Арави ҫурутравӗ
Географи
Тухăç енчен çурутрава Перси тата Оман пырĕсем хумĕсемпе çапаççĕ. Кăнтăр енче Инди океанӗн Арави тинĕсĕ тата Аден кӳлмекĕ, анăç енче Хĕрлĕ тинĕс вырнаçнă.
Геологи енĕнчен çурутрав Арави плиттине йышăнать, тахçан вăл Африка континенчĕн пайĕ пулнă. Арави çурутравĕ пĕтĕмпех тенĕ пекех пушхирсемпе витĕннĕ, çурçĕрте Нефуд пушхирĕ хупăрлать, кăнтăрта — Руб аль-Хали пушхирĕ.