Тинĕс пырĕ
Ӳкерчĕк:Strait of Kerch.jpg
Керчь тинĕс пырĕ. Крым çыранĕнчен сăнасан.
Тинĕс пырĕ (акăл. Channel, Strait) — типĕ çĕрĕн икĕ пайĕ хушшинчи, юнашар шыв бассейнĕсен е вĕсен пайĕсене çыхăнтаракан шыв уçлăхĕ.
Тинĕс пырĕсен пахалăхĕ
Тинĕс пырне вăрăммăшпе, ансăрлăшпе тата анлăшпе, тарăнăшпе хаклаççĕ. Çаплах юхăмне тата хăвăртлăхне кăтартаççĕ. Карап çӳремелли тинĕс пырĕн лоцийе пур.
Çĕр çинчи чи вăрăм тинĕс пырĕ — Мозамбик тинĕс пырĕ, вăрăммăшĕ 1760 çухрăм. Çĕр çинчи чи анлă тинĕс пырĕ — Дрейк тинĕс пырĕ, анлăшĕ 820 çухрăм.
Тинĕс пырĕсен классификацийĕ
Океан бассейнĕн енĕпе
- Пĕр океан бассейнĕн тинĕс пырĕ (Дарданелл тинĕс пырĕ, Атлантика океанӗ).
- Икĕ океанăн бассейнĕсене çыхăнтаракан тинĕс пырĕ (Беринг тинĕс пырĕ, Лăпкă тата Çурçĕр Пăрлă океан).
Континентсем енĕпе
Территори харпăрлăх е тĕнчери статусĕ енĕпе
- Тĕнчери, мĕнпур патшалăх карапĕсемшĕн пĕр тан уçă тинĕс пырĕ (Сингапур тинĕс пырĕ).
- Пĕр (Босфор, Турци) е темиçе (Керчь тинĕс пырĕ, Раççей тата Украина) патшалăхăн шыв территоринчи тинĕс пырĕ. Кун чухне ытти патшалăхсен карапĕсем тинĕс пырĕпе тӳлевлĕ е тӳлевсĕр иртме пултараççĕ.