Венера

ВенераХĕвел системин Хӗвелтен иккĕмĕш утăмри планета.

Венера — шалти планета, çĕр тӳпинче Хĕвелтен 48° ытларах тармасть. Венера — тӳпере чакăрлăхпа виççĕмĕш объект; ялкăшăвĕпе унтан çутăраххи — Хĕвелпе Уйăх. Этемлĕхе вăл авалтанах паллă пулнă.

Чăвашла ăна Шурăмпуç çăлтăрĕ теççĕ.

undefined

Пĕрлехи хыпарсем

Венерăпа Хĕвел вăтам хушă 108 млн км (0,723 а. в.). Унăн орбити çаврашка патнелле — эксцентриситечĕ 0,0068 тан çеç. Хĕвел тавра çаврăнав тапхăрĕ 224,7 талăка çитет; орбитăри вăтам хăвăртлăхĕ — 35 км/с. Эклиптика лаптăклăхĕпе орбита тайлăкĕ хушши — 3,4°.

Атмосфера

Ӳкерчĕк:Venusatmosphere.svg
Венера атмосферин тачăлăхĕ

Çĕр патнелле чи çывăх планета пулсан та Венера çийне тĕпчеме анчахрах тытăннă. Планета çийĕ пĕлĕтпе витĕннипе тĕпчеме йывăр. Пĕлĕтсем çук пулсан та, Венера атмосферин тачăлăхĕ витĕр çутă япăх тухать.

Венера атмосфери ытларахăшпе углекислый газпа (96 %) азотран (4 % яхăн) тытăнса тăрать. Шыв пăсĕпе йӳçлек шучĕ питĕ сахал (0,02 % тата 0,1 %). Çийĕнчи пусăмĕ 93 атм, температури — 737 К. Çапла вара унта Хĕвел патне иккĕ хутчен çывăхрах Меркури çийĕнчи температурăран хĕрӳрех. Сăлтавĕ — тачă углекислотлă атмосфера тăвакан парник эффекчĕ. Венера атмосферин тачăлăхĕ шыв тачăлăхĕнчен 14 хутчен сахалтарах. Планета мăран çаврăнать пулин те кăнтăрлахипе каçхи енĕсен температура уйрăмлăхĕ çук — атмосферăн ăшă инерцийĕ çав тери пысăк.

Рельеф

undefined
undefined

Климат

undefined

Кăсăк фактсем

  • Хĕвел системине кĕрекен Венера планета чи хĕрӳлли пулать, унăн çийĕнчи вăтам температура 480 °С яхăн, çакна пула тĕпчев ĕçĕсене иртерме хĕн.

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем