Юркин Иван Николаевич
Юркка Иванĕ (Юркин Иван Николаевич, 1863 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ, Пӳркел, Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1943 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ, Чĕмпĕр) — чăваш прозăçи, сăвăçĕ тата фольклорисчӗ[1].
Пурнăçĕ
Юркин Иван Николаевич 1863 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче хальхи Тутарстана кĕрекен Пăва районĕнчи Пӳркел салинче çуралнă.
Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗнче тата Хусанти учительсен семинарийӗнче вӗреннӗ. Вулӑсри писарь, писарь пулӑшаканӗ пулса ӗҫленӗ, Чӗмпӗрти акцизмпа Ульяновскри статистика управленийӗсенче хӗсметре тӑнӑ.
Чӑвашсен пӗрремӗш прозаикӗсенчен пӗри шутланать. Хӑйӗн пӗрремӗш калавне 1886 ҫулта ҫырнӑ. Унтанпа унӑн хайлавӗсем тӑтӑшах уйрӑм кӗнекесемпе пичетленнӗ. Вӑл ҫырнӑ чӑваш халӑх юррисен пуххи тӗп ӗҫ шутланать, унта халӑх лирикин пин ытла тексчӗ кӗнӗ. Чӑваш ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсен, юмахсемпе анекдотсен пилӗк пуххине пичетлесе кӑларнӑ.
Çыравçă Чĕмпĕр хулинче 1943 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче вилнĕ.
Кӗнекисем
- Юркин, И. Н. Вӗреннӗ ҫынсем / И. Н. Юркин. — Симбирск : Типо-литография Совета № 3, 1918. — 25 с.;
- Юркин, И. Н. Мул : повесть / Иван Юркин ; Светлана Савельева вулать ; Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗ. — Шупашкар : [и. ҫ.], 2020. — Устная речь : аудио;
- Юркин, И. Н. Повеҫсем. Прозӑлла сӑвӑсем. Тӗрленчӗксем. Асаилӳсем / Иван Юркин. — Шупашкар, 1986. — 271 с.;
- Юркин, И. Н. Повеҫсем / И. Н. Юркин. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издельстви, 2010. — 528 с. — (Повести);
- Юркин, И. Н. Урине / И. Н. Юркин. — Симбирск : Типография Исполнительного Комитета, 1917. — 16 с.;
- Юркин, И. Н. Хӑраманскер / И. Н. Юркин. — Сенгилей : Типография Ф. И. Сысоева, 1917. — 15 с.;
- Юркин, И. Н. Хулари кивӗ масар ҫинче / И. Н. Юркин. — Симбирск : Типо-литография Совета № 3, 1918. — 17 с.;
- Юркин, И. Н. Мул : [повесть] / И. Н. Юркин // Повеҫсем / Иван Юркин. — Шупашкар : Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, 2010. — С. 44-122.
Этнографи тата ӑслӑлӑх ӗҫӗсем
- «Указатель этнографической литературы о чувашах»;
- «Ют ҫӗрти чӑвашсем»;
- «Чӑвашсен йӑлисем» ;
- «Чӑвашсен авалхи тӗнӗ»;
- «Шӱтсем»;
- «Халапсем»;
- «Ваттисен сӑмахӗсем»;
- «Юмахсем»;
- «Чуваши»;
- «Золотой ключ к разгадке тайн Волжско-Камской Булгарии»;
- «Старая вера древнего народа»;
- «Служилые татары из чувашей».
Илемлӗ литература хайлавӗсем
- «Асамат кӗперӗ» (калав, 1886);
- «Этем пырӗ тутӑ та куҫӗ выҫӑ» (повесть);
- «Мул» (повесть);
- «Ульки» (повесть);
- «Машина Иванӗ» (повесть);
- «Кахал» (повесть);
- «Кӱпен» (калав);
- «Пархатархӑрсем» (калавз);
- «Тамӑкри юрӑсен историйӗ» (калав);
- «Кулача тӑрӑниччен ҫитерни» (1917);
- «Урине» (1917);
- «Хӑраманскер» (1917);
- «Вӗреннӗ ҫынсем» (1918);
- «Хулари кивӗ масар ҫинче» (1918);
- «Паттӑр»[2] (1931).
Асаилӳсем
- «Авалхипе хальхи пурнӑҫ».
Астӑвӑм
- Чӑваш телекуравӗнче «Иван Юркин» (режиссерӗ — В. Ф. Карсаков, сценарисчӗ — Ю. В. Яковлев) фильм ӳкернӗ;
- тӑван Пӳркел ялӗнче И. Н. Юркин ҫурт-музейне уҫнӑ (1998)[3];
- 2013 ҫулта музей ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ Родионов В.Г. История чувашской литературы XX века. — Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук, 2015. — С. 48. — 430 с. — ISBN 978-5-7670-2361-5.
- ^ Юркин И. Н. Паттӑр
- ^ "Дом-музей И.Н. Юркина" / Бюргановская сельская библиотека - филиал № 7. kitap.tatar.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Защищал самобытность народа (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
Вуламалли
- Романова, E. Юркка Иванĕн революцичченхи пултарулăхĕ / E. Романова // Календарь года = Çулталăк кĕнеки : 1998. – Шупашкар, 1997. – С. 99–102.
- Яковлев, Ю. Хăйне те, чăваш халăхне те çÿл ту çинче курнă / Ю. Яковлев // Тăван Атăл. – 1998. – № 11–12. – С. 67–68.
- Афанасьев, П. Юркин Иван Николаевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 535–536.
- Юркин Иван Николаевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.–альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 529.
- Яковлев, Ю. В. В чем тайна жизненного и творческого долголетия В. Г. Eгорова и И. Н. Юркина / Ю. В. Яковлев // Чăваш чĕлхи : аваллăхран малашлăха. – Шупашкар, 2000. – С. 57–59.
- Яковлев, Ю. Особенности восприятия Иваном Яковлевым и Иваном Юркиным идей русского национализма / Ю. Яковлев // Диалог культур : проблемы художественного сознания. – Чебоксары, 2000. – С. 91–101.
- Яковлев, Ю. В. Юркин Иван Николаевич / Ю. В. Яковлев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 696.