Юпитер

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ытти пĕлтерĕшсене Юпитер (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.
Юпитер ♃
Jupiter.jpg
Орбиталлă пахалăхĕсем
Мăн çуртĕнĕлĕ
(радиус)
778,4 млн. км
5,2 а.е.
Эксцентриситет
(тăсăлăвĕ)
0,048
Перигели 740,7 млн. км
4,95 а.е.
Афели 816,1 млн. км
5,5 а.е.
Орбиталлă тапхăрĕ 4333,3 дня
11,86 çул
Вăтам орбиталлă
хăвăртлăхĕ
13,1 км/ç
Орбитăн тайăкĕ 1,3°
Шучĕ спутникĕсем 63
Физика пахалăхĕсем
Экваториаллă
диаметр
142,9 пин км
(11,2 Çĕр)
Полярла
диаметр
133,7 пин км
(10,5 Çĕр)
Çийĕн лаптăкĕ 61,4 млрд. км²
(120,5 Çĕр)
Калăпăшĕ 1,43x1015 км³
(1321 Çĕр)
Йывăрăшĕ 1,9x1027 кг
(318 Çĕр йывăрăшсем)
Вăтам тачăлăх 1,326 г/см³
Вăйĕн хăвăртлăхĕн ӳсĕмĕ
йывăрăш
23,1 м/с²
(2,4 хут нумай
çĕртен)
Çаврăну тапхăрĕ
хăйĕн тĕнĕлĕ тавра
9 сех. 55 мин.
Тĕнĕлĕн çаврăну
тайăкĕ
3,13°
Альбедо
(хирĕç яракан
хевтелĕх)
0,52
Курăмла пĕлĕтсен
температури
min вăатм max
110 К
(-165°С)
150 K
(-125°С)
н/д)
атмосферăн çӳлти сийĕсен шучĕсем
Водород (калăпăшĕпе) ~90%
Гели (калăпăшĕпе) ~10%
Метан 0,1%
Шыв пăсĕ 0,1%
Аммиак 0,02%
Этан 0,0002%
Фосфин 0,0001%
Сероводород 0,0001% сахалтарах

Юпитер — Юпитера асăннă (авалхи грексен аналогĕ — Зевс).

Газăллă гигантсен шутне кĕрет.

Физика пахалăхĕсем

Планета параметăрĕсем

Юпитер — Хĕвел системин чи пысăк планета. Унăн экваторти радиусĕ 71,4 пин км тан, çак вара 11,2 хут Çĕр радиусĕнчен пĕчĕкрех. Юпитера 40-хутлă пысăклатакан телескоппа сăнасан, унăн кĕтеслĕ виçисем ахаль куçпа Уйăх курăннипе танлашаççĕ.

Юпитер хăйĕн тĕнĕлĕ тавра хытă кĕлетке евĕр çаврăнмасть: кĕтеслĕ хăвăртлĕхĕ экватортан полюсĕсем патнелле ӳксе пырать. Экватор çинче талăк 9 сехет те 50 мин тăсăлать. Юпитер Хĕвел системинчи планетăсенчен чи хăвăрт çаврăнăшли пулать. Çакна пула Юпитерăн поляр радиусĕ экватор радиусĕнчен 4,6 пин çм (тепĕр сăмахсемпе 6,5%) кĕскерех.

Юпитер пур ытти планетăсен пĕтĕмĕшлĕ сумлăхĕнчен 2 хут ытла, Çĕртен — 318 хут йывăртарах, 1000 хут Хĕвелтен çăмăлрах. Эхер те Юпитер 70 хут мăнăрах пулнă пулсан, вăл çăлтăр ĕретне кĕме те пултарăччĕ. Юпитерăн тачăлăхĕ Хĕвелĕннипе тан, Çĕрĕн тачăлăхĕнчен чылаях кая ӳкет.

Планетăсен экваториллĕ тӳремĕ орбитин тӳремĕпе пĕрех, çавăнпа ĕнтĕ Юпитер çинче çул сезонĕсем çук.

Пире Юпитер атмосферин çӳлти сийĕсем кăна курăнаççĕ. Гигантлă планета газран тытăнса тăрать.

Хĕвелтен илнинчен 2—3 хут чылайрах Юпитер хăйĕн хăватне парать. Çакă планета тачăланса пынине, гели тата йывăртарах элементсем аяларах анса пынине е планетăн варринче радиохастар пулăмĕсем пурине пĕлтерет.

Шалти тытăмĕ

Юпитер, ытларах, водородпа гелирен тытăнса тăрать.

Пĕлĕтсем айĕнче 7—25 км тарăнăш сийĕ пур, унта водород вăраххăн газ тытăмĕнчен шĕвеклĕхе куçать, пусăмĕ ӳсет, температури 6000°С тарин хăпарать. Çакă ĕнтĕ тем тери калăплă водород океанĕ вĕрени пек пулать.

Шĕвек водород айĕнче, теори моделĕсен кăтартăвĕпе, 30-50 пин çм яхăн сийлĕ металлă водород вырнаçнă. Шĕвек металлă водород темиçе миллион атмосферă пусăмĕнче çуралать. Протонсемпе электронсем çав сийре уйрăм пурăнаççĕ, электроюхăм кунта питĕ хăвăрт. Металлă водород сийĕнчи хăватлă электроюхăмсем, Юпитерăн мăнаçлă магнитлă уйне тытса тăраççĕ.

Ăслăлăхсем шутланипе Юпитерăн йывăр элементсемлĕ (гелирен йывăртарах) тĕшĕрен тăрать. Унăн пысăкăшĕ — 15—30 пин çм диаметăрĕнче, тĕшĕ питĕ тачă çăраллă. Теори шучĕпе, планета тĕшшин температури — 30 000°С, пусăмĕ — 30—100 млн. атмосферă.

Атмосфера

Юпитерăн атмосфери метан, шыв пăсĕ, этан, сероводород, фосфин, сера пур. Атмосферăн тулаш сийĕсенче аммиакăн сивĕнсе хытнă кристаллĕсем пур. Юпитерăн хĕрлĕрех тĕсĕ фосфор, сера тата углерод пуррипе курăнать. Тĕс чылай улшăнуллă, çавăнпа та, атмосферăн хими йышĕ тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ. Тĕслĕхрен, шыв пăсĕ енчен «типĕ» тата «йĕпе» облаçĕсем пулаççĕ.

Пĕлĕтсен тулаш сийĕн температури — −130 °C яхăн, анчах та вăл варринелле хăвăрт ӳсет. «Галилео» аппарачĕ ярса панă хыпарсем тăрăх, 130 çм тарăнăшĕнче температура +150 °C, пусăмĕ — 24 атмосферă. Пĕлĕт сийĕн çӳлти чиккинчи пусăмĕ — 1 атм яхăн, тепĕр сăмахсемпе Çĕр çийĕнчипе тан. «Галилео» экватор хĕррипе «ăшă тумха» асăрханă. Çак вырăнсенче пĕлĕтсен тулаш сийĕ çинçе, пулас, çавăнпа та, варринчи ăшă облаçĕсене курма пулать.

Юпитер çинчи çил хăвăртлăхĕ 600 çм/сех хăвăрт вĕрмест. Атмосфера циркуляцине икĕ тĕп фактор палăртать.

Мăн хĕрлĕ тăмха

Вояджер-1)

Магнитлă уйĕпе магнитосфери

Ӳкерчĕк:Jupmag.jpg
Юпитерăн магнитлă уйĕ

Спутникĕсемпе ункисем

Юпитерăн пысăк спутникĕсем тата вĕсен çийĕсем

Юпитера космос аппарачĕсемпе тĕпчени

Юпитер НАСА аппарачĕсемпе çеç тĕпченĕ.

«Пионер-10» тата «Пионер-11» (пĕлĕтĕсенчен шутласан) 132 пин км тата 43 пин км вĕçсе иртнĕ.

Аппаратсем планетăн тата галилей спутникĕсен темиçе çĕр ӳкерчĕкне (хаклăхĕ начартарах) Çĕр çине ярса панă, Юпитерăн магнитлă уйĕпе магнитосферин тĕп параметăрĕсене пĕрремĕш виçсе хунă.

1979 çулта Юпитер патĕнчен «Вояджерсем» (207 пин км тата 570 пин км аякра) иртсе кайнă.

Шумейкерсен-Леви кометти

Кометăн пĕр ванчăкĕн йĕрĕ

1992 утăра Юпитер патне комета çывхарать. Вăл пĕлĕтсен çӳлти сийĕнчен 15 пин километртан иртнĕ чух мăн планетăн гравитациллĕ уйĕн хăвачĕ кометăн тĕшшине 17 пысăк пая аркатать. Кометăн вак йышне Маунт-Паломар обсерваторинче Кэролайнпа Юджин Шумейкер тĕпчевçĕ-мăшăрсем тата астрономом-любитель Дэвид Леви сăнанă. 1994 çулта, тепрехинче Юпитер çумне таврăнсан комета ванчăкĕсем планетăн атмосферине 64 километр çекунтăра хăвăртлăхпа кĕрсе кайнă.

Каçăсем