сцене Театра юного зрителя им. М. Сеспеля состоялась премьера драмы «Ҫӑкӑр чӗлли» (Кусок хлеба). Чувашский государственный театр юного зрителя им. М. Сеспеля (23 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
Вуламалли
- Афанасьев, П. Лисина Ева Николаевна // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 236—237.
- Афанасьева, Е. Р. Психологическое раскрытие характера героя в прозе Евы Лисиной / Е. Р. Афанасьева // Международная научная конференция "Чувашский язык и современные проблемы алтаистики" (27-28 февр. 2009 г.) : в 2 ч. – [Чебоксары], 2009. – Ч. 1. – С. 83-84.
- Данилова, Г. Дороги, которые не выбирают / Г. Данилова // Лик Чувашии. — 1994. — № 3. — С. 3-5.
- Карсакова, Л. Живая энергия любви / Л. Карсакова, Л. Сергеева // Лик Чувашии. — 1997. — № 2. — С. 142—143.
- Лисина Ева Николаевна // Батыревская энциклопедия. — Чебоксары, 2005. — С. 128.
- Лисина, Е. Н. «Тӑван чӗлхе тухья мар, арчара упраймӑн» : [аса илӳсем] / Е. Н. Лисина ; пичете Н. Осипова хатӗрленӗ // Тӑван Атӑл. – 2012. – № 1. – Прил.: с. 3-13. – (Сунтал).
- Лисина, Е. Н. «Эп ял учителӗсене юратакан ҫын» / Е. Н. Лисина ; Р. Кудряшова калаҫнӑ // Халӑх шкулӗ = Нар. шк. — 2009. — № 4. — С. 61-63.
- Лисина, Е. Н. Ева Лисина: Я привыкла много работать / Ева Лисина; беседовала Р. Кириллова // Совет. Чувашия. — 2010. — 22 апр. — С. 1, 5.
- Петрова, В. Йывăрлăха парăнман хĕрарăм / В. Петрова // Чăваш хĕрарăмĕ. — 2005. — 24-30 раштав (№ 51). — С. 2.
- Смирнова, Н. Ева Лисина: «Турӑ мана пулӑшрӗ» / Н. Смирнова // Хыпар. — 2009. — 29 утӑ. — С. 4.
- Такач, М. Из опыта перевода рассказа чувашской писательницы Евы Лисиной «Кусок хлеба» на венгерский язык / М. Такач // Вестник Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. — 2016. — № 4. — С. 73-78.
- Такач, М. Несколько заметок о творчестве чувашской писательницы Евы Лисиной / М. Такач // Ашмаринские чтения. — Чебоксары : Изд-во Чуваш. ун-та, 2016. — С. 13-15.
- Титова, Н. Ева и Библия / Н. Титова // Чебоксар. новости. — 2010. — 12 авг. — С. 3.
- Фомин, Э. В. Чувашская литература в авторском переводе на русский язык / Э. В. Фомин // Переводческий дискурс: междисциплинарный подход : материалы III Междунар. науч.-практ. конф., г. Симферополь, 25-27 апр. 2019 г. — Симферополь, 2019. — С. 409—413.
- Яковлев, Ю. В. Лисина Ева Николаевна / Ю. В. Яковлев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 452.
- Яковлев, Ю. В. Ева Лисина : пултару тӗнчи / Ю. В. Яковлев ; [В. В. Никифорова ред.]. – Шупашкар : ЧПГӐИ, 2012. – 74 с.
- Takács, M. Eva Liszina: Egy darab kenyér : Egy csuvas novella magyarra fordításá nak tapasztalatai / М. Takács // Forrás. – 2016. – № 11. – O. 137–152. [1][1]
Каçăсем
- «Çăкăр чĕлли» — Ева Лисинăн паллă калавĕ.
- Traducción de la Bibla al chuvasha Ева Лисина Библине чăвашла куçарни çинчен, испанла.
- Ева ЛИСИНА. Исповедь переводчика. Эссе
- Культурное наследие Чувашии
- Литературная карта Чувашии 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Книга года = Ҫулталӑк кӗнеки 2017 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче архивланӑ.