Лукьянов Иван Константинович

Ива́н Константи́нович Лукья́нов (1889 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ, Ишевкке, Чӗмпӗр районӗ1952 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ, Хусан) — Раҫҫейри тата совет саманин тухтӑрӗ, гигиенист, сывлӑх сыхлавне йӗркелекенӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1932), профессор (1935). Чӑваш АССР сывлӑх сыхлавӗн чи пӗрремӗш халӑх комиссарӗ. Татар АССР-ӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1945).

Пурнӑҫӗ

Лукьянов Иван Константинович 1889 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче (нарӑсӑн 1-мӗшӗнче) Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи Ишевкке ялӗнче (хальхи Чӗмпӗр облаҫӗн Чӗмпӗр районӗ) ҫуралнӑ[1][2].

1918 ҫулта Хусан университечӗн медицина факультетне вӗренсе пӗтернӗ[1][3].

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине (1917–1918 ҫулсенче — Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фронтӑн ҫар тухтӑрӗ) тата Граждан вӑрҫине (1918–1921 ҫулсенче — Хӗвелтухӑҫ, Кавказ тата Кавказхыҫ фрончӗсен госпитальсен тухтӑрӗ) хутшӑннӑ[1][3].

1921 ҫултан пуҫласа 1926 ҫулччен Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн системинче ӗҫленӗ. Чӑваш автономи облаҫӗн сывлӑх сыхлавӗн облаҫри пайӗн ертӳҫи пулнӑ (1921–1925), 1925 ҫултан пуҫласа 1926 ҫулччен Чӑваш АССР сывлӑх сыхлавӗн халӑх комиссарӗн вырӑнне йышӑнса тӑнӑ. Вӑл Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн системине йӗркелекенсенчен пӗри шутланать[2][3].

1926 ҫулта Хусана куҫса кайнӑ, унта вӑл Тухтӑрсен пӗлӗвне ӳстерекен Хусан патшалӑх институтӗнче (ГИДУВ) ӗҫлеме пуҫланӑ. Ординатор, каярахпа пӗтӗмӗшле гигиена кафедрин ассистенчӗ пулнӑ[2][3]. 1932 ҫулта ӑна, диссертаци хӳтӗлемесӗрех, «Водоснабжение в Чувашской и Татарской автономных республиках» монографишӗн медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗн ӑслӑлӑх степеньне панӑ[2][3]. 1935 ҫулта профессор ятне тивӗҫнӗ[1][2].

1935 ҫултан пуҫласа 1948 ҫулччен социаллӑ гигиена тата сывлӑх сыхлавӗн организацилессин кафедрине ертсе пынӑ, 1939 ҫултан пуҫласа 1946 ҫулччен — Хусан ГИДУВ-ӗн эпидемиологи кафедрин ертӳҫи пулнӑ[1]. 1932 ҫултан пуҫласа 1952 ҫулччен ҫав институтрах пӗтӗмӗшле гигиена кафедрине ертсе пынӑ[2][3].

Наука ӗҫӗ-хӗлӗ

Лукьянов Иван Константиновичӑн тӗп ӑҫлӑлӑх ӗҫӗсем трахома чирӗнчен сыхланас ыйтусене, шыв ҫӑлкуҫӗсен, тӑпрасен санитари характеристикине, юхса тухакан шывсене тата шывсем хӑй тӗллӗн тасалассине тӗпчессине халалланӑ пулнӑ[1][2].

Вӑл 50 яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра тӑватӑ монографин авторӗ шутланать. Унӑн тӗп ӗҫӗсем: «Трахома в Волжско-Камском крае» (1925), «Водоснабжение в Чувашской и Татарской автономных республиках», «Материалы по экспериментальному исследованию рек и прудов»[3][2].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Лукьянов Иван Константинович. Татарская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Лукьянов Иван Константинович. Чӑваш энциклопедийӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Лукьянов, Иван Константинович (врач). Чӑвашлӑх несӗлӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Алексеев Г. А., Симулин А. М. Лукьянов Иван Константинович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008.
  • Лукьянов Иван Константинович // Татарская энциклопедия: В 5 т. — Казань: Институт Татарской энциклопедии АН РТ, 2006. — Т. 3.