Сельверстрова Надежда Аркадьевна

Сельверстрова Надежда Аркадьевна (ҫур. 1971 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ, Каншел, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — музей ӗҫченӗ, чӑваш сӑвӑҫи. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2022).

Пурнӑҫӗ

1971 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш АССР йышне кӗрекен Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче ҫуралнӑ. Первомайскинчи вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1988–1993 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ илнӗ[1]. Университетӑн медицина факультетӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ[1].

1993–1994 ҫулсенче Хусанта тухса тӑракан «Сувар» тата Шупашкарти «Аван-и?» чӑваш хаҫачӗсенче корреспондент пулса ӗҫленӗ, каярахпа Шупашкарта «Сурпан» курав залӗнче тӑрӑшнӑ.

1997 ҫултанпа Чӑваш наци музейӗнче ӗҫлет: этнографи пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ пулнӑ[2], 2012 ҫултанпа Музейпе курав центрӗн ертӳҫи пулса тӑрӑшнӑ. 2018 ҫултанпа Чӑваш тӗррин музейне ертсе пырать[1][3]. Чӑваш Енӗн Халӑх пултарулӑх ӗҫӗсен илемлӗхпе эксперт канашӗн пайташӗ[4].

Пултарулӑх ӗҫӗсем

Шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех сӑвӑсем ҫырма пуҫланӑ. Авторӑн сӑввисем республикӑри хаҫат-журналсенче, Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательстви кӑларнӑ ятарлӑ сӑвӑ пуххисенче кун ҫути курнӑ. Унӑн ӗҫӗсене «Ҫӳл тӳпере ҫич ҫӑлтӑр» (1996) сӑвӑ пуххине, ҫавӑн пекех чӑваш литературин антологине кӗртнӗ[1].

Вӑл «Пахаланӑ хӗлле. 1982. Кӗнеке туни истори» курав проекчӗн, «Эреш» орнамент-фестӗн, «Чӑваш ҫӗрӗн эрешӗсем» куҫса ҫӳрекен куравӑн авторӗ. Чӑваш наци телекуравӗнче тухса тӑракан «Ылтӑн ҫӳпҫерен» кӑларӑмсен пӗрлехи авторӗ тата сценарисчӗ[1].

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2022).
  • «Раҫҫей мӑнаҫлӑхӗ» (выр. Гордость нации) пӗтӗм Раҫҫейри общество премийӗн лауреачӗ (2022) — «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проектшӑн (Т. Н. Волкова, О. К. Иванова, Н. А. Сельверстрова — 1-мӗш вырӑн)[1].
  • Чӑваш Республикин Культура, нацисен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп хучӗ (2006).
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (2021).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Сельверстрова, Надежда Аркадьевна (09.12.1971). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
  2. ^ IX Петровские чтения. Чувашский национальный музей (31 пушӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ.
  3. ^ Ирина Кузьмина. Шупашкарти Чăваш тӗррин музейӗнчи экспонатсене 100 çул пухнă. Сувар (25 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
  4. ^ Художественно-экспертный совет по народным художественным промыслам Чувашской Республики. Кабинет Министров Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.

Каҫӑсем