Чӑваш наци музейӗ

Gerb-icon.png

РФ культура министерстви

Arrow-Right.png
Gerb-big.png
Раҫҫей Федерацийӗн культура министерстви

Чӑваш наци музейӗЧӑваш Республикин культурӑпа вӗрентӳ тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев учрежденийӗ. Чӑваш тата ытти этноссен ҫутҫанталӑк, истори, пурлӑхпа ӑс-хакӑл культурин палӑкӗсен чи пысӑк управӑшӗ, Чӑваш Республикин лаптӑкӗнчи тата Раҫҫей Федерацийӗн ытти регионӗсенчи чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенчи пӗтӗм музей ӗҫне йӗркелекен центр.

Музейра чул саманинчен пуҫласа паянхи кунчченхи материалсене (археологи, истори, ӳнер, техника предмечӗсем тата ытти те) пуҫтараҫҫӗ, вӗсене упраҫҫӗ тата тӗпчеҫҫӗ. Унӑн фондӗнче 212 пин ытла музей япали шутланать.

Юридици тӗлӗшӗнчен музей Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин «Чӑваш наци музейӗ» Чӑваш Республикин бюджет учрежденине пӑхӑнать[1].

Историйӗ

Чӑваш наци музейне туса хурасси ҫинчен калаҫма 1917 ҫулхи Февраль революцийӗ хыҫҫӑн пуҫланӑ. 1917 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӗмпӗрте иртнӗ Чӑваш наци съездӗнче музей йӗркелемелли пирки резолюци йышӑннӑ, ӑна тӗпе хурса каярахпа 1919 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Хусанта музея уҫнӑ.

1919 ҫулта пӗр вӑхӑтрах музей тӑвас шухӑш 1919 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарта уҫнӑ Пролетари (халӑх) университечӗн преподавателӗсен те ҫуралнӑ. Университет ҫумӗнче «аваллӑх музейне» йӗркелеме Павел Евгеньевич Мартенспа ытти хӑш-пӗр преподавательсем 1919 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗнче Шупашкар халӑх университечӗн ӗҫтӑвком ларӑвӗнче сӗннӗ. Документсенче музея Шупашкарти музей тесе палӑртнӑ. П. Е. Ефремов купсан ҫуртӗнче вырнаҫнӑ музейра 1919 ҫулта тата 1920 ҫул хушшинче Н. П. Неверов, П. Е. Мартенс тата Н. А. Гинцель ӗҫленӗ.

1920 ҫул хушшинче Тӗп чӑваш музейне уҫма хатӗрленнӗ. 1920 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫне туса хуни Тӗп чӑваш музейне уҫма хатӗрленес ӗҫе хӑвӑртлатнӑ. Чӑваш автономи облаҫӗн Халӑх вӗрентӗвӗн облаҫ пайӗн Музейсен ӗҫӗсен тата ӳнерпе аваллӑх палӑкӗсене хӳтӗлекен область секцийӗ 1921 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче музея уҫна йышӑннӑ. Заведующи Н. П. Неверов пулса тӑнӑ, управҫӑ вырӑнне А. В. Васильев (вӑлах этнографи пайӗн заведующийӗ те пулнӑ) йышӑннӑ, истори пайӗн заведующийӗ Е. М. Юровская, археологи пайӗн заведующийӗ П. А. Успенский, ял хуҫалӑхпа естествӑлла истори пайӗн заведующийӗ С. А. Кукарников, ӳнер пайӗн заведующийӗ М.С.Спиридонов пулнӑ.

1921 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче музей ҫумӗнче вырӑнти (чӑваш) тӑрӑха тӗпчекен общество туса хунӑ, вӑл хӑйӗн йышӗнче ӑслӑлӑхри тата пултарулӑхри чи лайӑх чӑваш интеллигенцине пӗрлештернӗ. Музей тата общество курӑмлӑ материалсем шырас тата пуҫтарас, тӗрлӗ экспедицисем йӗркелес енӗпе хастар ӗҫленӗ. Вӗсем Чӑваш Ен историне, культурине, вырӑнти йӑла-йӗркене тата ҫутҫанталӑка системӑллӑ тӗпчеме пуҫланӑ пӗрремӗш ӑслӑлӑх учрежденийӗсем пулнӑ.

Музей хулари чи лайӑх архитектура ҫурчӗсенчен пӗринче аялти хутӗнчи пилӗк пӳлӗмӗнче (1884-мӗш ҫулта чӑваш купси П. Е. Ефремов туса лартнӑ) вырнаҫнӑ, ун чухне ӑна Халӑх ҫурчӗ тенӗ. 1921 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче музее Шантару хучӗпе тивӗҫтернӗ, унпа килӗшӳллӗн «пӳлӗмсене, коллекцисене, вулавӑша, мӗнпур вырнаҫӑва тата ытти хатӗр-хӗтӗре кирек мӗнле пулсан та реквизицилесрен, конфискацилесрен, хӗсесрен тата кам та пулин йышӑнасран хӳтӗлени» пирки шантарнӑ. Музея ҫавӑн пекех Сергей тата Николай Ефремов купсасен (П. Е. Ефремов ывӑлӗсем) икӗ садне вӗренӳпе кӑтарту объекчӗллӗ Ботаника садне йӗркелеме панӑ, ҫакна вӗсенче вырнаҫнӑ оранжерейӑсемпе, теплицӑсемпе тата парниксемпе пӗрлех куҫарнӑ. 1923 ҫулта садсене урӑх организацисен аллине куҫарнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсене ҫаратса юхӑнтарнӑ.

Курма пынисем валли музей 1922 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Этнографи, историпе археологи, промышленность, ҫутҫанталӑк, ӳнер, медицина пайӗсем ӗҫленӗ.

1930 ҫулта музея 1763 ҫулта туса лартнӑ Шупашкар хулинчи Пресвятой Богородица Успени чиркӗвӗн ҫуртне куҫарнӑ. Ҫак ҫурта вӑл 50 ҫул хушши йышӑннӑ пулнӑ.

1930-мӗш ҫулсенче музей ӗҫӗ чарӑнса ларни ҫӗршывра социаллӑ тата политика пурнӑҫӗнче улшӑнусем пулса иртнипе, демократиллӗ ҫултан пӑрӑннипе ҫыхӑннӑ. Ҫынсене сӑлтавсӑр репрессилени музей ӗҫне те, таврапӗлӳ ӗҫне йывӑр сиен кӳнӗ. Уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ те хурлӑхли шутне НКВД тӗрми музейран туртса илнӗ ҫуртӑн путвалӗнче вырнаҫни кӗнӗ. Тоталитарлӑ режима пула шар курнисен хушшинче Чӑваш тӗп музейӗн унчченхи директорӗ М. П. Петров-Тинехпи, историпе археологи пайӗн заведующийӗ пулнӑ И. Т. Тихонов-Микуҫ, промышленность пайӗн заведующийӗ М. Н. Лентовский пулнӑ. Коллекцисенчи нумай япалана туртса илсе тӗп тунӑ, ҫав шутра хӗсӗрленӗ авторсен кӗнекисемпе ал ҫырӑвӗсем пулнӑ.

1937 ҫултанпа учреждени Чӑваш таврапӗлӗвӗн тӗп музейӗ ятлӑ пулса тӑнӑ, 1940 ҫултанпа — Чӑваш АССРӗн таврапӗлӳ музейӗ. 1939 ҫулта кунта упраннӑ ӳнер ӗҫӗсене уйрӑм фонда уйӑрнӑ, унӑн никӗсӗ ҫинче каярах Чӑваш ӳнер галерейи йӗркеленнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче музее консервацилесе хунӑ. Ҫуртра ҫавӑн пекех ҫар чаҫӗн архивӗ вырнаҫнӑ пулнӑ. 1944 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче музей каллех хӑйӗн алӑкӗсене курма килекенсем валли уҫнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче музей малалла аталаннӑ. Ҫак вӑхӑтра анлӑ ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем ҫинче никӗсленнӗ ҫӗнӗ экспозицисем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ кӑсӑклӑ материалсем пухас ӗҫе малалла тӑснӑ, куравсемпе экспозици йӗркелес тӗлӗшпе хастар ӗҫленӗ.

1980 ҫулта Шупашкар ГЭСне тунӑ май тата Атӑлти шыв шайӗ хӑпарнӑ май унччен Успени чиркӗвӗнче вырнаҫнӑ Чӑваш республикин таврапӗлӳ музейне М. Е. Ефремов купца туса лартнӑ ҫурта куҫарнӑ. Кӗске вӑхӑт хушшинче кунта 800 тӑваткал метр лаптӑкра ҫӗнӗ экспозицисем йӗркеленӗ.

1991 ҫулта музея 1921 ҫулта вӑл хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ ҫурта каялла тавӑрса панӑ. Кунта Музей куравӗн центрӗ вырнаҫнӑ. 1993 ҫулхи ака уйӑхӗнче тепӗр паллӑ пулӑм пулса иртнӗ: музей статусӗ улшӑннӑ. Чӑваш Республикин Министрсен Канашӗн постановленийӗпе вӑл Чӑваш наци музейӗ пулса тӑнӑ.

Музей директорӗ И. П. Меньшикова.

Музей коллекцийӗсем

Фонд пухӑвӗнче 17 музей коллекцине вырнаҫтарнӑ 210 пин ытла управ единици кӗрет, вӗсене материал тӗсӗсемпе систематизациленӗ. Музейри чи малтан йӗркеленӗ коллекцисем археологипе, этнографипе тата ҫутҫанталӑк-ӑслӑлӑхпа ҫыхӑннӑ пулнӑ.

Музейӑн малтанхи ҫулӗсенче экспонатсене суйласа илмелли уҫӑмлӑ критерисем пулман. Тӗрлӗ сӑлтава пула чи пӗрремӗш экспонатсем хӑшӗсем пулнине палӑртма йывӑр. Пӗрремӗшӗнчен, Тӗп чӑваш музейӗн (ЦЧМ) никӗсӗ пулса тӑнӑ Шупашкар уес музейӗн опиҫӗ упранса юлман. 1920 ҫулта хатӗрленӗ Шупашкар уесӗн музейӗ пирки тишкерӳллӗ статьяпа килӗшӳллӗн музейра малтанхи вӑхӑтра этнографи экспоначӗсем пулман. 1920 ҫулта музей экспоначӗ йышӗнче Вятка кӗпӗрне земствин мастерскойӗсен таблицисем тата курӑмлӑ пособисем, Хусанти музей фончӗ парнеленӗ Хусан художникӗсен картинисем, ҫавӑн пекех минералсем, алӑпа тунӑ япаласем, фарфортан ӑсталанисем тата ыттисем пулнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, экспонатсене инвентарь кӗнекине (ҫапла май вӗсене шута илсе пынӑ) ытла та кая юлса кӗртме пуҫланӑ — ку ӗҫе 1922 ҫулхи ҫулла тата кӗркунне тума пикеннӗ, вӑл 1923 ҫул тӑршшӗпех тӑсӑлнӑ. Ҫакӑ та пӗрремӗш экспонатсен йышне палӑртас тӗлӗшпе йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. 1922 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнче музей заведующийӗ М.С. Спиридонов хатӗрленӗ кӗске докладра ҫапла палӑртнӑ:

«… Музей ӑнсӑртран лекнӗ, йӗркепе вырнаҫтарман, ҫырса хуман экспонатсен пуххинчен тарать. Япаласене ытлашши уяса тӑмасӑр туяннӑ, вӗсене пӗр купана купаласа хунӑ. Чылай экспоната ниҫта та шута илмен, йышӑну вӑхӑтӗнче кӑна вӗсене палӑрса уйрӑммӑн ҫырса кӑтартма тивнӗ».

Йышӑннӑ япаласен кӗнекинче пӗрремӗш экспонатсен списокне 1921 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче (музея уҫнӑ кун) хатӗрленӗ пулин те, унта маларах туяннӑ япаласене ҫырса хунӑ пулас. Тӗслӗхрен, вӗсен хушшинче пӑши пуҫ тата П.Е. Мартенс Мускавра тата Хусанта туяннӑ маслӑпа ӳкернӗ 4 картинӑна асӑннӑ. П.Е. Мартенс Шупашкар уес музейӗн ӗҫченӗ пулнӑ тата 1919 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1921 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ хушшинче вӑл РСФСР Наркомпросӗн музейсен ӗҫӗн тата ӳнерпе аваллӑх палӑкӗсене упрамалли ҫум пайӗ хушнипе Шупашкар хули тӑрӑхӗнчи ӳнер тата истори тӗлӗшӗнчен пахалӑхлӑ япаласене упрас тӗлӗшпе ӗҫленӗ. 1921 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вӑл музей ӗҫӗнчен пӑрӑннӑ. 1919—1920 ҫулсенче вӑл Мускавпа Хусана кайса килнӗ, шӑпах ун чухне маларах асӑннӑ япаласене туянма пултарнӑ, вӗсене пӗрремӗш кӗнекере палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне, ҫак кӗнекерех 1921 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче 15-мӗш пунктпа земство пуҫлӑхӗнчен Егоровран Раҫҫей империйӗн гербне илнине палӑртнӑ, анчах тӗрӗссипе Н. П. Неверов ӑна Куславккари Егоров именийӗнчен 1920 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче илсе тухни паллӑ. Тӗп чӑваш музейӗн пӗрремӗш экспоначӗсен йышне палӑртма ҫавӑн пекех музее парнеленӗ пур япала та Чӑваш автономи облаҫӗн Музейсен ӗҫӗсен тата ӳнерпе аваллӑх палӑкӗсене хӳтӗлекен область секцийӗн акчӗсене кӗртменни чӑрмантарать.

Музейре ҫак коллекцисем пур:

  • археологи;
  • этнографи;
  • ботаника;
  • геологи;
  • палеонтологи;
  • орнитологи;
  • энтомологи;
  • документ;
  • нумизматика;
  • руна ҫырӑвӗн палӑкӗсен;
  • живопись.
  • сайра тӗл пулакан кӗнекесен.

Тытӑмӗ

Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин «Чӑваш наци музейӗ» Чӑваш Республикин бюджет учрежденийӗн филиалӗсем пур: