Сокотра

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Сокотра
Администраципе территори пайӗ Socotra Governorate[d]
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3
Лаптӑкӗ
  • 3796 квадратный километр
  • 410 460 гектар
  • 1 740 958 гектар
Акваторинче е шыв ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Арави тинĕсĕ
Еткерлӗх статусӗ Пĕтĕм тĕнче кăнарлăхĕ
URL биосферного заповедника ЮНЕСКО unesco.org/new/en/natura…
Участник организации или коллектива Человек и биосфера[d]
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш 1503 метр
Сӑн
Патшалӑх
Критерий Всемирного наследия (x)[d][2]
Тӗнче пайӗ Африка
Сокотра на карте
Точка
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Сокотра (арап. سقطرى) — Инди океанӗнчи Сомали ҫыранӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ тӑватӑ утравран тата шыв ҫийӗн тухса тӑракан икӗ чул хысакӗнчен тӑракан архипелаг, Арави ҫурутравӗнчен 350 км майлӑ кӑнтӑралла вырнаҫнӑ. Архипелаг шутне ҫын пурӑнакан виҫӗ утрав (Сокотра, Абд-эль-Кури тата Самха) кӗрет, ҫын пурӑнман Дарса утрав, ҫавӑн пекех — шыв ҫийӗн тухса тӑракан Сабуни тата Каль-Фираун чул хысаксем. Архипелагӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 3796 ҫм².

Архипелаг Йемен Республикин Сокотра мухафазин пайӗ шутланать[3][4]. Лаптӑкӗ икӗ «мудиринчен» (районран) тӑрать: Хадибо (администрацийӗ пӗрешкел ятлӑ хулара вырнаҫнӑ) тата Калансипе Абд-эль-Кури (администраци Каланси хулинче вырнаҫнӑ).

2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Сокотра архипелага Кӑнтӑр Йеменӑн Куҫӑм Канашӗн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем алӑра тытма пуҫланӑ, ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Хади правительствин ҫарӗсемпе ҫапӑҫса Сокотрӑн тӗп хулинчи влаҫа — Хадибо хулинчине — хайсен аллине илнӗ[5]. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне Кӑнтӑр Йемен сепаратисчӗсем Сауд Аравийӗн условийӗсене йышӑннӑ та маларах ярса илнӗ тӑрӑхсене, ҫав шутра Сокотрӑна та хӑйсен аллинче тытса тӑрассинне пӑрахӑҫланӑ[6].

Сокотра — континентран уйрӑлса йӗркеленнӗ (урӑхла каласан, вулкана пула мар) тӗнчери чи изоляциленӗ архипелагсенчен пӗри; ӑслӑхлӑхри пӗр гипотеза тӑрӑх вӑл Африкӑран вӑтам плиоцен тапхӑрӗнче (6 млн ҫул каялла) уйрӑлса тухнӑ. Тӗпрен илсен кристаллӑ тӑпраран тӑрать.

Архипелаг Сокотра тӗп утравран (3625 км²[7]), Абд-эль-Кури утравӗнчен (133 км²), икӗ пӗчӗк утравран тӑрать. Пӗчӗккисене пӗрле «Аль-Ихванск» («Пиччӗшсем») теҫҫӗ, вӗсем Самха (41 км²) тата Дарса (5 км² яхӑн) ятлӑ[8]. Ҫавӑн пекех архипелаг шутне шыв ҫийӗн тухса тӑракан икӗ хысаклӑ утрав кӗрет — Сабуни (0,03 км²) тата Каль-Фираун (0,09 км²).

Тӗп утрав виҫӗ географи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ: ҫыран хӗрринчи ансӑр тӳремлӗхсем, карст хӑвӑлӗсемпе шӑтса пӗтнӗ акшарлӑ плато тата Хагьер тӑвӗсем, вӗсен чи пысӑк ҫӳллӗшӗ 1503 м (Машаниг тӑвӗ) ҫити хӑпарать.

Климачӗ тропиклӑ пушхирлӗ тата ҫурма пушхирлӗ (Кёппенӑн киматсен классификацийӗпе: BWh тата BSh), хӗллӗ кӑшт ҫумӑр ҫукалать: утрав варринчи тусенче, ҫыран хӗрринчи тӳремлӗхсемпе танлаштарсан, унта ытларах ӳкет. Муссонсен вӑхӑтӗнче вӑйлӑ ҫил тухать тата хумсен ҫӳллӗшӗ пысӑк.

Сокотра климачӗ
Кӑтарту Кӑр. Нар. Пуш Ака Ҫу Ҫӗр. Утӑ Ҫур. Авӑн Юпа Чӳк Раш. Ҫулталӑк
Вӑтам максимум, °C 27,2 28,5 30,5 32,7 34,2 33,9 32,0 32,3 32,7 31,4 29,8 28,0 31,1
Вӑтам температура, °C 22,0 23,4 25,1 27,5 28,9 29,0 27,6 27,5 27,6 26,0 24,2 22,7 26,0
Вӑтам минимум, °C 16,8 18,3 19,8 22,2 23,7 24,1 23,2 22,8 22,6 20,6 18,7 17,5 20,9
Юр-ҫумӑр ҫунин норми, мм 23 18 14 22 37 18 12 15 27 38 18 16 256
Ҫӑлкуҫ: http://www.cru.uea.ac.uk/~timm/cty/obs/data/obs.Socotra.htm

Флорӑпа фауна

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нумай вӑхӑт хушши Сокотра геологи тата биологи тӗлӗшӗнчен уйрӑм аталанни тата климат уйрӑмлӑхӗсем (питӗ шӑрӑх та типӗ ҫанталӑк, ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен ҫил-тӑвӑллӑ муссонсем хуҫаланни, хӗллехи уйӑхсенче климат палӑрмаллах ҫемҫелни, ҫавӑн пекех сӑртлӑ-туллӑ вырӑнсенче уйрӑм климат условисене те асӑнмалла) архипелагра хӑйне евӗрлӗ ӳсентӑрансемпе чӗрчунсен тӗнчине йӗркеленӗ, вӑл пысӑк шайри эндемизмпа палӑрса тӑрать. Ҫак сӑлтава пула Сокотрӑна ЮНЕСКО пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртнӗ. Сокотра ҫутҫанталӑкӗшӗн ютран илсе килнӗ чӗрчунсем, климат улшӑнӑвӗ тата антропогенлӑ витӗм (ҫав шутра ял хуҫалӑх чӗрчунӗсемпе ҫыхӑннисем те) кӳни тӗп хӑрушлӑхсем кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Adenium obesum subsp. socotranum
Мӑнтӑр сокотра адениумӗ, е «Кӗленче йывӑҫҫи»

Флора[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сокотрӑри ӳсентӑран тӗсӗсен пӗтӗмӗшле шучӗ (2006 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх) — 825; эндемик тӗсӗсем регионти флорӑра 37 % йышӑнаҫҫӗ[9]. Исаак Бальфур профессор ертсе пынӑ Британин пӗрремӗш тӗпчев экспедицийӗ вӑхӑтӗнчех (1880) ӑслӑлӑх валли ӳсентӑрансен икҫӗр ытла ҫӗнӗ тӗсӗсене ҫырса кӑтартнӑ; ҫак ҫӗнӗ тӗссен пӗр пайне ҫирӗм ҫӗнӗ ӑру шутне кӗртнӗ[10].

Сокотрӑри чи паллӑ эндемиклӑ ӳсентӑрансенчен пӗри тата унӑн символӗ те — киноварлӑ-хӗрлӗ драцена (Dracaena cinnabari), вӑл 10 метр ҫӳллӗш кӑмпа пек курӑнать, унӑн симӗс ҫӗлӗкӗ пур. Ҫак йывӑҫа кассан унӑн хуппинчен хӗрлӗ сӗткен юхса тухма тытӑнать, вӑл хӑвӑрт хытса ларать; хӗрлӗ тӗслӗ йывӑҫ сухӑрӗпе вырӑнти ҫынсем авалтанпах медицина, ветеринари тата косметика валли усӑ кураҫҫӗ[11].

Утравӑн тепӗр паллӑ ӳсентӑранӗ — Мӑнтӑр адениум (Adenium obesum), унӑн чечекӗсем хӗрлӗ-шупка кӗрен тӗслӗ. Чылай чӗлхере ӳсентӑран ятне тӳррӗн куҫарсан «пушхир кӗл чечекӗ» тени пулать. Ҫавӑн пекех «кӗленче йывӑҫҫи» ят та анлӑ сарӑлнӑ.

Сокотрӑра нумай алоэ тӗсӗ ӳсет, вӗсенчен чылайӑшӗпе авалтанпах медицинӑра усӑ кураҫҫӗ. Хӑйне евӗр тепӗр эндемик ӳсентӑран — Капмар дорстени (Dorstenia gigas).

Фауна[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Neophron percnopterus
Ахаль (египет) виле хурчки

Утравсем ҫинче нумай вӗҫен кайӑк пурӑнать, ҫав шутра темиҫе эндемик те, сӑмахран, вӑрӑм хӳреллӗ сокотра шӑнкӑрчӗ (Onychognathus frater), сокотра нектарници (Chalcomitra balfouri), сокотра ҫерҫи (Passer insularis) тата ылтӑн ҫунатлӑ йӳрӗк (Rhynchostruthus socotranus). Ҫавӑн пекех архипелаг утравӗсем ҫинче час-часах сокотра виле хурчкисене тӗл пулма пулать.

Сокотрӑна илсе килмен сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсем — сокотра ту качаки, цивета, ҫара ҫерҫисем.

Архипелагӑн энтомофауни шутне 25 Hexapoda ушкӑнри (идентификацилемен Diplura тата Ephemeroptera ятлисене палӑртӑ, анчах шута илмен) 1564 тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ кӗрет. Уйрӑмах 540 тӗспе палӑрса тӑракан нӑрӑсен (Coleoptera) ушкӑнне асӑнмалла. Архипелагри эндемиклӑ таксонсен йышӗ — хурт-кӑпшанкӑн 662 тӗсӗ, ку пӗтӗм энтомофаунӑн 42 % танлашать. Тӗссен чи нумай йышне (1520 тӗс, 635 эндемиклӑ таксон) архипелагӑн пысӑк утравӗнче — Сокотрӑра — палӑртнӑ[12].

Тинӗс флорипе фауни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Утрав ҫывӑхӗнчи тинӗс флорипе фауни питӗ тӗрлӗрен. Кунта ахах шыраса кӑлараҫҫӗ — вӑл хура тӗслӗ, ҫавӑн пекех тӑхлан тӗсӗ те палӑрать. Вырӑнти ҫынсем ҫыран хӗрринче кашалотсен апат ирӗлтерекен трактӗнче йӗркеленекен амбрӑна пуҫтараҫҫӗ[13].

Историллӗ даннӑйсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1,4 миллион ҫул каялла кая мар. Сокотра утравӗ ҫинчи олдувай культури[14][15].
  • Пирӗн эрӑчченхи III пинҫуллӑх — Аравипе Ҫурҫӗр-Тухӑҫ Африка ҫыранӗсем хӗррипе тинӗс карапӗсем ҫӳреме пуҫлани.
  • Пирӗн эрӑчченхи I пинҫуллӑх — Сокотра Хадрамаут пуҫлӑхӗсен аллинче тӑрать. Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем (Мухаммад Мегалломатис проф.) шутланӑ тӑрӑх ҫак тапхӑрта Аравипе Африка Мӑйраки тӑрӑхӗнче пуҫ пулса тӑнӑ Йемен регионӗнчи патшалӑх пулнӑ.
  • Пирӗн эрӑчченхи 330 ҫ. Аристотель сӗннипе унӑн вӗренекенӗ, Аслӑ Александр (Македони Александрӗ), грексенчен тӑракан Аристотель ентешӗсен отрядне ку вырӑна Сокотрӑна ярса илме тата тӗнчери чи лайӑх алоэпе тивӗҫтерме ярать. Грексем утрав ҫинчен индуссене (утрава вӗсем «Двипа сухадхара», чӑвашла куҫарсан «телей утравӗ», ят панӑ пулнӑ) хӑваласа яраҫҫӗ те утрава Диоскорида ят параҫҫӗ. Ку ята вӗсем Диоскурсене — Касторпа Поллукс пиччӗшпе шӑллӗне — халаласа параҫҫӗ. Грексен мифологийӗпе килӗшӳллӗн ку икӗ пӗртӑван тинӗспе ҫӳрекенсене хӳтӗленӗ.
  • Пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗр — Сицили Диодорӗ ҫапла ҫырать: «Сокотра — ладанпа мирра туса кӑларакан тӗнчери чи пысӑк ҫӗршыв. Утрав Аравинчи «техӗмлӗх ҫулӗн» пуҫламӑшӗнче вырнаҫнӑ: хаклӑ йышши сухӑрсене тата ытти паха таварсене кунтан тинӗспе Адена тата Канӑна ҫитереҫҫӗ» (Хусн аль-Гураб тӑвӗ патӗнче вырнаҫнӑ арави ҫыранӗнчи авалхи хадрамаут порчӗ).
  • Пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗр — «Эритра тинӗсӗн периплӗ» авторӗ хӑйӗн ӗҫӗнче сокотрсем пирки ҫырса кӑтартать: вӗсем Диоскоридӑн ҫурҫӗр пайӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем — арависенчен, индисенчен тата грексенчен тӑракан хутӑш халӑх. Утрав Хадрамаут пуҫлӑхне пӑхӑнса тӑрать.
  • Пирӗн эрӑри 52 ҫулта Фома апостол карапӗ Индие кайнӑ чухне Сокотра ҫыранӗсем патӗнче арканать. Вӑл грексене христианлӑха ҫавӑрать, хӑйӗн карапӗн ванчӑкӗсенчен христиансен пӗрремӗш чиркӗвне туса лартать.
  • Пирӗн эрӑри IV ӗмӗр. Кивӗ Тӗнчере христианлӑх анлӑ сарӑлнӑ май Арави техӗмлӗхпе суту-ил тума прахать. Тӗнче Сокотрӑпа интересленме пӑрахать.
  • Пирӗн эрӑри 582 ҫул. Утрав ҫине Козьма Индикоплов килсе каять. Вӑл ҫакна палӑртса хӑварать: Сокотрӑра пурӑнакан халӑх — грек-христиансем, вӗсен аслӑ пастырӗ Вавилонри несториансен католикосӗ шутланать.
  • 916 ҫул патнелле. Хӑйӗн «Мин ахбар ас-син ва-л-хинд» («Китайпа Инди хыпарӗсенчен») калавӗнче ислам вӑхӑтӗнчи пӗрремӗш араб ҫулҫӳревҫисенчен пӗри, Абу Зейд аль-Хасан бен Язид аль-Сирафи, ҫапла пӗлтерет: Александр Дарие ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн Аристотель, Македони пуҫлӑхӗпе яланах ҫыру ҫӳретнӗскер, ӑна Сокотра утравне шыраса тупса ӑна хӑйӗн аллине ярса илме сӗннӗ, мӗншӗн тесен «унта алоэ ӳсекен вырӑнсем пур, вӑл питӗ кирлӗ эмел, унсӑрӑн эмел пахалӑхӗ лайӑх пулма пултараймасть. Аристотель утрав ҫинче пурӑнакансен хӑваласа ярса вӗсен вырӑнне унта грексене вырнаҫтарма сӗннӗ. Вӗсем утрава сыхласа пурӑннӑ пулӗччӗс, ҫак эмеле Сирие, Грецие тата Египета ярса тӑнӑ пулӗччӗҫ. Александр унта пурӑнакан ҫынсене хӑваласа янӑ та утрав ҫинче грексен ушкӑнне килсе янӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл провинцисен пуҫлӑхӗсене, Дарий вилнӗренпе ӑна кӑна пӑхӑнса тӑраканскерсене, ҫав утрава сыхлама хушнӑ». Ас-Сирафи пӗлтернӗ тӑрӑх, грексен тӑхӑмӗсем, кайран христианлӑха йышӑннӑскерсем «ыттисемпе пӗрле (утраври халӑхпа) паянхи куна ҫитичченех утрав ҫинче пурӑнаҫҫӗ»[16].
  • X ӗмӗр. Йемен историкӗ аль-Хамдани ҫапла ҫырать: «Сокотрӑсем — Махрӑри пур йӑхран килнӗ халӑх. Кунта 10 пин христиан воинӗсем (тен, манахсем) пур. Хариджитсем Сокотрӑри ытти мӑсӑльмансем ҫине тапӑнни те пулнӑ». Арап авторӗ аль-Масууди Сокотра пиратсен хӳтлӗх вурӑнӗ тесе ҫирӗплетет.
  • XIIXIII ӗмӗрсем. Арабсен паллӑ географӗ Якут аль-Хамави пӗлтернӗ тӑрӑх, Сокотра ҫинче грексем пурӑнаҫҫӗ тата кунта пиратсен хӳтлӗх вырӑнӗ пур.
  • XIII ӗмӗр. Марко Поло ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Сокотрӑра христиансем пурӑнаҫҫӗ: вӗсем тӗнчери чи вӑйлӑ асамҫӑсем. Вӗсем Багдад архиепископне пӑхӑнаҫҫӗ. Сокотрӑра суту-илӳ вӑйлӑ аталаннӑ, унта пиратсем те хутшӑнаҫҫӗ.
  • XIV ӗмӗр. Ибн-Баттута араб ҫулҫӳревҫи Сокотра ҫинчи пиратсем пирки ҫырса кӑтартать.
  • XV ӗмӗр варри. Сокотра Шихрӑри (Хадрамаут регионӗ) аль-Катири султанӗсен аллинче.
  • XV ӗмӗр вӗҫӗ. Васко да Гамӑн пулас лоцманӗ, Рас эль-Хаймӑри Ахмад ибн Маджид «тинӗс арӑсланӗ», хӑйӗн «Тинӗс ӑслӑлӑхӗн никӗсӗсемпе правилисем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекере» ҫапла ҫырать: пӗлтерӗшлисен йышӗнче вуннӑмӗш шутланакан Соокотра утравӗ ҫинче грексен тӑхӑмӗсенчен тухнӑ христиансем пурӑнаҫҫӗ. Утрав çинче 20 пин çын пурăнать. Утрав Бану Афрар динасийӗн Махра шейхӗсен аллинче. Утрав ҫинче вырӑнти христиансене суд тӑвакан ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑм пур.
  • 1507 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 1511 ҫулччен — Сокотрӑна португалсем ярса илнӗ.
  • 1541. Жуан ди Каштру Португали адмиралӗ Сокотрӑна ҫитсе курнӑ, утрав пирки вӑл интереслӗ ҫырса хӑварнӑ.
  • 1541—1542. Сокотра ҫинче Индие кайнӑ чухне Франциск Ксаверий пулса курнӑ.
  • XVI ӗмӗр варри. Иезуитсен орденне никӗслекен Игнатий Лойола ҫапла пӗлтерет: Сокотрӑра христиансен турра пуҫҫапаҫҫӗ, анчах вӗсен ни пупсем, ни манахсем ҫук.
  • 1608, ака. Британи Ост-Инди компанийӗн карапӗ пӗрремӗш хут Сокотрӑна ҫитсе курать, вӑл Тамариду (Хадибо) утравӗн ҫӗнӗ тӗп хулипе паллашать. Уильям Финч Британи купси виҫӗ уйӑх хушши утрав ҫинче пурӑнать, Сокотра пирки вӑл ҫырса хӑварнисем упранса юлнӑ.
  • 1615, ҫурла уйӑхӗ. Сокотрӑна Томас Роу акӑлчан дипломачӗ пырса каять.
XIX ӗмӗр
  • 1800. Сокотрӑна вӑхӑтлӑх ваххабитсем ярса илеҫҫӗ.
  • 1834. Ост-Инди компанийӗн тинӗс флочӗн С. Б. Хейнс капитанӗ (1839 ҫулта вӑл Адена ярса илнӗ те унӑн пӗрремӗш акӑлчан губернаторӗ пулса тӑнӑ) «Палинурус» тӗпчев карапӗ ҫинче Сокотра таврашӗнче картографи тӗпчевне ирттерет. Дж. Уэллстед лейтенант вырӑнти чӗлхери 236 сӑмах ҫырса илет — ку вӑл хальхи европеецсем Ҫӗнӗ Кӑнтӑр Аравинчи ҫырулӑхсӑр чӗлхисемпе (часах Махра тата Куриа-Муриа утравсем ҫинче махри тата шхари чӗлхисене тупнӑ) пӗрремӗш хут паллашни пулнӑ. Çав çулах Амр бин Саад султан акăлчансем ыйтнипе утрава вӗсене пама килӗшмен, ҫавна пула Сокотрӑна Ост-Инди компанийӗн акӑлчансемпе индисенчен тӑракан тинӗс десанчӗ ярса илнӗ. Акăлчансем Сокотра çинче хăйсен пăрахучӗсем валли кăмрăк хатӗрлемелли станци йӗркелеме палӑртнӑ. Маляри эпидемийӗ шар кӑтарнине пула утрав ҫинче акӑлчансен гарнизонӗ калама ҫук йывӑр ирттернӗ.
  • 1839. Адена ярса илнӗ хыҫҫӑн акӑлчансем Сокотрӑран тухса кайнӑ.
  • 1876 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ. Акӑлчансем Кишн (Махрӑпа Сокотра султанӗ) султанӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ.
  • 1880 ҫул пуҫламӑшӗ. Эдинбургри Патшан Ботаника садӗнчи Исаак Бейли Бальфур (1853—1922) профессор ҫичӗ эрне хушшинче Сокотрӑра пӗрремӗш ботаника экспедицине ирттернӗ. Ӑслӑлӑх валли 200 ытла ҫӗнӗ ӳсентӑран тӗсне уҫнӑ[10].
  • 1881—1882. Георг Швайнфурт нимӗҫ ҫулҫӳревҫи Сокотрӑра экспедицисем ирттернӗ.
  • 1886 ҫулхи акан 23-мӗшӗ. Аслӑ Британи Махра тата Сокотра султанӗпе унӑн ҫӗрӗсем Британи протекторатне пӑхӑнни пирки килӗшӳ алӑ пусать. Султана чыслӑн Кишнран Сокотрӑна куҫарнӑ, килӗшӳ тӑрӑх унӑн тӗп хули унта вырнаҫмалла пулнӑ. Тамаридпа (Хадибо) Калансире Британи ялавне ҫӗкленӗ.
  • 1899. Венӑри Императорӑн Ӑслӑлӑх академийӗн Кӑнтӑр Арави экспедицине хутшӑннӑ Давид Мюллерпа Генри Форбс Сокотрӑна ҫитсе кураҫҫӗ. Вӗсем чӗлхе тӗпчевӗн материалӗсене сахал мар пухнӑ, 1902–1918 ҫулсенче вӗсене Мюллерпа Максимилиан Биттнер Венӑра пичетлесе кӑларнӑ. 1902 ҫулта Мюллер Сокотринче ҫуралнӑ ҫын пулӑшнипе Венӑра сокотра чӗлхин пӗрремеш фонографи тӗслӗхӗсене ҫырса илнӗ.
XX ӗмӗр
Сокотра 1940 ҫулхи картта ҫинче
  • 1938. Парижра Вольф Леслаун Lexique Soqotri — «Сокотра лексиконӗ» (1898—1899 ҫулхи австри экспедицийӗ пухнӑ материалсем ҫинче никӗсленнӗ сокотри-хранцуз ӑслӑлӑх словарӗ) пичетленсе тухнӑ.
  • 1939—1945. Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи. Британи командованийӗ Сокотрӑна пысӑк тимлӗх уйӑрма пуҫлать.
  • 1941—1944. Сокотра патӗнче Итали, Япони (I-29) тата Германи шывай киммисем (Дёницӑн «муссон шывай киммисем» ) хастар ӗҫленӗ тапхӑр. Акӑлчансемпе вӗсен союзникӗсен авиацийӗпе флочӗн вӗсене хирӗҫ хастар ӗҫленӗ.
  • 1943 ҫулхи ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсем. Акӑлчансем рекогносцировка ирттереҫҫӗ, кайран Сокотрӑра 621-мӗш тата 321-мӗш «Нидерланд» шыв айӗнчи кимӗсене хирӗҫ кӗрешекен авиаци эскадрильисем валли авиабаза («Каталина» тата «Веллингтон» самолетсем, вӗсемпе акӑлчансем, австралиецсем, канадецсем, голландсем вӗҫнӗ) йӗркелеҫҫӗ, радиоцентр тата сыхлав вӑйӗсем (индисем, «Хадрамаут легионӗ») вырнаҫтараҫҫӗ. База пунктне 1945 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пӗтернӗ.
  • 1956. Сокотрӑна Оксфорд экспедицийӗ ҫитнӗ — Сокотрӑна тӗпчеме пынӑ пӗрремӗш комплекслӑ ӑслӑлӑх экспедицийӗ (экспедици ҫав шутра хӑйӗн почта маркисене те кӑларнӑ). Унта Дуглас Боттинг та хутшӑннӑ, часах вӑл Сокотра ҫинчен Island of the Dragon’s Blood («Аҫтаха юнӗллӗ утрав») кӗнеке ҫырнӑ.
  • 1964 ҫулхи раштав уйӑхӗ — 1965 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ. Петер Боксхолл капитан ертсе пыракан Британи экспедицийӗ Сокотрӑна ҫитнӗ.
  • 1967. Сокотрӑра Британи комплекслӑ малти тухӑҫ экспедицине ирттернӗ.
  • 1967 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ. Кӑнтӑр Йемен Халӑх Республикин никама пӑхӑнманнин пӗрремӗш кунӗ (1970 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа — Йемен Халӑх Демократиллӗ Республики). Ҫак кун Наци фрончӗн ҫыннисем Сокотрӑна килсе ҫитнӗ, утрав никама пӑхӑнман ҫӗнӗ патшалӑхӑн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ (Махрӑпа Сокотрӑн юлашки Иса бен Афрар султана маларах, 1967 ҫулхи юпа уйӑхӗнче, Кишнри НФ ҫыннисем арестленӗ). Кӗҫех Сокотра тата архипелаг ҫумӗнчи утравсем «мудири» — 1-мӗш Провинцин районӗ (1979 ҫултанпа — Аден провинцийӗн) пулса тӑнӑ. Апла пулин те кунти ӗҫсене ҫӗршыв премьер-министрӗ тӳрремӗн йӗркелесе пынӑ.
  • 1971—1975. Утрав ҫинче ҫул-йӗр сарасси (ООН аталану программи пулӑшнипе) пуҫланнӑ, пысӑк ял хуҫалӑх производствине йӗркелеме хӑтланса пӑхнӑ, сывлӑх сыхлавӗпе халӑх вӗрентӗвӗн системине йӗркеленӗ, хут пӗлменлӗхпе кӗрешме тытӑннӑ. Хадибопа Мурире вӑтам шкулсем никӗсленӗ, ҫитменнине юлашки — «Мадрасат Сальмин» — шкул-интернат пулнӑ, ӑна Хӳтӗлев министерстви тата НДРЙ ТҪВ тӗрев парса тӑнӑ. Утравра «социализмла пӑтӑрмахсем» та пулса иртнӗ — пысӑк усламҫӑсен пурлӑхне туртса илнӗ тата пулӑҫӑсене коллективизацилеме хӑтланнӑ (ӑна пула 1979 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче «пулӑҫсен пӑлхавӗ» сиксе тухнӑ), репрессисем ирттернӗ. Аденри тӗп влаҫ ҫак ӗҫсене сивленӗ (Хейбак перевалӗнче султанӑн пӗрремӗш министрӗ пулнӑ Ибрагим бен Халеда тата 1974 ҫулта ревтрибунал хушӑвӗпе саккунсӑр репрессилесе персе пӑрахнӑ тепӗр вунӑ ҫынна халалласа палӑк лартнӑ).
  • 1977 ҫулхи раштав уйӑхӗ. Сокотрӑра пурӑнакан халӑх пӗрремӗш хут НДРЙ Аслӑ халӑх канашӗн (парламенчӗн) депутачӗсен альтернативлӑ суйлавне хутшӑннӑ. Сокотрӑран (ҫӗршыв парламентӗнче пӗр вырӑн уйӑрнӑ) икӗ кандидатура хушшинче суйланӑ: арҫынран тата хӗрарӑмран.
  • 1983. Советсемпе Йеменӑн пӗрлехи комплекслӑ экспедици шайӗнче (Йемен Республикин влаҫӗсемпе килӗшӳ тунӑ тӑрӑх малалла тӑсӑлать) Сокотра экспедицийӗсем Хадрамаутпа Сокотра утравӗ ҫинче ӗҫлеме пуҫланӑ.
  • 1990 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ. ЙАР тата НДРЙ пӗрлехи Йемен патшалӑхне — Йемен Республикине — пӗрлешнӗ кун. Сокотра пӗрлешнӗ Йеменӑн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ. 1990-мӗш ҫулсен иккӗмӗш ҫурринчен пуҫласа, патшалӑхра йышӑннӑ администраципе территори пайланӑвӗпе килӗшӳллӗн, Сокотра архипелагне Хадрамаут мухафаза йышӗнчи (унччен архипелаг Аден мухафази йышне кӗнӗ) икӗ «мудири» (район) — Хадибо тата Калансипе Абд-эль-Кури — ҫине пайланӑ.
  • 2018 ҫулта ОАЭ ҫарӗ вӑхӑтлӑха Сокотрӑна тапӑнса кӗнӗ.
  • 2020 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ. Утрава Кӑнтӑр Куҫӑм Канаш вӑйӗсем хӑйсен аллине илнӗ те ӑна Кӑнтӑр Йемен шутне кӗртнӗ.
  • 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Кӑнтӑр Йемен сепаратисчӗсем Сауд Аравийӗн условийӗсене йышӑнса маларах ярса илнӗ регионсене, ҫав шутра Сокотрӑна та, хӑйсен аллинче тытса тӑрассинчен хӑтӑлнӑ[6].

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Архипелагӑн чи пысӑк утравӗ — Сокотра. НАСА тунӑ сӑн

Архипелагра пурӑнакансем пурте тенӗ пекех тӗп утрав ҫинче, Сокотрӑра (42 442 ҫын, 2004), пурӑнаҫҫӗ. Тӗп хули — Хадибо (халӑх йышӗ — 33 пине яхӑн, 2004). Абд-эль-Кури (300 ҫын, 2004) тата Самха (100 ҫын, 2004) ҫинче темиҫе ҫӗр ҫын кӑна пурӑнать; Дарса, Сабуни тата Каль-Фираун ҫинче ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ.

Сокотрӑри кӑк халӑх, сокотрӑсем, семит ушкӑнӗн хальхи кӑнтӑр арави чӗлхисен шутне кӗрекен вырӑнти сокотра чӗлхин диалекчӗсемпе, ҫавӑн пекех арапла калаҫать. 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Раҫҫей чӗлхеҫисем Сокотра чӗлхи валли ҫырулӑх хатӗрленӗ[17].

Сокотра чӗлхинче поэзи, юрӑ тата проза шайӗнче сӗм авалтанах пыракан халӑх пултарулӑхӗ аталаннӑ. Хальхи сокотра поэзине арап диалекчӗсем витӗм кӳнӗ. Поэзи формисенчен ытларах тӑват йӗркерен тӑракан афоризмлӑ теметхелсем (temethel) сарӑлнӑ[18]. Хӑйсен вырӑнти колоричӗпе паян сокотра юмахӗсенче сокотрӑсен авалхи культрипе Вӑтаҫӗр тинӗсӗпе авалхи Европӑри культура йӑлисем хушшинчи ҫыхӑну (Авалхи Египетра аталаннӑ икӗ пиччӗш пирки калакан повӗҫ сюжечӗ тӗл пулать, ҫавӑн пекех Кӗлпике пирки каласа паракан юмах йӗрӗсем пур — сокотрӑсен вӑл Мехазело (Mehazelo) ятлӑ) палӑрать.

Сокотрӑра пурӑнакансем, архипелагпа пысӑк ҫӗр хушшинче тӑтӑш ҫӳрекен транспорт ҫыхӑнӑвӗ аталанманнине (уйрӑмах муссонсен вӑхӑтӗнче) пула тулашри тӗнче витӗмне вӑйлӑ туймаҫҫӗ теме пулать.

Утраври тӗп апат-ҫимӗҫ: пулӑ, аҫтаха йывӑҫӗн сухӑрӗ, алоэ типӗтнӗ сӗткенӗ — сабур, алӑпа тӗртнӗ ҫӑм кавирсем, финик, шӑратнӑ ҫу, тапак. Вырӑнтах усӑ курмашкӑн вырӑнти ӑрат ӗнисене, шултра мар мӑйракаллӑ выльӑха, тӗвесене ӗрчетеҫҫӗ. Хадебо айлӑмӗнче кил-ҫурт ҫумӗнче пахча-ҫимӗҫ ӳстересси аталаннӑ.

Сокотрӑсен чылай пайӗ халӗ те электричествӑсӑр тата шыв пӑрӑхӗсӗр пурӑнать.

1990-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Сокотра утравне тӗплӗн сӑнаса тӑрас тӗллевпе ПНО аталану программине йышӑннӑ.

Утрав ҫинчи общество транспорчӗ Калансие тата ҫурҫӗр-тухӑҫ ҫыранӗнчи ялсене тӑтӑшах ҫӳремен микроавтобуссен ҫыхӑнӑвӗпе ҫырлахать. Чи анлӑ сарӑлнӑ прокат — 4WD (джип) автомобильсене водительпе тара илесси..

1999 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ялан ӗҫлекен аэропорт ӗҫлеме пуҫланӑ.

Архипелаг утравӗсенче туризм инфраструктури япӑх аталаннӑ. Кондиционер вырнаҫтарнӑ номерлӑ, бассейнлӑ тата ресторанлӑ ҫыран хӗрринчи хаклӑ хӑна ҫурчӗсем ҫук. Утравсем ҫинчи кану ытла та ансат: хӑш-пӗр пляжсенче тентпа карнӑ душлӑ кемпингсем пур, пысӑк хуласенче (сӑмахран, Хадибора) темиҫе пысӑках мар хӑна ҫурчӗ пур. Апатлану ытла та пӗр евӗрлӗ: рис, тинӗс ҫимӗҫӗсем, чӗрнеллӗ чӗрчунсен ашӗ, пахча ҫимӗҫ, тин ҫеҫ пӗҫернӗ пашалусем. Пылак ҫимӗҫе, консервӑсене тата ытти ҫимӗҫе утравсем ҫине ытларах Сауд Аравийӗнчен кӳрсе килеҫҫӗ. Инҫе вырнаҫнӑран тата логистика япӑх аталаннӑран таварсене ытлашши суйлама май ҫук. Туристсем архипелагӑн утравӗсенчен ытларах Сокотрӑна суйлаҫҫӗ: тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем тӑрӑх ҫӳлсерен утрав ҫине 2000 яхӑн турист килет.

Интереслӗ фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ҫак утрав ҫинче нимӗҫ минералогӗ Эмиль Рибек ҫӗнӗ минерал — рибекит — тупнӑ, каярахпа ӑна ӑсчах ячӗпе калама пуҫланӑ.

Массӑллӑ культурӑра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Сокотра утравне Александр Карцев ӳкернӗ «Сокотрӑн хура ахахӗ» триллерӗнче сӑнласа панӑ[19].
  • Сокотра тата ҫывӑхра вырнаҫнӑ Абд-эль-Кури утрава Андрей Гусевӑн «Пӗррехинче Малиндире» романта (22-мӗш сыпӑкра) сӑнласа панӑ. XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫак утравсем ҫине романри тӗп сӑнарсенчен пӗри Сергей Мёдов лекет[20][21][22].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ http://www.unesco.org/new/en/natural-sciences/environment/ecological-sciences/biosphere-reserves/arab-states/yemen/socotra-archipelago/
  2. ^ http://whc.unesco.org/en/list/1263
  3. ^ Law establishing province of Socotra Archipelago issued (англ.). оригиналтан архивланӑ 22 Нарӑс уйӑхӗн 2014 ҫул., Website of the President of the Republic of Yemen
  4. ^ Saba Net:: سبأ نت. www.sabanews.net. Пӑхнӑ кун: 22 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 28 Кӑрлач уйӑхӗн 2019 ҫул.
  5. ^ Йеменские сепаратисты взяли под контроль архипелаг в Индийском океане (выр.). news.ru. Пӑхнӑ кун: 22 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 14 Утӑ уйӑхӗн 2020 ҫул.
  6. ^ 1, 2 Сепаратисты Южного Йемена приняли условия саудитов (выр.). regnum.ru. Пӑхнӑ кун: 22 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 8 Кӑрлач уйӑхӗн 2021 ҫул.
  7. ^ Socotra Governance & Biodiversity Project — «Welcome to Socotra» (англ.). www.socotraproject.org. Пӑхнӑ кун: 22 Ҫу уйӑхӗн 2018. оригиналтан архивланӑ 22 Ҫу уйӑхӗн 2018 ҫул. 10-06-2011.
  8. ^ Welcome to Socotra (англ.). www.socotraproject.org. Пӑхнӑ кун: 22 Ҫу уйӑхӗн 2018. оригиналтан архивланӑ 22 Ҫу уйӑхӗн 2018 ҫул. // Socotra Governance and Biodiversity Project.
  9. ^ Наумкин, 2012, с. 28
  10. ^ 1, 2 Травина, 2006
  11. ^ Наумкин, 2012, с. 27—39
  12. ^ Jan Bezděk & Jiří Hájek. Insect biodiversity of the Socotra Archipelago – underlined and counted(акăлч.) // Acta Entomologica Musei Nationalis Pragae : Журнал. — Прага, 2017. — Vol. 57(supplementum). — P. 1–39. — ISSN 0374-1036. 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
  13. ^ Этнографический очерк «Обитель благодати» (выр.). www.vokrugsveta.ru. Пӑхнӑ кун: 22 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 13 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 ҫул.. «Вокруг света», № 2 (2785), февраль 2006
  14. ^ Археологические находки на Сокотре (выр.). yemen-club.ru. Пӑхнӑ кун: 22 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 4 Ҫу уйӑхӗн 2017 ҫул.
  15. ^ Жуков В. А. Результаты исследований памятников каменного века острова Сокотра (Йемен) в 2008–2012 гг.. — Триада Лтд, 2014.
  16. ^ Reinaud J.T. «Relation des voyages faits par les Arabes et les Persans dans l’Inde et à la Chine, dans le IX siècle» (1845)
  17. ^ 10 крупнейших открытий 2014 года: сотворение будущего (выр.). www.bbc.co.uk. Пӑхнӑ кун: 22 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 31 Пуш уйӑхӗн 2015 ҫул.
  18. ^ V. Agafonov. Temethel As The Brightest Element Of Soqotran Folk Poetry. Folia Orientalia, vol. 42/43, 2006/07, pp. 241—249
  19. ^ Александр Карцев «Чёрная жемчужина Сокотры», издательство: Вече, 2021 г. — ISBN 978-5-4484-3051-0
  20. ^ Рецензия на роман «Однажды в Малинди». Архивланӑ 22 Раштав уйӑхӗн 2021 ҫул. — «Мускав литераторӗсен пӗрлӗхӗ» общество фончӗн сайтӗнче, 2021 ҫ.
  21. ^ «Однажды в Малинди». Архивланӑ 16 Юпа уйӑхӗн 2020 ҫул. — Проза.ру сайтра, 2020 ҫ.
  22. ^ Андрей Гусев «Однажды в Малинди», 2020 г. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи копийӗ
вырӑсла
  • Густерин П. В. Йеменская Республика и её города. — М.: Международные отношения, 2006.
  • Жуков В. А. Результаты исследований памятников каменного века острова Сокотра (Йемен) в 2008—2012 гг. — М.: Триада Лтд, 2014. — 114 с., ил. ISBN 978-5-89282-591-7
  • Наумкин В. В. Сокотрийцы. Историко-этнографический очерк. — М.: Наука, 1988.
  • Наумкин В. В. Острова архипелага Сокотра (экспедиции 1974—2010 гг.). — Языки славянской культуры, 2012. — 528 с. — 800 экз. — ISBN 978-5-9551-0574-1. — УДК 94(677.28)+904:72
  • Травина И. Обитель благодати // Вокруг Света : журнал. — 2006. — № 2 (2785).
ытти чӗлхесемпе
  • Agafonov, Vladimir. Temethel as the Brightest Element of Soqotran Folk Poetry. Folia Orientalia, vol. 42/43, 2006/07, pp. 241—249
  • Biedermann, Zoltán: Soqotra, Geschichte einer christlichen Insel im Indischen Ozean vom Altertum bis zur frühen Neuzeit, Wiesbaden 2006, ISBN 978-3-447-05421-8
  • Casson, Lionel. 1989. The Periplus Maris Erythraei. Princeton University Press. ISBN 0-691-04060-5
  • Cheung, Catherine & DeVantier, Lyndon. 2006. Socotra: A Natural History of the Islands and their People (англ.). www.nhbs.com. Пӑхнӑ кун: 22 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021.. Edited by Kay Van Damme. Odyssey Books & Guides, ISBN 962-217-770-0.
  • Doe, D. Brian. 1970. Socotra: An Archaeological Reconnaissance in 1967. Edited by Henry Field and Edith M. Laird. Field Research Projects, Miami.
  • Doe, D. Brian. Socotra: Island of Tranquility. London: Immel, 1992.
  • Elie, D. Serge. Hadiboh: From Peripheral Village to Emerging City. Chroniques Yemenites, 12 (2004)
  • Elie, D. Serge. Soqotra: South Arabia’s Strategic Gateway and Symbolic Playground. British Journal of Middle Eastern Studies, November 2006, 33(2), 131—160 ISSN 1353-0194 ISSN 1469-3542
  • Miller, Anthony G. & Morris, Miranda M. Ethnoflora of the Soqotra Archipelago(акăлч.) / Ed. by Ruth Atkinson. — Royal Botanic Garden, 2004.
  • RBGE Soqotra Bibliography: at RBGE and Friends of Soqotra Org. (англ.). оригиналтан архивланӑ 2 Раштав уйӑхӗн 2007 ҫул. websites.
  • Schoff, Wilfred H. 1912. The Periplus of the Erythraean Sea. Longmans, Green, and Co., New York, Second Edition. Reprint: New Delhi, Oriental Books Reprint Corporation. 1974. (A new hardback edition is available from Coronet Books Inc. Also reprinted by South Asia Books, 1995, ISBN 81-215-0699-9)
  • Wranik, Wolfgang: Sokotra — Mensch und Natur, Wiesbaden 1999, ISBN 978-3-89500-099-7