Тӑван ене тӗпчекен общество

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Тӑван ене тӗпчекен общество — 1921 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ[1] ҫумӗнче вырӑнти тӑрӑха тӗпчеме, ун ҫинчен ӑслӑлӑх сведенийӗсем сарма, чӑваш халӑхне ҫӗршыври халӑхсен пурнӑҫӗпе, культурипе паллаштарма йӗркеленӗ Чӑваш Ен таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗ[2] .

Чӑваш таврапӗлӗвӗн умӗнхи историйӗ

Раҫҫейре таврапӗлӳ ӗҫне I Петӗр ячӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ, ун чухне историпе таврапӗлӳ шыравӗсене аталантарма патшалӑх тӗрев панине палӑртнӑ. 1720 тата1722 ҫулсенчи указсенче тӗн тата тӗнпе ҫыхӑнман влаҫсене ҫутҫанталӑк, археологи, истори факчӗсем пирки пухнӑ сведенисене, сайра тӗл пулакан алҫырусемпе кӗнекесене Сената тата Синода (Синод библиотеки) илсе килме хушнӑ. Пӑлхар тата Пӳлер хулисене тӗпчеме Чӑваш Атӑлҫине Мессершмидт тата Страленберг экспедицийӗсем кайнӑ. 1722 ҫулта I Петӗр авалхи Пӑлхар ишӗлчӗкӗсене ҫитсе курнӑ та Хусан кӗпӗрнаттӑрне А. П. Салтыкова вӗсене упраса хӑварассишӗн тӑрӑшма хушнӑ[2].

ХVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче халӑхсен историне, культурине тата йӑлине тӗпчес ҫӗре вырӑнти ҫынсене явӑҫтарма пуҫланӑ. Чӑваш Атӑлҫи пирки статистикӑпа географи сведенийӗсене И. П. Фальк, Г. Ф. Миллер, П. С. Паллас, И. Г. Гмелин, И. Г. Георги, И. И. Лепехин, П. И. Рычков тата ыттисем пухнӑ.

1920 ҫулта Чӑваш автономи облаҫне йӗркелесен вырӑнти таврапӗлӳ вӑйлӑ аталанма пуҫланӑ. Вӑл массӑллӑ ӑслӑлӑхпа культура юхӑмӗпе палӑрнӑ, ӑна «ылтӑн вунҫуллӑх» ят панӑ. Ун чухне Чӑваш автономи облаҫӗн пур ертӳлӗхӗ те 1921 ҫулта Чӑваш тӗп музейӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ Тӑван ене тӗпчекен общество ӗҫне хутшӑннӑ[2].

Чӑваш таврапӗлӗвне никӗслекенсем — Василий Магницкий, Спиридон Михайлов, Виктор Громов, Николай Золотницкий, Иван Яковлев, Иван Юркин, Карл тата Александра Фукс, Василий Сбоев тата ытти тӗпчевҫӗ. Вӗсем чӑваш халӑхӗпе тачӑ ҫыхӑнура пулнӑ, Хусан тата Чӗмпӗр кӗпӗрнисенчи ӑслӑлӑх, аслӑ тата таврапӗлӳ обществисемпе ҫыхӑну тытнӑ. Вырӑнти таврапӗлӳҫӗсене пулӑшу панӑ[3].

undefined

Обществӑн тӗллевӗсемпе задачисем

Тин йӗркеленнӗ Чӑваш автономине (истори, археологи, этнографи, фольклор, халӑх вӗрентӗвӗн ыйтӑвӗсенчен пуҫласа экономикӑн тата ҫутҫанталӑка сыхлассин тӗрлӗ аспекчӗсем таран) историпе культура еткерлӗхне тишкерессине пусӑм туса пур енчен те тӗпчесси[4].

Общество тытӑмӗ, йышӗ

undefined

ОБществӑра секцисем ӗҫленӗ: ҫутҫанталӑкпа истори, историпе археологи, этнографи, обществӑпа политика, ӳнерпе литература, ӑслӑлӑхпа ҫутӗҫ, йӗркелӳпе инструктор, информаци секцийӗсем. 1925 ҫултанпа — Конституци секцийӗ[1].

Пӗрремӗш ҫул обществӑра 51 ҫын пулнӑ, 1924 ҫулта — 90, 1926 ҫулта — 155, ҫав йышра академиксем, профессорсем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем — 27-ӗн, вӑтам шкул преподавателӗсем — 24-ӑн, агрономсем — 16-ӑн, тухтӑрсем — 6-ӑн, литераторсем — 6-ӑн, ӳнерҫӗсем — 6-ӑн, вӗренекенсем — 27-ӗн, ыттисем — патшалӑх служащийӗсем.

Тӑван ене тӗпчекен обществӑн активне К. В. Элле, Д. С. Элмен, Н. И. Ванеркке, И. К. Лукьянов, Д. П. Петров, Ф. П. Павлов таврапӗлӳҫӗ-энтузиастсем кӗнӗ.

Историйӗ

ОБществӑна 1921 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ ҫумӗнче вырӑнти тӑрӑха тӗпчеме Чӑваш Ен таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗ пек йӗркеленӗ. Ӑна йӗркелес ӗҫе Элмен Д. С. хастар хутшӑннӑ

Общество уставне Чӑваш облаҫӗн ӗҫтӑвкомӗ 1921 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ, канаша тепӗр кунне суйланӑ. 1921 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Тӑван ене тӗпчекен пӗрлӗхӗн ларӑвне уҫнӑ чухне президиум пайташӗ Чӑваш облаҫ ЧК председателӗ И. А. Кадушин пулнӑ. Лару Чӑваш патшалӑх театрӗнче иртнӗ.

Вырӑнти таврапӗлӳҫӗсем археологи палӑкӗсене шута илнӗ, регистрациленӗ, музейсем валли археологи япалисене пухнӑ (А. В. Васильев, К. В. Элле тата ыт.) Хӑш чухне вӗсем шырав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ тата ҫӗр чавса шыранӑ. А. П. Милли (Прокопьев) арап ҫырулӑхӗллӗ тупӑк чулӗсене тупса тӗпченӗ; К. В. Элле авалхи объектсене тишкернӗ, ҫавӑн пекех джучид укҫисен Тихомиров хасине тупнӑ вырӑнта ҫӗр чавса шыранӑ (1928). Тӑван ене тӗпчекен обществӑн ӗҫӗсенче В. Ф. Смолинӑн «Чӑваш Республикинчи Апашри авалхи масар» (1928) кӗнекисене, П. П. Ефименко отчёчӗсене тата Чӑваш Ен пирки ҫырнӑ археологи статйисене пичетленӗ. К. В. Элле тата Н. А. Архангельский 1920-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче археологипе этнографи объекчӗсен «Чӑваш Ен топонимики. Чӑваш АССРӗн аваллӑхӗсем» ал ҫыру пуххине хатӗрленӗ. 1930 ҫулта П. Н. Третьяков ГАИМК Вӑтам Атӑл экспедицийӗн ӗҫӗсене малалла тӑснӑ, Чӑваш Енри фатьян (балан) культурин палӑкӗсене (Атликасси курган вилтӑпри) тӗпчеме тытӑннӑ[5].

1930-мӗш ҫулсенче обществӑн хастар пайташӗсене буржуалла национализмшӑн айӑпласа репрессиленӗ, пӗрлӗх пӗтсе ларнӑ.

Хальхи лару-тӑру

1991 ҫулта йӗркеленнӗ Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен обществи Тӑван ене тӗпчекен обществӑн тӑсӑмӗ шутланать[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 12 февраля. Республика в событиях и лицах — Советская Чувашия(паллӑ мар). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Ефимов Л.А. "Золотое десятилетие" чувашского краеведения // Чувашский Национальный музей: люди, события, факты. — 2019. — № 14. — .
  3. ^ История - Союз чувашских краеведов. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  4. ^ Чувашская этнография в советское время: достижения и упущенные возможности. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  5. ^ Археологические памятники. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  6. ^ Краеведение Чувашии(паллӑ мар). www.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.

Вуламалли

Чӑвашла

  • Иванов, В. Краеведсем пухăнса калаçрĕç / В. Иванов // Хыпар. — 2000. — 31 пуш.
  • Казаков, Н. Чăваш наци музейне тата таврапĕлĕçисен пĕрлешĕвне — 75 çул / Н. Казаков // Канаш (Ульяновск обл.). — 1996. — 27 утă.
  • Прокопьева, Р. Ват çын — тăват çын, çавăнпа та эп типмерĕм — тымар ятăм / Р. Прокопьева // Хыпар. — 2000. — 4 ака.
  • Савельев, Г. Краевед вăл — патриот, агитатор, журналист / Г. Савельев // Ленин çулĕпе (Элĕк р-нĕ). — 1996. — 7 май.
  • Станьял, В. Таврапĕлĕçисен ăраскалĕ / В. Станьял // Ялав. — 1994. — № 10. — С. 22—24.

Вырӑсла

  • Живём судьбой и памятью народа. Отчётный доклад Председателя Союза чувашских краеведов, вице-президента Чувашской народной академии В. П. Станьяла на Годичном Собрании Союза чувашских краеведов и Чувашской национальной академии (24 ноября 2007 года, Чувашский национальный музей).
  • Задачи первого этапа выполнены. Отчётный доклад председателя Союза чувашских краеведов В. П. Станьяла на IX съезде СЧК. (Чувашский национальный музей, 20 марта 2008 года)
  • Савельев, Г. Съезд краеведов / Г. Савельев // Время. — 2000. — 8 апр. (N 15).
  • Сергеев, Т. С. Общество изучения местного края (ОИМК) / Т. С. Сергеев // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 301.
  • Станьял, В. От общества изучения местного края до союза краеведов / В. Станьял // Канаш (Ульянов. обл.). — 1996. — 10 çурла ; Так же // Чувашский национальный музей : Люди. События. Факты : (1993—2000). — Чебоксары, 2001. — С. 12—13.
  • Требушкова, О. А. Общество изучения местного края и развитие массового краеведческого движения / О. А. Требушкова // Марийский археогр. вестн. — 1992. — № 2. — С. 41—47.