Континент
Континент (лат. continens — калӑпӑшлӑ, вӗҫӗ-хӗррисӗр тенинчен) — литосфера лаптӑкне, Ҫӗр чӑмӑр хуппин пысӑк массивӗ, унӑн ытларах пайӗ Тӗнче океанӗ шайӗ ҫийӗнчен тухса тӑнине, периферийӗ вара унӑн шайӗнчен аяларах вырнаҫнӑран шывра пулнине палӑртакан геологи ӑнлавӗ[1][2][3][4][5][6].
Геологи тӗлӗшӗнчен материксем океансенчен ҫӗр хуппин тытӑмӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Материк континент йышши хуппин пысӑк блокне ҫывӑх, ун ӑшӗнче континентлӑ тата ҫум-континентлӑ морфоструктурӑсем вырнаҫнӑ[2].
Континентсен шутне палӑртакан темиҫе меслет пур; ҫӗршыва кура, тӑваттӑран пуҫласа ҫичӗ континент таран уйӑраҫҫӗ.
Мӗнле йӗркеленнӗ
Материксем нумай вӑхӑта тӑсӑлнӑ эволюцие пула (темиҫе миллиард ҫул хушши тӑсӑлнӑ тесе шутлаҫҫӗ) пулса тӑнӑ тата йӗркеленнӗ кӑткӑс гетерогенлӑ япаласем шутланаҫҫӗ.
Материксем мӗнле йӗркеленни пирки чылай вӑхӑт хушши пӗр-пӗрне хирӗҫлекен икӗ шухӑш пулнӑ. Фиксизм концепцийӗпе килӗшӳллӗн, материксем геосинклинальсем аталаннӑ май тӑршшӗпе консолидацин авалхи континент тӗшшисем ӳссе пынӑ вӑхӑтра йӗркеленнӗ. Анчах та 1980-мӗш ҫулсенче асӑннӑ теорие йӑнӑш тесе палӑртнӑ. Континентсем куҫни ҫинче никӗсленекен мобилизм концепцийӗпе килӗшӳллӗн, хальхи материксем авалхи Пангей суперконтинент (вӑл Лавразипе Гондвана пӗрлешнипе пулнӑ) арканнипе е катӑлнипе йӗркеленнӗ. Ҫак теори аталанса пынӑ май каярахпа тектоника плитисен теорийӗ йӗркеленнӗ, 1980-мӗш ҫулсенчен пуҫласа геологипе геотектоникӑра ӑна пурте йышӑннӑ шутланать.
Ӗлӗкхи геологи тапхӑрӗсенче пилӗк суперконтинент пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ:
- Кенорленд (2700 млн ҫул патнелле)
- Нуна е Колумби (1800 млн ҫул патнелле)
- Пангей (230 млн ҫул патнелле)
- Панноти (600 млн ҫул патнелле)
- Родини (1110 млн ҫул патнелле)
Хӑшпӗр автор вӗсемпе пӗрлех тата икӗ «авалхи» суперконтинента палӑртать: Ятули тата Готи.
Материксем тата ҫут тӗнче пайӗсем
Материк — пур енчен те тинӗссемпе океансем сырса илнӗ тип ҫӗрӗн анлӑ лаптӑка палӑртакан геологи терминӗ, ҫут тӗнче пайӗсем вара — тӗнчери регионсене, типҫӗр ҫинче вырнаҫнӑ тата вӗсен шутне кӗрекен материксене е вӗсен пысӑк пайӗсене, ҫавӑн пекех ҫывӑхри утравсене шута илекен историлле ӑнлав.
Геологи енчен пӑхсан, материк океанран ҫавӑн пекех континент йышши ҫӗр хуппипе уйрӑлса тӑрать. Унсӑр пуҫне, континент шутне шалти континентлӑ морфоструктурӑсем (тӳрем тата сӑртлӑ-туллӑ вырӑнсен) кӑна мар, ҫум-континентлисем те (континент ҫумӗнчи шельфсем, материк тайлӑкӗсем тата материк никӗсӗ евӗр шыв айӗнче вырнаҫнӑ тӑрӑхсем) кӗреҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Континент. Пысӑк совет энциклопедийӗ. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Современная иллюстрированная энциклопедия. География / Под ред. А. П. Горкина. — 2006. — Т. 2. М-Я.
- ^ Пысӑк совет энциклопедийӗ / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — Совет. энцикл., 1969—1986.
- ^ Сӑрт-ту энциклопедийӗ. — БСЭ, 1984—1990.
- ^ Словарь Ожегова. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Материки. Планета Земля. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
Вуламалли
Континентсем