Муллин Пётр Николаевич

 

Муллин Пётр Николаевич (1958 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ, Виçпӳрт Шăмăршă, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2007 ҫулхи пуш уйӑхӗ, Мускав) — усламçă, 1990-мӗш ҫулсенче чылай чӑваш ҫыравҫисене пулӑшнӑ меценат. 1997 ҫулта Чӑваш Республикин президент суйлавне вице-президент пуканне йышӑнма хутшӑннӑ пулнӑ.

Пурнăçĕ

1958 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Виçпӳрт Шăмăршă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ[1].

Усламҫӑ ӗҫне Мускав хулинче йӗркеленӗ пулнӑ. Вӑл хулари инфраструктурӑна йӗрекелес, улӑштарас, ҫӗнетес енӗпе ӗҫленӗ[2].

2007 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнче йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн Мускавра вилнӗ. Пётр Николаевич Муллина тăван ялĕнче пытарнă[2]. Пытарнă чухне В.Н.Оринов сăмах тухса каланă.

Ĕçĕсем

П.Н.Муллин — спонсор тата меценат

Вӑл Чӑваш Енре меценатлӑха ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратма пуҫланӑ. Муллин, филантроп, шутсӑр нумай ҫынна пулӑшнӑ! Унӑн укҫи ачасене чикӗ леш енчи пульницӑсенче сиплеме, шкулсене, пульницӑсене, чиркӳсене ҫӗнетме, Мускавра культура мероприятийӗсем йӗркелеме кайнӑ, ҫав шутра М.Сеспель ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӑватӑ гастрольне йӗркеленӗ. Вӑл Мускавра вунӑ ытла чӑваш фольклор ушкӑнӗ валли спектакльсем йӗркелеме пулӑшнӑ, «Янташ» концерт ушкӑнӗ валли автобус туяннӑ, чӑваш авторӗсен кӗнекисене пичетленӗ, тӑван Шемуршӑ районне тата уйрӑм ҫынсене укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ… Унӑн ырӑ ӗҫӗсене шутласа тухма та май ҫук!

Вӑл пулӑшнӑ самантсенчен пӗри — 1993 ҫулта Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне Л.В. Туржанский вырӑс художникӗн «Осень. Солнце» картинине парнеленӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх университечӗн радиотехникӑпа электроника факультечӗн лабораторине ҫӗнӗ йышши техника хатӗрӗсем вырнаҫтарма пулӑшнӑ[3].

Общество ӗҫӗ-хӗлӗ

1997 ҫулта Чӑваш Республикин президенчӗн суйлавне хутшӑннӑ, В.А. Тимофеев кандидатӑн вице-президенчӗ вырӑнӗнче пулнӑ[3].

Кăсăклă фактсем

  • Мускавра унӑн виçĕ машина пулни паллӑ (ГАЗ 31029, ВАЗ 21043, ХЕНДЭСОНА)[4].
  • П.Н.Муллин Шӑмӑршӑри «Шур Кулач» ТМЯП тытса тӑнӑ[5][6].

Вуламалли

  • Пысӑк ҫухату : [Муллин Петр Николаевич]: [некролог] // Хыпар. - 2007. - 6 пуш

Каçăсем