Вутлă хӳре е Комета (гр. κομήτης хӳреллĕ, символĕ: ), — Хĕвел системин тĕтре евĕрлĕ объекчĕ. Вăл пуçĕнчен тата хӳринчен тытăнса тăрать.
Комета пуçĕ, е «кома», — кометăн чи çутă пайĕ. Унăн варринче темиçе километра тăсăлакан хытă япалалăх. Çав тĕшĕ пăрпа чул катăкĕсенчен тăрать. Хӳри вара — темиçе миллион километра тăсăлакан тусанпа газ хутăшĕ.
Вăрăм тапхăрлă кометăсем пирĕн пата Оорт пĕлĕтĕнчен вĕçсе килеççĕ, пулас, унта çав тери нумай комета тĕшши. Хĕвел системин аяк енĕсенчи кĕлеткесем, яланхилле, вĕçекен япалалăхсенчен (шыв, метан тата урăх газсен) тытăнса тăраççĕ, Хĕвел патне çывхарсан вĕсем пăсланса каяççĕ.
Йĕтре — коетăн хытă пайĕ, унта мĕнпур масси тенĕ пекех вырнаçнă. Хальхи саманта кометăсен йĕтрисене телескопи меслечĕпе тĕрĕслеме май çук, мĕншĕн тесен вĕсем талкăшпех çутăлса тăракан материпе витĕннĕ.
Ялкăш кометăсем Хӗвел патне çывхарнă чухне «хӳре» — çутăлакан ярăм — тăсăлма тытăнать, хĕвел çилĕпеçутă пусăмĕ хĕснипе вăл Хĕвелтен тепĕр еннелле сулăннă.