Çĕр

Ытти пĕлтерĕшсене Çĕр (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.

Çĕр (астрономи символĕ: 🜨) — Хӗвелтен виççĕмĕш тăракан планета, хĕвелĕн спутникĕ. Ун патĕнче çаврăнса тăрать. Хăйĕн йĕри тавра 24 сехет (пĕр кун) хушинче, хĕвель йĕри тавра 12 уйăх (пĕр çул) хушинче çаврăнать. Çулла хĕвел патне çывăха пырать те çӳле хăпарать, хĕлле инçете каять те аяла анать.

Çĕрĕн кун-çулĕ

Çĕр тата ытти Хĕвел системин планетисем 4,54 млрд çул каялла [1] пĕрлĕх Хĕвел тĕтрелĕхĕнчен, диск евĕр тусанпа газран, Хӗвел хыççăн пулса тăнă.

Çĕр тытăмĕ

Хорми

undefined

Çĕр çаврака, тăпраран, хăйăртан, тăмран, шывран, сывлăшран тăрать.

Хими тытăмĕ

Ф. У. Кларкăн Çĕр витĕмĕнчи йӳçĕлĕхсен таблици
Çыхăнăвĕ Хормули Процентлă
шучĕ
Вутчул-çĕр SiO2 59,71 %
Тăм-çĕр Al2O3 15,41 %
Кальци йӳçĕлĕхĕ CaO 4,90 %
Магни йӳçĕлĕхĕ MgO 4,36 %
Натри йӳçĕлĕхĕ Na2O 3,55 %
Тимĕр йӳçĕлĕхĕ (II) FeO 3,52 %
Кали йӳçĕлĕхĕ K2O 2,80 %
Тимĕр йӳçĕлĕхĕ (III) Fe2O3 2,63 %
Шыв H2O 1,52 %
Титан икĕйӳçĕлĕкĕ TiO2 0,60 %
Фосфор пентоксичĕ P2O5 0,22 %
Пурĕпе 99,22 %

Çĕрĕн йывăрăшĕ 5,98 яхăн·1024 кг тан. Вăл чылайрах тимĕртен (32,1 %), йӳçлĕкрен (30,1 %), кремнирен (15,1 %), магнирен (13,9 %), серăран (2,9 %), никкĕльрен (1,8 %), кальцирен (1,5 %) и алюминирен (1,4 %) тытăнса тăрать; ытти элеменчĕсем çине 1,2 % юлать.

Шалти тытăмĕ

undefined

Çĕр витĕмĕ

Çĕрĕн мантийĕ

undefined

Манти — Çĕрĕн силикатлă çавра капламĕ. Вăл ытларах ту тăприллĕ перидотитсенченмагни, тимĕр, кальци селикачĕсенчен тăрать. Мантийĕн ту тăприсем кăштах шăраннисем Çĕр витĕмĕн çӳлти сийне хăпарнă çем базальт е унăн евĕр шăранчăкĕсем пулса тухаççĕ. Манти Çĕр йывăрăшĕн 67 %, 83 % яхăн калăпăшĕн пайĕ пулать. Вăл Çĕр витĕмĕн аялти чиккинчен 5 — 70 километр пуçланса, тĕшĕн чиккине çити, 2900 км пырать.

Çĕрĕн тĕшĕ

Тĕшши тимĕр-никĕль хутăш шăранчăкĕсенчен, ытти сидерофиллă элементсенчен тăрать.

Тектоника платформисем

Ӳкерчĕк:Tectonic plates.png
Çĕрĕн тектоникă платхормисен картти.
Плита ячĕ Лаптăкĕ
106 км2
Витĕмлех лаптăкĕ
Африка плитти 61,3 Африка
Антарктика плитти 60,9 Антарктика
Австрали плитти 47,2 Австрали
Еврази плитти 67,8 Ази тата Европа
Çурçĕр Америка плитти 75,9 Ҫурҫӗр Америка тата çурçĕр-тухăç Ҫӗпӗр
Кăнтăр Америка плитти 43,6 Кӑнтӑр Америка
Лăпкă океан плитти 103,3 Лăпкă океан

Уйăх

undefined
Ячĕ Диаметр Йывăрăшĕ Мăн çурма тĕнĕлĕ Çаврăну тапхăрĕ
Уйăх 3 474,8 км 7,349·1022 кг 384 400 км 27 кун 7 сехет 43,7 минут

Çавăн пекех

Ӑнлантарусем

  1. ^ G.B. Dalrymple. . — California: Stanford University Press. — ISBN ISBN 0-8047-1569-6.

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем