Ҫӗньял (Патӑрьел районӗ)
Ҫӗньял (выр. Шаймурзино) — Чăваш Енри Патӑрьел районӗн ялĕ. Ялта вăтам шкул 2009 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче архивланӑ., вулавăш, культура çурчĕ, фельдшер пунчкĕ, "Знамя" СХПК пур.
Истори
1868 çулта 108 кил пулнă, вĕсенче 655 çын пурăннă. 1911 çулта 201 кил, 1081 çын пурăннă.
1920 çулхи утă уйăхĕн 30 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулченПатăръел уесне кĕнĕ. Ку тапхăрта ял палартнă пайланăвсен Турхан вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[2].
Паллӑ ҫыннисем
- Алексеев Варсонофий Алексеевич (1912–1999) — совет саманинчи хуҫалӑх, патшалӑх тата политика ӗҫченӗ.
- Айхи Геннадий Николаевич — Чӑваш халӑх сӑвӑҫи.
- Выйкин Анатолий Васильевич — Раççей тата Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
- Ухварин Владимир Иванович — медицина ăслăлăхĕсен докторĕ, полковник.
- Шакин Анатолий Степанович — Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
- Шакин Валерий Васильевич (1955 ç.ҫ.) — Чăваш Енĕн Мускаври элчĕлехĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.
- Салицева Галина Витальевна (1980 ç.ҫ.), юстици полковникĕ (2003), Чăваш республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ (1998).
- Живов Владимир Михайлович (1965 ç.ҫ.) — Чăваш Республикин Министăрсен кабинечĕн Санкт-Петербургри çуту-илÿ тата экономика элчи, 2012-мĕш çулхи мартăн 7-мĕшĕччен.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
- ^ Чăваш Енри пурăнан вырăнсем( ӗҫлемен каҫӑ)