Чӑваш тӗррин музейӗ

Чӑваш тӗррин музейӗЧӑваш наци музейӗн чӑваш халӑхӗн алӑсталӑх ӳнерӗн хӑйнеевӗрлӗ те пуян пурлӑхӗпе, еткерӗпе паллаштаракан уйрӑм ҫуртра вырнаҫнӑ филиалӗ.

Чӑваш тӗррин музейне 2015 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ.

Адресӗ: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 32-мӗш ҫурт[1].

Ертӳҫи: Сельверстрова Надежда Аркадьевна.

Музей ҫурчӗ

Шупашкар хулин варринче авалхи икӗ хутлӑ историпе культура палӑкӗ тесе йышӑннӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Ӑна 1913 ҫулта пӗр класлӑ училище пек тума тытӑннӑ. Анчах та 1914 ҫулхи Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫи туса пӗтерме чӑрмантарнӑ, 1915 ҫулта тыткӑна лекнӗ Австри ҫар ҫыннисем туса пӗтернӗ. Чи малтанах унта патша ҫарӗн салтакӗсем валли госпиталь пек усӑ курнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫак ҫуртра тӗрлӗ учреждени вырнаҫнӑ. Ҫурт ҫавӑн пекех кунта 1930 ҫулта Чӑваш АССРӗнчи пӗрремӗш аслӑ вӗренӳ заведенине — Чӑваш патшалӑх педагогика институтне — уҫнипе паллӑ. Музейччен кунта Республикӑри Халӑх пултарулӑхӗн меслетлӗх ҫурчӗ вырнаҫнӑ пулнӑ[2].

Экспозицисем

Музей пӗрремӗш залӗ курма килнисене чӑваш халӑх тӗррин историйӗпе — XVIII ӗмӗртен пуҫласа тата унӑн XX ӗмӗрти аталанӑвӗпе — паллаштарать.

Чи паха тата авалхи экспонатсем ҫаксем пулаҫҫӗ: XVIII ӗмӗрти кӑкӑр ҫинчи виҫӗ мӑшӑр кӗскӗ тӗрӗллӗ хӗрарӑм кӗпи, икӗ енлӗ ҫӗвӗллӗ тӗрленӗ каччӑ тутрисем тата качча каякан хӗр пӗркенчӗкӗ. Вӗсен тӗррисен композицийӗнче ытларах ӳсентӑран, геометри тата зооморф эрешӗсем тӗл пулаҫҫӗ. Чӑваш тӗрринче — мӑн асаттесен тарӑн тӗнче ӑнланӑвӗ тата авалхи пурнӑҫ философийӗ.

Экспозици тӗрӗре пӑлхар-чӑваш пӗрпеклехӗсем ҫинчен каласа панинчен пуҫланать. XX ӗмӗр варринче Чӑваш Республикин ӑсчахӗсем, вӗсен шутӗнче П. В. Денисов та, тата Болгари этнологӗ И. Коев (Стоянов) пӗр шухӑш патне пырса тухнӑ: кӑкӑр ҫинчи тӗрӗсене чӑваш хӗрарӑмӗсем те, пӑлхар хӗрарӑмӗсем те мӑшӑрлӑн, пӗр пек меслетпе (чалӑш чикӗмпе) тӗрленине ҫирӗплетсе панӑ.

Чӑваш этнографийӗпе искусствоведенийӗнче тӗрӗ чӗлхине тӗрлӗрен вулаҫҫӗ. Стендсенче эрешсенчи руна паллисем ҫинчен, XVIII ӗмӗрти чи авалхи туй кӗпи ҫинче упранса юлнӑ авалхи Китай пиктограммисем, ҫавӑн пекех Вӑтам Азири авалхи ҫӗр ӗҫченӗсен керамикин эрешӗсемпе чӑваш тӗррисен пӗрпеклӗхӗсем ҫинчен каласа паракан материалсем вырнаҫтарнӑ.

2017 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче хаклӑ металлсенчен тунӑ ювелир эрешӗсене кӑтартмашкӑн ятарлӑ витринӑсем вырнаҫтарнӑ курав залӗ уҫнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Гранчӗпе усӑ курса йӗркеленӗ[3].

Тӗрӗ ӑстисем, тӗпчевҫисем

Уйрӑм стендсене чӑваш халӑх тӗррин паллӑ тӗпчевҫине, академика, искусствоведени докторне А. А. Трофимова тата чӑваш ӳкерӳ ӳнерӗн никӗслевҫине, Чӑваш АССР халӑх художникне М. С. Спиридонова халалланӑ.

Алексей Александрович Трофимов — Чӑваш Республикинчи пӗрремӗш искусствоведенин тухтӑрӗ, 18 монографи тата 200 ытла ӑслӑлӑх статйисен авторӗ. Чӑваш эрешӗпе тӗррине, халӑх алӑсталӑх ӳнерӗн формисемпе тӗсӗсене авалтан пуҫласа хальхи вӑхӑтчен тӗпчес енӗпе ӗҫленӗ. Кандидат диссертацине те чӑваш халӑх эрешне халалланӑ.

Моисей Спиридонович Спиридонов Чӑваш Енри ӳкерӳ ӳнерӗн никӗслевҫисенчен пӗри шутланать. Ҫавӑн пекех вӑл республикӑри музей ӗҫӗнче ҫутӑ йӗр хӑварнӑ, Чӑваш тӗп музейне йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ. 50 ҫул хушши чӑваш тӗррисене пуҫтарнӑ, вӗсене ӳкерсе илнӗ, «Чӑваш эрешӗ» илемлӗх альбомӗ хатӗрленӗ. Анчах та пурӑннӑ чухне ӑна кӑларса ӗлкӗреймен, вӑл 100 ҫул тултарнӑ тӗле кӗнекене А. А. Трофимов искусствовед хатӗрленӗ.

undefined

1939 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх куравне хутшӑнма Алькешри «Паха тěрě» фабрикӑн ӗҫченӗсем ӑсталанӑ «Чӑваш АССРӗн тӗрленӗ картти» чи хаклӑ экспонатсенчен пӗри шутланать. Унӑн калӑпӑшӗ тӗлӗнмелле: 276,5 х 245,5 см. Карттӑна 11 ӑста тӗрленӗ (А. А. Андреева, А. В. Васильева, А. С. Иванова, Г. Г. Гордеева, М. З. Захарова, А. К. Кузьмина, М. М. Моисеева, Ал. С. Степанова, Ан. С. Степанова, А. Ф. Филиппова, Л. Г. Яковлева). Вӑл вӑхӑтра ҫамрӑк ӳнерҫӗ пулнӑ Е. И. Ефремова эскизӗ тӑрӑх йӗри-тавра хӗрхӗлтӗм тӗрре тӗрленӗ.

Музейра Чӑваш АССР халӑх ӳнерҫин Екатерина Иосифовна Ефремовӑн пултарулӑх ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тата «Паха тěрě» фабрика ҫинчен каласа паракан материал пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Е. И. Ефремова хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне чӑваш тӗррине халалланӑ. Пӗрчӗн-пӗрчӗн халӑх тӗррисемпе ҫӗввисене пуҫтарса, хальхи саманана ҫывӑхлатса вӑл тӗрре ҫӗнӗ шая ҫӗкленӗ. Совет тапхӑрӗнче чӑваш тӗррине 100 ытла ҫӗршывра кӑтартнӑ.

Е. И. Ефремова хывнӑ ырӑ йӑла-йӗркене хальхи ӳнерҫӗсемпе халӑх ӑстисем (М. В. Симакова, Е. Н. Жачева, Т. И. Петрова, Н. Ф. Ильина, А. В. Андреева, Т. В. Шаркова тата ыт. те) малалла тӑсаҫҫӗ. Республикӑри, регионсем хушшинчи, пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери тӗрлӗ конкурссемпе куравсене хутшӑнса вӗсем чӑваш халӑх алӑсталӑх ӳнерӗн пуянлӑхне кӑтартаҫҫӗ.

Ӗҫ-хӗл

Чӑваш тӗррине упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 276 №-лӗ Хушӑвӗпе Чӑваш тӗррин кунне йӗркеленӗ[4].

Чӑваш тӗррин музейӗ ҫак наци уявне ирттерекен тӗп вырӑнсенчен тата пуҫаруҫисенчен пӗри пулса тарать, йӑлана кӗне акцисенчен чылайӑшӗ чи малтан кунта пуҫланаҫҫӗ.

2019 тата 2020 ҫулсенче музейра «Орнамент-фест «Эреш» регионсем хушшинчи фестиваль йӗркеленӗ. Унта Чӑваш Республикинчи тата Раҫҫейри чылай регионти чӑваш тӗрӗҫисем хутшӑннӑ[5].

Чӑваш тӗррин музейӗнче ача пахчисенчи, Шупашкар хулинчи тата Чӑваш Республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулсенчи ачасемпе тӗрлӗ заняти, ӑсталӑх класӗсем ирттермелли пӗчӗк «Пултарулӑх лаҫҫи» зал пур.

2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче музейра Чӑваш тӗррин наци шкулӗ уҫӑлнӑ. Занятисене республикӑри палла тӗрӗ ӑстисем, дизайнерсемпе модельерсем ирттереҫҫӗ. Тӗрӗ шкулӗнче тӗрлеме вӗреннисӗр пуҫне тӗрӗ историйӗпе пӗлтерӗшне, унӑн чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнчи вырӑнне тӗпчесе пӗлеҫҫӗ[6] [7].

Сӑнсен пуххи