Алексеев Варсонофий Алексеевич
| Ҫын пирки | |
| Алексеев Варсонофий Алексеевич | |
| | |
| Çуралнă вăхăт | 1912 ҫулхи акан 1-мӗшӗ (14-мӗшӗ) |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Вилнĕ вăхăт | 1999 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ (87 ҫул) |
| Вилнĕ вырăн | |
| Гражданлăх | |
| Альма-матер | |
| Премисемпе чысланисем | |
Алексеев Варсонофий Алексеевич (1912 ҫулхи акан 1-мӗшӗ [14-мӗшӗ], Кармал, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1999 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ, Кармал, Елчĕк районĕ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи хуҫалӑх, патшалӑх тата политика ӗҫченӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1912 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ — Чӑваш республикин Елчӗк муниципаллӑ районӗ) Кармал ялӗнче ҫуралнӑ. Канаш педагогика техникумне (1932), Чӑваш педагогика институтне (1941) вӗренсе пӗтернӗ[1].
ВКП(б) пайташӗ. Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре пулнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ (1942). Аслӑ лейтенант. Аманнӑ. 1344-мӗш госпитальте сипленнӗ, хыҫҫӑн демобилизациленӗ[2].
1932 ҫултанпа — хуҫалӑх, общество тата политика ӗҫӗнче вӑй хунӑ. 1932—1936 ҫулсенче — Канашри педагогика техникумӗн преподавателӗ. 1936—1941 ҫулсенче — Патӑрьел (Чкаловски) районӗнчи Сӑкӑт, Тури Туҫа шкулӗсен директорӗ. 1941—1942 ҫулсенче — Чкаловски райӗҫтӑвкомӗн халӑх вӗрентӗвӗн пай заведующийӗ, 1942—1947 ҫулсенче — Чкаловски ВКП (б) райкомӗн пай заведующийӗ, секретарӗ, 1947—1951 ҫулсенче — Чкаловски райӗҫтӑвкомӗн председателӗ[1].
1951—1961 ҫулсенче — Вӑрмар ВКП (б) райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, Вӑрмар райӗҫтӑвкомӗн председателӗ[1].
Ӑна СССР Аслӑ Канашӗн 4-мӗш пухӑвӗн депутатне суйланӑ (1954—1959)[1]. КПСС XIX съезчӗн делегачӗ пулнӑ[3].
1999 ҫулхиҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Кармалта вилнӗ[1].
Хисепӗсем
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ;
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- «Хӑюлӑхшӑн» медаль;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- ытти медальсем.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Краткая энциклопедия Яльчикского района (выр.). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ Алексеев Варсанофий Алексеевич (выр.). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ XIX съезд ВКП(б) - КПСС (5 - 14 октября 1952 г.). Документы и материалы. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Акан 14-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1912 ҫулта ҫуралнисем
- Ҫӗрпӳ уесӗнче ҫуралнисем
- Ҫӑвӑн 25-мӗшӗнче вилнисем
- 1999 ҫулта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнисем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗсем
- «Хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- СССР Аслӑ Канашӗн 4-мӗш пухӑвӗн депутачӗсем
- КПСС район комитечӗсен пӗрремӗш секретарӗсем
- РСФСР район ӗҫтӑвкомӗсен председателӗсем