Петров-Тинехпи Михаил Петрович
Петров Михаил Петрович (хушма ячӗ — Тинехпи; 1877 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ [28-мӗшӗ], Мăн Элмен, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1938 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ, Ҫӗрпӳ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чӑваш пӗрлӗх ӗҫченӗ, историк тата этнограф, чӑваш булгаризмӗпе национализмӗн идеологӗ[1]. Хусан университечӗ ҫумӗнчи археологи, истори тата этнографи пӗрлӗхӗн пайташӗ.
Чӑн чӑвашла ячӗ — Тинехпи Петӗр Михалкки[2].
Ачалӑхпа яшлӑх
1877 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — 28-мӗшӗнче) Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Вӑрнар районне кӗрет) Мӑн Элмен ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ нишлӗхре иртнӗ: ҫемье хура пӳртре пурӑннӑ, лаши те, ӗни те пулман.
1887 ҫулта Михаил Петров Элӗк салинчи шкула вӗренме кӗнӗ. Педагогикӑра сахал пӗлекен, вӗренекенсене хӗнекен учительпе хирӗҫнӗ хыҫҫӑн вӑл килне таврӑннӑ та часах Юнтапа шкулне куҫнӑ. Кунта ӑна Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ А. И. Иванов опекӑна илнӗ, «вӗренӗвӗ те калама ҫук чаплӑ кайнӑ».
1890 ҫулта учитель Михаил Петрова тата темиҫе вӗренекене Чӗмпӗр чӑваш шкулне вӗренме илсе кайнӑ. Михаил конкурс витӗр иртнӗ, шкула 1897 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Чӗмпӗрте Петров вырӑс чӗлхине вӗреннӗ[1].
Яковлевпа пӗрле ӗҫлени тата хирӗҫни
Вӗренсе пӗтерсен Петров Чӗмпӗр уесӗнчи Вӑта Тимӗрҫен ялӗнче пуҫламӑш училищӗн учителӗ пулса ҫулталӑк вӑй хунӑ. Кунта вӑл чӑваш халӑх юррисене ҫырса илсе Николай Ашмарина ярса панӑ. Ытларах пӗлӳ илме ӗмӗтленсе, Петров Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн пуҫлӑхӗпе Иван Яковлевпа ҫапла калаҫса татӑлнӑ: Петров халиччен чӑвашла куҫарман псаломсене куҫарать, Яковлев вара ӑна шкул ӗҫне пӑрахса Чӗмпӗр тӗн семинарине вӗренме кӗме ирӗк парать — вӑл чӑвашсене пӗлӗве малалла тӑсма май паракан пӗртен-пӗр вырӑн пулнӑ.
1901 ҫулта семинарирен вӗренсе тухсан Яковлев Петрова Спас уесӗнчи (халӗ Тутарстан Республикин Элкел районӗ) Сиктӗрме ялӗнчи икӗ класлӑ училищӗне ертсе пыма ярать[1], 1903 ҫулта ӑна Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ ҫумӗнчи хӗрарӑмсен училищинче вырӑс чӗлхине вӗрентме чӗнсе илет. Ҫак вӑхӑтра Петров Яковлева миссионер ӗҫӗнче пулӑшнӑ: вырӑсларан тата авалхи чиркӳ славян чӗлхисенчен чӑвашла кӗнекесем, кӗлӗсем, юрӑсем куҫарнӑ, Ҫӗнӗ халал куҫарӑвӗсене куҫарас ӗҫе хутшӑннӑ.
1905 ҫулта Петров хӑйӗн пӗрремӗш ӑслӑлӑлӑх ӗҫне — «Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи чӑвашсем ҫинчен» этнографи тӗрленчӗкне — пичетлесе кӑларнӑ. Ҫав ҫулах ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл Чӗмпӗр шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Татьяна Павловӑна качча илнӗ, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӑна священник санне панӑ. Петрова Кӑрмӑш уесӗнчи Ураскилт ялне яма палӑртнӑ, анчах вӑл Чӗмпӗрте юлма май тупнӑ. Кунта вӑл шкул ҫумӗнчи саккун вӗрентӳҫи тата шкул чиркӗвӗн настоятелӗ пулса ӗҫленӗ, 1906 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа — ҫавӑн пекех шкул ҫумӗнче уҫнӑ прихут чиркӗвӗн саккун вӗрентӳҫи.
1907 ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче хӑйсене кӳрентернӗ вӗрентӳҫӗне Кочурова хирӗҫ вӗренекенсен пӑлхавӗ (ҫавна пула шкултан чӑваш поэзийӗн пулас классикне Константин Иванова кӑларса янӑ) пулса иртнӗ. Михаил Петров ҫак хирӗҫтӑрура вӗренекенсем майлӑ пулнӑ, Яковлев ҫакна шкул интересӗсене сутни вырӑнне хунӑ.
Яковлевпа хирӗҫсе кайнӑран тата сывлӑхӗ хавшанӑран 1907 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче Петров тӑван тӑрӑхне, Етӗрне уесне, таврӑннӑ, Пушкӑрт ялне прихут пачӑшки пулса ӗҫлеме кӗнӗ.
Чиркӳ ӗҫӗ тата Хусан тӗн академийӗ
Тӑван енре Михаил Петров Пӑрнаш, Юмалоки, Орпа Павлово ялӗсенче пуҫламӑш училищӗсем уҫма пулӑшнӑ, Пушкӑрт ялӗнче халӑх вулав ҫуртне уҫнӑ.
1911 ҫулта унӑн арӑмӗ вилнӗ.
Петров священник вырӑнӗнче чиркӳ ӗҫӗнче чӑваш чӗлхине кӗртессишӗн кӗрешнӗ, ӑна вырӑс духовенстви хирӗҫ пулнӑ. Ҫак вӑхӑталла Яковлевпа унӑн хутшӑнӑвӗсем лайӑхланнӑ пулмалла, ӑна вӑл ҫак кӗрешӗвӗн ӑнӑҫӑвӗсене курса ӗненме Пушкӑрта та чӗннӗ.
1914 ҫулта Петров Пушкӑртри чиркӗве хӑварса Хусан тӗн академине вӗренме кӗнӗ. Тӗн курсӗсемсӗр пуҫне, хушса вӗренме вӑл этнографи, тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхисемпе историйӗн курсӗсене суйласа илнӗ. Диплом ӗҫне Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн историне халалланӑ.
1916 ҫулта Хусанта Вӑта Атӑлҫири вырӑс мар халӑхсен лару-тӑрӑвне халалланӑ Петровӑн пысӑк ӗҫӗ пичетленсе тухнӑ.
Революци хыҫҫӑн
1917—1918 ҫулсенче Михаил Петров чӑваш халӑхӗн наци юхӑмне хастар хутшӑннӑ, национал-демократсен позицине йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш тӗн юхӑмӗнче те самай пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ: чӑваш духовенствин пухӑвӗсене, чӑваш епархине тӑвассишӗн йӗркеленӗ акцисене ирттерме хутшӑннӑ, чӑваш епископӗ (архиерейӗ) вырӑнне йышӑнма хӑйӗн кандидатурине тӑратнӑ.
1918 ҫулхи авӑн — 1919 ҫулхи пуш уйӑхӗсенче Петров Шӑхранти учительсен семинарийӗнче чӑваш чӗлхине, историне тата этнографине вӗрентнӗ, кайран Чикме уесӗнчи Ишек салинче священник пулса ӗҫленӗ. Кунта вӑл иккӗмӗш хут мӑшӑрланнӑ, каллех Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хӗре качча илнӗ.
1919 ҫулта Петров «Канаш» хаҫатра чӑваш чӗлхинче вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсене адаптацилес тата ҫӗнӗ сӑмахсем тӑвас принципсем ҫинчен икӗ статья пичетлесе кӑларнӑ. Ҫав ҫулах авӑнӑн 12-мӗшӗнче ӑна Хусан университечӗ ҫумӗнчи археологи, истори тата этнографи обществин пайташне суйланӑ.
1921 ҫул пуҫламӑшӗнче пуп санне пӑрахӑҫласа Чӑваш автономи облаҫӗн халӑх вӗрентӗвӗн пайӗ ҫумӗнчи куҫару комиссине ӗҫе кӗнӗ, каярах ӑна ертсе пынӑ. Пӗр вӑхӑтрах 1921—1923 ҫулсенче вӑл каярах Педагогика техникумӗ пулса тӑнӑ Тӗп чӑваш педагогика курсӗсенче тата Чӑваш рабфакӗнче чӑваш дисциплинисене вӗрентнӗ.
1922—1926 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх издательствинче ӗҫленӗ. Вӑл Антон Чехов калавӗсене чӑвашла куҫарнӑ, ачасем валли ҫӑмӑл чӗлхепе ҫырнӑ темиҫе ӑслӑлӑх кӗнеки чӑвашла пичетлесе кӑларнӑ. 1925 ҫулта унӑн «Чӑвашсем пулса кайни ҫинчен» пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗ тухнӑ.
1920-мӗш ҫулсенче пӗр вӑхӑтрах Петров Тӗп чӑваш музейӗнче ӗҫленӗ, 1926—1930 ҫулсенче унӑн директорӗ пулнӑ. Ку ӗҫре хастаррӑн музея экспонатсемпе пуянлатнӑ, ҫыруллӑ ҫӑлкуҫсем пухнӑ. Ҫав ҫулсенчех Петров Тӑван ене тӗпчекен обществӑшӑн нумай ӗҫленӗ, СССР Ӑслӑлӑх академийӗ ҫумӗнчи таврапӗлӗвӗн Тӗп бюровӗн пайташӗ пулнӑ. 1926 ҫулта Бакури тюркологсен I съезчӗн ӗҫне хутшӑннӑ, 1929 ҫулта ӑна Чӑваш АССР Ӑслӑлӑхпа культура канашӗн член-корреспондентне суйланӑ. 1931—1936 ҫулсенче Чӑваш республикин ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче ӗҫленӗ.
Чӑваш историйӗн концепцийӗ
Революцичченхи ӗҫсенче тата революци хыҫҫӑнхи малтанхи ҫулсенче Михаил Петров, пӗр енчен, чӑваш чӗлхин кӗрешӳҫи пек, анчах тепӗр енчен, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен мирлӗ вырӑсланмаллине ӑнланакан пек тухса тӑрать. Иван Яковлев шухӑшланӑ пекех вӑл чӑвашсен историйӗн пӗлтерӗшне «ҫитес вӑхӑтра аслӑ держава халӑхӗпе тӗппипех пӗрлешмелле» тенинче курать.
Анчах та 1920 ҫулсен варринелле Петров-Тинехпи чӑваш кун-ҫулӗн концепцине малтанхи шухӑшне хирӗҫле, национал-демократи никӗсӗсем ҫинче йӗркелет. Ҫак тапхӑрти историпе публицистика ӗҫӗсенче Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрне — чӑвашсен наци патшалӑхӗн тапхӑрне — чӑваш историйӗн «ылтӑн ӗмӗрӗ» пулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вырӑс тюркологӗ Николай Ашмарин маларах ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче тишкерсе пӗтӗмлетнӗ хун-пӑлхар-чӑваш пӗртымарлӑхӗ ҫинчен калакан шухӑша сарас ӗҫре Петров-Тинехпи самай пысӑк вырӑн йышӑнать[3]. Атӑлҫи Пӑлхар 1236 ҫулта пӗтнине вӗсем чӑваш наци синкерӗ, тепӗр ҫул — «чӑваш-пӑлхарсен политикӑлла вилӗмӗн ҫулталӑкӗ» тесе пӗлтернӗ.
Ун хыҫҫӑнхи 1917 ҫулчченех тӑсӑлнӑ пӗтӗм тапхӑра Петров-Тинехпи «ютсен вилӗ пусмӑрӗ» тесе шутланӑ. Ирӗклӗхе ҫухатнӑ хыҫҫӑн «чӑвашсем ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-туйӑм тӗлӗшӗнчен чухӑнланни» те унпа тӳрремӗнех ҫыхӑнса тӑнине каланӑ. Ҫав вӑхӑтрах Петров-Тинехпи тутар (Ылтӑн Урта, Хусан ханлӑхӗ), вырӑс пусмӑрӗсене пӗрешкел япӑх хак панӑ, мӗншӗн тесен иккӗмӗшӗ те «пӗрремӗшӗн тӑсӑмӗ тата аталанӑвӗ» пулса тӑрать тесе шутланӑ.
«Начатое дикими выходцами из Азии… довершила дореволюционная русская государственность, варварски хищная и до жестокости тупая. Своей колонизационной и обрусительной политикой она довела чуваш, этих потомков некогда выдающегося и культурного народа, почти до могилы».
— М. П. Петров. О происхождении чуваш. С. 58-59
Чӑваш Ене Раҫҫейпе пӗрлештернине Петров-Тинехпи ирӗксӗрлесе тунӑ пек интерпретациленӗ: «чӑвашсем пӑхӑнас теменнипе нумай ҫапӑҫнӑ … Анчах та вӗсене крепостьсем хупӑрласа илсен, пӑхӑнма тивнӗ». XVI ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи Ҫармӑс вӑрҫисене Петров-Тинехпи Атӑлҫи халӑхӗсен, ҫав шутра чӑваш халӑхӗн те, наципе ирӗклӗх юхӑмӗ тесе шутланӑ: «… Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче ирӗклӗхе чӑвашсем пек хытӑ хӳтӗлекен халӑх пулман тесен те юрать».
Петров-Тинехпи XVI—XVIII ӗмӗрсенчи чӑваш хресченӗсен пӑлхавӗсене те ҫавнашкалах хакланӑ. Вӑл ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӑлхавҫӑсен тӳсӗмлӗхӗпе ҫирӗплӗхне вӗсем хӑйсен (пӑлхар) патшалӑхӗ пирки манманнипе ҫыхӑнтармасӑр хӑвармалла мар, мӗншӗн тесен «чӑвашсем ӗлӗкхи хӑйтӗллӗнлӗхӗпе ирӗклӗхне нихӑҫан та манман».
Мӗтри Юман ҫыравҫӑ тата политика ӗҫченӗ те хӑйӗн чӑваш историйӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫӗсенче ҫакнашкал шухӑшах тытса пынӑ.
Критика кампанийӗ, тытса хупни, вилӗм
1929 ҫултан пичетре Петров-Тинехпин национализмла шухӑшӗсене сивлекен статьясемпе брошюрӑсем тухма пуҫланӑ. 1935 ҫулта Иван Кузнецов историк ӑна чӑваш «национал-шовинистсен» шутне кӗртнӗ. 1936 ҫулта Тинехпие библиотекӑран «чӑваш кабинечӗн заведующийӗн ӗҫне туса ҫитереймен» тесе ӗҫрен кӑларса янӑ.
1937 ҫулта Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн правлени председателӗ Уйӑп Мишши «Сунтал» журналта чӑваш наци юхӑмӗн ӗҫченӗсене критиклесе статья пичетленӗ. Уйӑп 1917 ҫултах «контрреволюционерсем», ҫав шутра Михаил Петров-Тинехпи, «буржуаллӑ чӑваш правительстви» йӗркеленӗ тесе ҫирӗплетнӗ. Петров-Тинехпи тӗллевлӗн хӳтӗлекен пӑлхар-чӑваш пӗртымарлӑхӗн концепцине «буржуази национализмӗ» палӑрӑмӗ тенӗ.
1937 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Михаил Петров-Тинехпие арестленӗ. Айӑплав докуменчӗсем унӑн революци хыҫҫӑнхи «вӑрттӑн пурнӑҫне» реконструкцилеҫҫӗ. Чӑваш АССР НКВД сотрудникӗсен версийӗ тӑрӑх, 1918—1919 ҫулсенчех вӑл католичество ксёндзӗсемпе Хусанта калаҫусем ирттернӗ, чӑвашсемпе ҫармӑссен тата удмуртсен Анӑҫри капитализм тӗнчипе ҫыхӑнӑвне йӗркелесшӗн, пӗрле большевизма хирӗҫ кӗрешесшӗн пулнӑ. Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче Петров-Тинехпи, следстви версийӗ тӑрӑх, «кулаксен» пӑлхавне хутшӑннӑ, ҫакӑншӑн ӑна персе пӑрахмалла тунӑ; Даниил Эльмен хута кӗнине пула ҫӑлӑнма май килнӗ.
Петров-Тинехпи Николай Шупуҫҫыннипе тата ытти ӗҫченсемпе пӗрле «контрреволюцилле шухӑш-кӑмӑллӑ националистсен» ушкӑнне кӗнине ҫирӗплетнӗ. Ушкӑна Чӑваш Енре класс кӗрешӗвӗ ҫук тенӗшӗн, Чӑваш Ене Совет Союзӗнчен «кӑларма» шутланӑшӑн, ҫавӑн пекех пӑлхар-чӑваш пӗртымарлӑхӗн идейине пропагандӑланӑшӑн айӑпланӑ. Чӑваш националисчӗсемпе ҫыхӑну тытма пултарнӑ тесе Петров-Тинехпин ӑслӑлӑх корреспондентне Николай Поппе лингвиста тӗрӗсленӗ.
1937 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче Михаил Петров-Тинехпие ӗҫлесе юсанмалли лагере 10 ҫуллӑха хупнӑ. Е. П. Погодин историк шухӑшӗпе, 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тӗпчевсене чӑтаймасӑр[4] Петров-Тинехпи Ҫӗрпӳ тӗрминче вилнӗ.
Ӗҫӗсене хаклани
Иван Яковлев, хутшӑнӑвӗсем кӑткӑс пулсан та, Михаил Петрова вӗреннӗ те ӗҫчен ҫын тесе хакланӑ, «ӑна вӑл чӑваш ӗҫне малалла тӑсма хавхалантарнӑ, анчах та ӑна ҫак ӗҫӗн тӑшманӗсем чӑрмавлаҫҫӗ»[1].
1955 ҫулта реабилитацилеме хутсем хатӗрленӗ чухне марксистсем Петровӑн историпе ҫырнӑ ӗҫӗсене тӗпченӗ. Вӗсенче классем ҫине пайлани ҫуккине палӑртнӑ, пӑлхар-чӑваш пӗртымарлӑхӗн концепцине вара нимӗҫсен «расӑсен теорийӗпе» танлаштарнӑ. Апла пулин те 1956 ҫулта Михаил Петров-Тинехпин таса ятне тавӑрнӑ.
Василий Димитриев историк, Чӑваш тӑрӑхне Раҫҫейпе хӑй ирӗкӗпе пӗрлештернӗ концепцийӗшӗн тӑраканскер, Петров-Тинехпи ӗҫӗсене, сӑмахран, вӑл Вырӑс патшалӑхӗ ҫине япӑх пӑхнӑшӑн критикленӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех Димитриев ӑслӑлӑх оппоненчӗн харпӑр пахалӑхӗсем пирки ырӑпа асӑннӑ, ӑна «кӑткӑс пурнӑҫ» пурӑнса ирттернӗ «пысӑк кӑмӑл-сипетлӗ ҫын» тесе хакланӑ[1].
Юрий Яковлев философ Тинехпи шухӑшӗсенчи 1917 ҫул хыҫҫӑнхи радикаллӑ улшӑнусем ҫине тимлӗх уйӑрать. Революциччен вӑл — чӑвашсене вырӑслантарассишӗн тӑракан чиркӳ служителӗ, кайран — чӑваш националисчӗ тата атеист. Ҫак тӗлӗшрен кунта уйрӑм модель, «иезуитство», курӑнать. Философ шучӗпе, чӑваш просветителӗ Иван Яковлев тата унӑн чи чаплӑ ӑс-хакӑл вӗренекенӗсем, Михаил Петров-Тинехпипе Мӗтри Юман, XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи самана таппи витӗр вӑл вӑхӑтри еврейлӑх стратегине тӗпе хурса (тӗслӗх вырӑнне Илья Эренбурга илсе кӑтартать) тухма хӑтланнӑ, анчах та ҫак ҫул ҫинче вӗсене никама та ӑнӑҫман.
Туринге йӑхӗ
Пётр Иванов-Туринге, 1818 ҫулта ҫуралнă, вăрăм ӗмӗр пурăннă. Вăл виҫӗ ывăл (Андрей, Яков, Гурий) тата икӗ хӗр (Матрёна тата Меланья) ӳстернӗ.
Петров-Туринге Андрей Петрович 1858 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн икӗ ывӑл пулнӑ: пӗрремӗш ывăлӗ, Пётр, 1887 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗнче Чӗмпӗрте ҫуралнă, иккӗмӗш ывăлӗ, Владимир, 1889 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче Ӗпхӳ кӗпӗрнин Пелепей уесӗнчи Пишпӳлек ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ.
Андрей Петровичăн аслă ывăлӗ 1908 ҫулта Ӗпхӳри тӗн семинарине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫăн икӗ ҫул Уральскра учительте ӗҫленӗ; унтан икӗ ҫул Хусанти ветеринари институтӗнче вӗреннӗ, кайран Ҫтерлӗ уесӗнчи Куганак ялӗнчи земство библиотекин ертӳҫи пулса тӑрӑшнă. Граждан вăрҫи хыҫҫăн Треппел ялӗнче учительте ӗҫленӗ, 1926 ҫултанпа Ӗпхӳре тата Пелепейри Чăваш педтехникумӗнче вӗрентнӗ. Репрессие лекнӗ.
Кӗҫӗн ывăлӗ тӗн семинарине 1910 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ те Пукрав чиркӗвӗнче священник пулса ӗҫленӗ. Революци хыҫҫăн пӗр вăхăт Слакпуҫра священник пулнă, кайран санран тухнӑ та ҫемйипе Пелепейре пурăннă, бухгалтерта ӗҫленӗ. Унăн вилнӗ вăхăчӗ тата вырăнӗ паллă мар. Владимирăн ывăлӗ, Андрей, Тăван Ҫӗршывӑн Аслă вăрҫине хутшăннă, кайран Пушкӑрт патшалăх университетӗнче вӗрентнӗ, унта Анăҫ Европа литератури курсне вуланă.
Яков Петров (1865—1920) Чӗмпӗрти чăваш учительсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ, учительте, кайран — Пелепей уесӗнчи Курятмас ялӗнчи чиркӳ священникӗнче ӗҫленӗ, унта вăл ҫирӗм ытла ҫул ӗҫленӗ. Унăн 11 ача пулнă, вӗсенчен 7-шӗ учительсем, ыттисем — врачсем тата шут ӗҫченӗсем пулнă.
Меланья Петровнăн икӗ ывăл пулнӑ: пӗри —Михаил (Петров-Тинехпи Михаил Петрович).
Гурий Петровичăн 3 ывăл тата Анна (1883—1959) хӗрӗ пулнă, унăн ывăлӗ Алексей Александрович Александров Красноярскра пурăннă, 1968 ҫулта «Петров-Туринге ăрăвӗн таблицине» тунă. Ҫав вăхăта Турингесен иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш ăрăвӗнчен 45 ҫын пурӑннă: 10 учитель, 9 врач, 14 инженер, 5 цех пуҫлăхӗ тата предприяти мастерӗ, 3 офицер, 4 колхоз председателӗ тата бригадирӗ.
Ҫак икӗ ăруран 9 ҫын Тăван Ҫӗршывӑн Аслă вăрҫин фрончӗсенче пуҫ хунă.
Туринге ăрăвӗн тăваттăмӗш тата пиллӗкмӗш ăрăвӗ 150 яхăн ҫынран тăнă[5].
Астӑвӑм
- 2001 ҫултанпа Шупашкарта ҫулсерен историпе музееведенине халалланӑ Петров вулавӗсем иртеҫҫӗ[6].
- Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ М. П. Тинехпи ячӗллӗ диплом йӗркеленӗ.
Суйласа илнӗ ӗҫӗсем
- «Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи чӑвашсем ҫинчен» (1905);
- «Атӑл-Кама тӑрӑхӗнчи вак халӑхсен тӑрӑмӗ тата Н. И. Ильминскийӗн ҫутта кӑларас ӗҫ тытӑмӗ» (1916);
- «Чӑвашсем пулса кайни ҫинчен» (1925);
- «Чӑваш историйӗн кӗске очеркӗсем. 1-мӗш пайӗ. Авалхи истори йӗрӗсем» (1928);
- «Чӗмпӗр чӑваш шкулӗпе Иван Яковлевич Яковлев» (1928).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 В.Д. Димитриев. М.П. Петров (Тинехпи) — деятель просвещения и культуры, этнограф и историк. — 2003.
- ^ Н. Ванеркке. Чӑвашла ҫырасси (правӗлӑсемпе орфокрафи словарӗ). — 1929.
- ^ Н.И. Ашмарин. Болгары и чуваши. — 1905.
- ^ Е.П. Погодин. Об историзме в изучении истории чувашского народа // Проблемы национального в развитии чувашского народа. — Чебоксары: Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 1999.
- ^ Алексей Кондратьев. Добрый пастырь, честный гражданин (выр.). Истоки (11 авӑнӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Петровские чтения. Сайт Чувашского национального музея. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ.
Вуламалли
- Петров-Тинехпи Михаил Петрович (1877—1938) // В трагические годы: репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые: [сборник документов и очерков] = Синкерлӗ ҫулсенче: репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем / [редкол.: В. В. Андреева и др.; авт.-сост. В. П. Кошкин; худож. В. Н. Гончаров]. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2013. — С. 187—194. — ISBN 978-5-7670-2131-4.
- Димитриев В. Д. М. П. Петров (Тинехпи) — деятель просвещения и культуры, этнограф и историк: учебное пособие для гуманитарных факультетов ЧГУ / В. Д. Димитриев; Чуваш. гос. ун-т им. И. Н. Ульянова; науч. ред. А. В. Арсентьева. — Чебоксары: Изд-во ЧГУ, 2003. — 55 с. — ISBN 5-7677-0705