Петров-Туринге Андрей Петрович

Петров-Туринге Андрей Петрович (1858 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ, Мăн Явăш, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1913 ҫулхи акан 23-мӗшӗ, Ĕпхӳ, Ӗпхӳ кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ) — малтанхи чăваш композиторӗсенчен пӗри, педагог-музыкант, ҫутӗҫ ӗҫченӗ, Ӗпхӳ епархийӗнчи вырӑс мар халӑхран тухнă пӗрремӗш благочинный[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1858 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ) Мӑн Явӑш ялӗнче ҫуралнă. Ҫамрăкла Хусанти Миловидов протоиерейӗн регент шкулне вӗренме кӗнӗ, унăн ҫемйинче темиҫе ҫул пурăннă. Собор священникӗ тата архиерей хорӗн регенчӗ пулнӑ Миловидовран вăл вырăс калаҫу чӗлхине, нотӑпа юрлама, сӗрме купӑс калама вӗреннӗ.

Чӗмпӗрти вӗрентекен семинарийӗнче Петров чиркӳ юррисемпе малалла ӗҫленӗ. 1877 ҫулта семинарие вӗренсе пӗтерсен, ăна Чӗмпӗрти чăваш шкулне аслă классенчи арҫын ачасен уйрăмӗнче тата хӗр ачасен уйрăмӗнче чиркӳ юррисене тата Турă саккунне вӗрентекен учитель вырăнне палăртнă. Пӗр вăхăт Чӗмпӗрти классика гимназийӗнче юрă учительӗнче ӗҫленӗ.

Шкулта Петров-Туринге ачасен хорне йӗркеленӗ, вӗренекенсене сӗрме купӑс калама вӗрентнӗ, музыка теорийӗпе тата чиркӳ юррисемпе уроксем ирттернӗ. Хора хула чиркӗвӗсене, земство пухăвӗсене чӗннӗ — хресченсем хор юрланине итлеме 100 ҫухрăмран килнӗ[2].

Андрей Петрович чăваш фольклорне — юрăсене тата кӗвӗсене — пухнă. Вăл нотăсем ҫине пӗрремӗш хут хунă чăваш халăх юррисен, чăваш шкулӗсем валли музыка учебникӗсен авторӗ, чăваш чиркӳ юррисене нотăсем ҫине хунă. Яковлев ертсе пынипе Петров-Туринге тӗнпе чун-кăмăл ыйтăвӗсемпе ҫыхăннă кӗнекесене чăвашла куҫарас ӗҫе хутшăннă[3].

1889 ҫулхи кăрлач уйăхӗнче вăл Ӗпхӳ епархийӗнче ӗҫлеме куҫнă, куҫару ӗҫне пăрахăҫламан.

Ӗпхӳ кӗпӗрнинче

Пишпӳлек ялӗ ҫумӗнче пилӗк прихут ялӗ пулнă: Пӑслӑк, Елбулак, Тури Курмяза, Анат Курмяза тата Урсай. Пишпӳлекре земство шкулӗ, Елбулăкра министерство училищи, Пӑслӑкра миссионер шкулӗ, Курмязăра чиркӳ-прихут шкулӗ ӗҫленӗ. Прихут священникӗ пулнă май, Петров ҫак шкулсенче тата училищесенче Турă саккунне вӗрентекен пулнă. Анчах та 450 ытла ҫын пурăнакан вырăс ялӗнче — Урсайра — шкул пулман. Земство пулăшма килӗшмен, ҫапах та 1890 ҫулхи раштав уйăхӗнче Петров Урсайра грамота шкулне уҫма пултарнă, унта пӗрремӗш вӗренӳ ҫулӗнчех 35 арҫын ача тата 5 хӗр ача вӗреннӗ. Петров-Туринге хăй учитель тупнă, шкула вӗренӳ хатӗрӗсемпе тата пособисемпе тивӗҫтернӗ. Шкул халăх пухакан укҫи-тенкӗпе тытăнса тăнă.

Пишпӳлекри йывăҫ чиркӗве 1868 ҫулта хысна шутӗнчен лартнă, кайран чул чиркӳ тума пуҫланă. Андрей Петрович килнӗ чухне унăн строительстви вӗҫленмен пулнӑ, ҫавăнпа та Пишпӳлеке килсенех Петровӑн ҫак ыйтупа ӗҫлеме тивнӗ. «Чиркӳре тата прихутра тăрăшса ӗҫленӗшӗн» 1893 ҫулхи нарăс уйăхӗнче А. Петрова бархатран тунă кăвак-хӗрлӗ скуфьйăпа чысланă.

1895 ҫулта епархи ертӳлӗхӗ Петрова Пелепей уесӗнчи 4-мӗш благочинни округӗн благочинныйӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Ҫак вăхăтран пуҫласа унăн православи тӗнне сарас тата уесри чăваш халăхне ҫутта кӑларас ӗҫӗ татах та сарăлнă.

Благочинныйăн уйрăмах шкулсемсемшӗн тӑрӑшнă. ӗпхӳ епархийӗнчи чиркӳ шкулӗсене сăнакан пӗлтернӗ тăрăх, Пелепей уесӗнчи миссионер шкулӗсенчи вӗренӳ ӗҫӗ тивӗҫлӗ шайра тăнă.

Петров хăйӗн ӗҫӗнче Яковлевăн сӗнӗвне пурнăҫланă: вырӑс мар халăхсен шкулӗсенче ачасене виҫӗ ҫул вӗренмелли курса пăрахăҫласа, тăватă ҫуллăха куҫмалла. Яковлев пекех, вăл шкул вӗренӗвӗнче патшалăх чӗлхи тӗп чӗлхе пулмалла мар тенӗ, анчах та наци шкулӗнче тăван чӗлхе кăна воспитани тата вӗренӳ хатӗрӗ пулаймасть тесе шутланă. Шкулсен кӗҫӗн уйрăмӗсенче вӗренӳ процесӗ тăван чӗлхепе, аслă уйрăмсенче вырăс тата тăван чӗлхепе пымалла.

Тӗн ведомствинчи ӗҫӗсемшӗн Сӑваплӑ Синодăн 1900 ҫулхи акан 11-мӗшӗнчи хушăвӗпе Петров священника камилавкăпа чысланă.

Андрей Петрович чиркӗве чунтан парăнса ӗҫленӗ, анчах та 1902 ҫулхи пуш уйăхӗнче вăл хăй ыйтса благочинный должноҫӗнчен кайнă.

1906 ҫул пуҫламăшӗнче вăл Пăва уесӗнчи Пӑлапуҫ-Пашьел ялӗнче священник пулнă.

Анчах та нумай та вăхăт иртмен Петров чирлесе кайнă. 1913 ҫулхи хӗл вӗҫӗнче вăл ывăлӗ патне Ӗпхӗве кайнӑ, унта йывăр чир хыҫҫăн акан 23-мӗшӗнче вилнӗ. Акан 25-мӗшӗнче Ӗпхӳре Сергий ҫăвине пытарнă[2].

Ҫемье

Вăл Чӗмпӗрте ҫемье ҫавăрнă. Пӗрремӗш ывăлӗ, Пётр, 1887 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗнче Чӗмпӗрте ҫуралнă, иккӗмӗш ывăлӗ, Владимир, 1889 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ, ку вăхăтра Андрей Петрович Пишпӳлек ялӗнчи Троица чиркӗвӗнче священник пулса ӗҫленӗ. 1892 ҫулхи кăрлачăн 31-мӗшӗнче виҫҫӗмӗш ача ҫуратнă чухне унăн арăмӗ Анна вилнӗ.

Андрей Петровичăн аслă ывăлӗ 1908 ҫулта Ӗпхӳри тӗн семинарине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫăн икӗ ҫул Уральскра учительте ӗҫленӗ; унтан икӗ ҫул Хусанти ветеринари институтӗнче вӗреннӗ, кайран Ҫтерлӗ уесӗнчи Куганак ялӗнчи земство библиотекин ертӳҫи пулса тӑрӑшнă. Граждан вăрҫи хыҫҫăн Треппел ялӗнче учительте ӗҫленӗ, 1926 ҫултанпа Ӗпхӳре тата Пелепейри Чăваш педтехникумӗнче вӗрентнӗ. Репрессие лекнӗ.

Кӗҫӗн ывăлӗ тӗн семинарине 1910 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ те Пукрав чиркӗвӗнче священник пулса ӗҫленӗ. Революци хыҫҫăн пӗр вăхăт Слакпуҫра священник пулнă, кайран санран тухнӑ та ҫемйипе Пелепейре пурăннă, бухгалтерта ӗҫленӗ. Унăн вилнӗ вăхăчӗ тата вырăнӗ паллă мар. Владимирăн ывăлӗ, Андрей, Тăван Ҫӗршывӑн Аслă вăрҫине хутшăннă, кайран Пушкӑрт патшалăх университетӗнче вӗрентнӗ, унта Анăҫ Европа литератури курсне вуланă[2].

Туринге йӑхӗ

Андрей Петров-Туринген ашшӗ, Пётр Иванов-Туринге, 1818 ҫулта ҫуралнă, вăрăм ӗмӗр пурăннă. Вăл виҫӗ ывăл (Андрей, Яков, Гурий) тата икӗ хӗр (Матрёна тата Меланья) ӳстернӗ.

Яков Петров (1865—1920) Чӗмпӗрти чăваш учительсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ, учительте, кайран — Пелепей уесӗнчи Курятмас ялӗнчи чиркӳ священникӗнче ӗҫленӗ, унта вăл ҫирӗм ытла ҫул ӗҫленӗ. Унăн 11 ача пулнă, вӗсенчен 7-шӗ учительсем, ыттисем — врачсем тата шут ӗҫченӗсем пулнă.

Меланья Петровнăн икӗ ывăлӗнчен пӗри — Михаил Петров (Тинехпи) — 20-мӗш ҫулсенчи Чăваш Енӗн паллă культура тата ăслăлăх ӗҫченӗ; 1938 ҫулта ҫӗрпӳ тӗрминче вилнӗ.

Гурий Петровичăн 3 ывăл тата Анна (1883—1959) хӗрӗ пулнă, унăн ывăлӗ Алексей Александрович Александров Красноярскра пурăннă, 1968 ҫулта «Петров-Туринге ăрăвӗн таблицине» тунă. Ҫав вăхăта Турингесен иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш ăрăвӗнчен 45 ҫын пурӑннă: 10 учитель, 9 врач, 14 инженер, 5 цех пуҫлăхӗ тата предприяти мастерӗ, 3 офицер, 4 колхоз председателӗ тата бригадирӗ.

Ҫак икӗ ăруран 9 ҫын Тăван Ҫӗршывӑн Аслă вăрҫин фрончӗсенче пуҫ хунă.

Туринге ăрăвӗн тăваттăмӗш тата пиллӗкмӗш ăрăвӗ 150 яхăн ҫынран тăнă[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Энциклопедия Вурнарского района. Том 1 : Петров (Туринге) Андрей Петрович (выр.). Энциклопедия Вурнарского района. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Алексей Кондратьев. Добрый пастырь, честный гражданин (выр.). Истоки (11 авӑнӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
  3. ^ Переводчики в рясе — Советская Чувашия(паллӑ мар). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Кондратьев А. А. Туринкесем: ашшӗпе ывăлӗ // Урал сасси. 1989. 18, апрель.
  • Кондратьев А. А. Учитель-краевед // Сердцу близкие имена: Краеведческий сборник / Сост. А. А. Кондратьев. Уфа, 1998. С. 149—156;
  • Кондратьев А. А. Свет из Симбирска. Уфа, 1998. С. 176—187 и др.
  • Илюхин, Ю. Паллă фольклорист / Ю. Илюхин // Коммунизм ялавӗ. — 1970. — 13 июнь.
  • Федорова, E. Хăй пухнă юрăсен кӗнекине курма ӗмӗтленнӗ / E. Федорова // Хыпар. — 1995. — 7 утă.