Петров-Туринге Пётр Андреевич

Петров-Туринге Пётр Андреевич (1887 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ, Чĕмпĕр, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1943, Гулаг, СССР) — чăваш таврапӗлӳҫи, этнографӗ, фольклорисчӗ, педагог.

Пурнăçӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1887 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Петров-Туринге Андрей Петрович — малтанхи чăваш композиторӗсенчен пӗри, педагог-музыкант, ҫутӗҫ ӗҫченӗ, Ӗпхӳ епархийӗнчи вырӑс мар халӑхран тухнă пӗрремӗш благочинный.

Тӗн семинарийĕнче вĕренсе тухнă (1908), Хусан ветеринари институтĕнче вĕреннĕ (1910—1912). 1908—1935 çулсенче Хусан хулинчи 4 класслă училищĕре, Ӗпхӳ кӗпӗрнинчи Ҫтерлӗ уесĕнчи Треппел ялĕн шкулĕнче (халӗ Пушкӑртстан Республикин Авӑркас районӗ), Приуралье чăваш педагогика техникумĕнче (Ĕпхӳ), Кемӗр хулинчи педагогика техникумĕнче тата ытти вырăнта вĕрентнĕ.

Ӑслӑлӑх ӗҫӗ Пушкăртстан чăвашĕсен историне, этнографине тата фольклорне тĕпчес ĕçпе çыхăннă. 1927—1930 çулсенче Пушкăрт ҫӗрне тĕпчекен пĕрлĕх çумĕнчи чăваш секцийĕн ертӳçи пулнă. 1928 çулта I Пĕтĕм чăваш таврапӗлӳҫисен съезчĕн ĕçне хутшăннă (Шупашкар). 1929 çулта Пушкарт АССРӗн Пелепей кантонĕнчи чăвашсен культури, хуçалăхĕ тата пурнăç йĕркипе йăлине тĕпчекен комплекслă экспедици йĕркеленĕ, ун вăхăтĕнче чăваш халăх юррисен 100 яхăн тата фольклорăн ытти жанрĕсен хайлавĕсене çырса илнĕ. Экспедици материалĕсем тата вӑл пухнă чăваш халăх юмахĕсем Чӑваш патшалӑх гуманитари ăслăлăхсен институчӗн ӑслăлăх архивĕнче (Шупашкар) упранаççĕ.

1937 çулта репрессиленӗ, 1943 ҫулта ГУЛАГра вилнӗ. 1956 çулта реабилитациленĕ.

Ҫемье

  • Ашшӗ — Петров-Туринге Андрей Петрович (1858—1913) — малтанхи чăваш композиторӗсенчен пӗри, педагог-музыкант, ҫутӗҫ ӗҫченӗ, Ӗпхӳ епархийӗнчи вырӑс мар халӑхран тухнă пӗрремӗш благочинный[1].
  • Шӑллӗ — Владимир — 1889 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче Пелепей уесӗнчи Пишпӳлек ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ, тӗн семинарине 1910 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ те Пукрав чиркӗвӗнче священник пулса ӗҫленӗ. Революци хыҫҫăн пӗр вăхăт Слакпуҫра священник пулнă, кайран санран тухнӑ та ҫемйипе Пелепейре пурăннă, бухгалтерта ӗҫленӗ. Унăн вилнӗ вăхăчӗ тата вырăнӗ паллă мар. Владимирăн ывăлӗ, Андрей, Тăван Ҫӗршывӑн Аслă вăрҫине хутшăннă, кайран Пушкӑрт патшалăх университетӗнче вӗрентнӗ, унта Анăҫ Европа литератури курсне вуланă.

Туринге йӑхĕ

Ӑру пуҫарса яраканӗ — Пётр Иванов-Туринге — 1818 çулта çуралнă, вăрăм ĕмĕр пурăннă. Вăл виçĕ ывăл (Андрей, Яков, Гурий) тата икĕ хĕр (Матрёна тата Меланья) ӳстернĕ.

Андрей Петрович Петров-Туринге — Пётрпа Владимирӑн ашшӗ — асли пулнӑ.

Яков Петров (1865—1920) Чĕмпĕрти чăваш учительсен шкулне вӗренсе пĕтернĕ, учительте, кайран — Пелепей уесĕнчи Курятмас ялĕнчи чиркӳ священникĕнче çирĕм ытла çул ĕçленĕ. Унăн 11 ача пулнă, вĕсенчен 7-шĕ учительсем, ыттисем — врачсем тата шут ӗҫченĕсем.

Меланья Петровнăн икĕ ывăлĕнчен пĕри — Михаил Петров (Тинехпи) — 20-мĕш çулсенчи Чăваш Енĕн паллă культура тата ăслăлăх ĕçченĕ; 1938 çулта Çĕрпӳ тĕрминче вилнĕ.

Гурий Петровичăн 3 ывăл тата Анна (1883—1959) хĕрĕ пулнă, унăн ывăлĕ Алексей Александрович Александров Красноярскра пурăннă, 1968 çулта «Петров-Туринге йӑхӗн таблицине» тунă. Çав вăхăта Турингесен иккĕмĕш тата виççĕмĕш ăрăвĕнчен 45 çын пурӑннă: 10 учитель, 9 врач, 14 инженер, 5 цех пуçлăхĕ тата предприяти мастерĕ, 3 офицер, 4 колхоз председателĕ тата бригадирӗ.

Çак икĕ ăрăвран 9 çын Тăван Ҫӗршывӑн Аслă вăрçин фрончĕсенче пуç хунă.

Туринге йӑхӗн тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш ăрăвĕ 150 яхăн çынран тăнă[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Энциклопедия Вурнарского района. Том 1 : Петров (Туринге) Андрей Петрович (выр.). Энциклопедия Вурнарского района. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
  2. ^ Алексей Кондратьев. Добрый пастырь, честный гражданин (выр.). Истоки (11 авӑнӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.

Вуламалли