Гельголанд
Гельголанд[3][4], Хельголанд [5] (ним. Helgoland) — Гельголанд бухтинче, Ҫурҫӗр тинӗсӗн кӑнтӑр-тухӑҫ енче вырнаҫнӑ архипелаг[6] (1720 ҫулчен пӗр утрав пулнӑ), Германи шутне кӗрет.
Вӑл 1 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑклӑ, 2012 ҫул тӗлне 1370 ҫын пурӑнакан пӗрешкел ятлӑ утравран тата тухӑҫалла пӗр ҫухрӑмра вырнаҫнӑ ҫынсем тӗпленсе пурӑнман, аэропортлӑ, 0,7 км² лаптӑклӑ Дюне утравран тӑрать.
Шлезвиг-Гольштейн федераци ҫӗрне кӗрет, анчах та Европа пӗрлешӗвӗн таможнӑпа налук территорине кӗмест[7].
Утрав ҫинче пурӑнакансенчен чылайӑшӗ малтан ҫурҫӗр фриз чӗлхин гельголанд диалекчӗпе калаҫнӑ, анчах хальхи вӑхӑт тӗлне пурте тенӗ пекех нимӗҫ чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ. Апла пулин те ҫурҫӗр фриз чӗлхи официаллӑ чӗлхе шутланать[8].
Архипелаг кун-ҫулӗ
Утрав ҫинче ҫынсем мӗн авалтанпах пурӑннӑ. 6500 ҫул каялла Гельголанд лаптӑкӗ Европа континенчӗпе ҫыхӑнса тӑнӑ. VII ӗмӗрте ун ҫине фризсем — пысӑках мар герман халӑхӗсенчен пӗри — килсе вырнаҫнӑ. Чылай вӑхӑт хушши утрав Ҫурҫӗр тинӗсӗнче ҫаратса ҫӳрекен пиратсен хӳтлӗх вырӑнӗ пек шутланнӑ.
XII—XIII ӗмӗрсенче Гельголанд Данин пулнӑ, кайран Шлезвиг нимӗҫ герцоглӑхне куҫнӑ, вӑл хӑй вара темиҫе ӗмӗртен Дани патшалӑхне пӑхӑнма тытӑннӑ.
1720 ҫулта тинӗсре ҫил-тӑвӑл алхаснӑ хыҫҫӑн утрав икке пайланӑ.
Наполеон вӑрҫисен ҫулӗсенче утрав вӑйлӑ аталанса ҫитнӗ. Франци императорӗ Аслӑ Британие тинӗс енчен хупласа хуни пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн Гельголанд контрабандистсемшӗн таварсене вырӑнтан вырӑна куҫарма усӑ куракан база пек пулса тӑнӑ. Ку тӗлӗшпе утрав меллӗ вырнаҫни пулӑшнӑ. 1807 ҫулта ӑна Британи ҫарӗсем йышӑннӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл Аслӑ Британи шутне кӗнӗ.
1826 ҫулта кунта тинӗс курортне йӗркеленӗ. Утрава питӗ хӑвӑрт сӑвӑҫсемпе ҫыравҫӑсем, художниксем тата Европӑри интеллектуаллӑ элитӑн ытти ҫыннисем кӑмӑллама пуҫланӑ, час-часах кунта канма килнӗ. Вӑл Генрих Гейне кӑмӑлне тыткӑнланӑ, ун пирки вӑл ыттисене питӗ хавхаланса каласа панӑ, Гофман фон Фаллерслебен 1841 ҫулта вара кунта «Нимӗҫсен юррин» (каярах вӑл Германи гимнӗ пулса тӑнӑ) текстне ҫырнӑ.
Занзибар килӗшӗвӗ
1890 ҫулта Германи империпе Аслӑ Британи хушшинче Гельголанд-Занзибар килӗшӗвӗ алӑ пуснӑ, икӗ патшалӑх унта хӑйсен Африкӑри интересӗсене йӗркене кӗртнӗ. Килӗшӳ тӑрӑх, Ҫурҫӗр тинӗсӗнчи утравсем Германие куҫнӑ, ҫапла май британсем вӗсене парнеленӗ колони территорийӗсемшӗн компенсациленӗ.
Кӗҫех утрав кун-ҫулӗнче ҫарлӑ тапхӑр пуҫланнӑ. II Вильгельм император кунта тинӗс-ҫар базине тума хушнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче унӑн ҫыранӗсем патӗнче икӗ пысӑк тинӗсри ҫапӑҫу пулса иртнӗ (Гельголанд бухтинчи ҫапӑҫу). Ҫак ҫулсенче утравра пурӑнакан ахаль халӑха эвакуациленӗ пулнӑ.
Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче
Нацистла Германире те утравсем ҫинче пысӑк база тӑвас плансем хатӗрленӗ, анчах та вӗсенчен пӗр пайне кӑна пурнӑҫланӑ. Кӑнтӑр пайӗнче виҫӗ метр хулӑнӑш стеналлӑ шывай киммисем валли питӗ пысӑк бункер чавса хатӗрленӗ. Ку вӑхӑталла, авиаци аталаннине пула, утравӑн стратегиллӗ пӗлтерӗшӗ чакнӑ пулнӑ. Ӑна бомбӑламан тесен те тӗрӗс. Вӑрҫӑ пӗтес умӗн кӑна 1945 ҫулхи ака уйӑхӗнче Британи самолечӗсем Гельголанд ҫине ҫичӗ пине яхӑн бомба пӑрахнӑ, ҫакӑн валли вӗсене икӗ сехет те кирлӗ пулман. Ҫакӑн хыҫҫӑн утравсем ҫинче пурӑнма пачах май ҫук пулса тӑнӑ.
1947 ҫулта утрав ҫинче этемлӗх кун-ҫулӗнчи чи хӑватлӑ ядерлӑ мар сирпӗнӳ пулса иртнӗ[9] (1985 ҫулта рекорда Minor Scale экспериментра ҫӗнетнӗ). Унпа усӑ курса Британи ҫар ҫыннисем нацистла Германи хӑйӗн шывай киммисем валли туса лартнӑ бункерсене тата ытти ҫурт-йӗре ҫӗмӗрнӗ. Пӗр вӑхӑтрах 4000 торпеда боеголовки, 9000 тарӑн бомбӑпа тинӗс минисем, тӗрлӗ калибрлӑ 91 000 граната — пӗтӗмпе 6700 тонна (6,7 Кт) сирпӗнекен япала сирпӗннӗ. Ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче Британи ҫар ҫыннисем ахаль те арканса пӗтнӗ, ҫын пурӑнман утрава бомбӑлама вӗренмелли полигон евӗр усӑ курнӑ[9].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑр
50-мӗш ҫулсенче унччен Гельголанд ҫинче пурӑннисем хӑйсен тӑван утравне аркатассине чарас тӗллевпе тӗнче кампанине пуҫарса янӑ. Вӗсен ҫырӑвӗсен адресачӗсем ФРГ ҫӗнӗ правительстви, ПНО, Британи парламенчӗ тата Рим Папи те пулнӑ. 1950 ҫул вӗҫӗнче хастар ҫынсен мирлӗ ушкӑнӗ утрав ҫине ҫитсе виҫӗ ялав — Федеративлӑ Республикӑнне, тӗнче шайӗнчи Европа общество юхӑмӗн, тата Гельголандӑн авалхи ялавне — вырнаҫтарнӑ. Хӑюллӑ акци утрав тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем пуррине палӑртнӑ, унӑн кун-ҫулне сӳтсе явас тӗлӗшпе ҫӗнӗ ҫулсем уҫса панӑ. Часах пӗр саслӑ пулса Бундестаг ҫак территорине Германине каялла тавӑрса пама ыйтакан резолюцие ырланӑ, 1952 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Черчилль правительстви вара ӑна пурнӑҫланӑ. Тепӗр темиҫе ҫултан утрав ҫинчи пурнӑҫ ҫӗнӗрен вӗреме пуҫланӑ, курортлӑ вырӑн пек вӑл хӑйӗн ҫӗнӗ пурнӑҫне пуҫланӑ, кунта туристсем йышлӑ килме тытӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра
Утрав ҫинче автомобильсемпе тата велосипедпа ҫӳреме чарнӑ[10].
Гамбург бизнесменӗ, Арне Вебер строитель, темиҫе ҫул ӗнтӗ тӗп утравпа Дюне утравӗ хушшинчи шыв пырне ҫӗрпе хупласа хурас шухӑшпа ҫӳрет. Ҫурҫӗр тинӗсне сирсе хатӗрленӗ лаптӑкра бизнесмен темиҫе отель хӑпартса лартас шухӑшлӑ, ҫапла май хӑнасене йышӑнмалли вырӑнсен шутне вӑл виҫӗ хута яхӑн ӳстересшӗн, ҫавӑн пекех вӑл пысӑкрах та хӑтлӑрах пляж йӗркелеме сӗнет. Инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ миллиард европа танлашӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑраха тӑсӑлнӑ сӳтсе явусем хыҫҫӑн вырӑнти влаҫсем Гамбург усламҫин пысӑк планӗсене йышӑнас темен. Ун вырӑнне Гельголандра порт комплексне тата тинӗс причалне ҫӗнетме палӑртса хунӑ. Арне Вебер вара ҫакӑн пек позицие малашлӑхсӑр тесе хакланӑ, ҫак кӗркунне иртмелли муниципаллӑ суйлав хыҫҫӑн ыйтӑва ҫӗнӗрен пӑхса тухса ҫӗнӗ йышӑну тӑвасса шаннине пӗлтернӗ. Ахӑртнех, утравӑн сӑнне тепӗр хут улӑштарасшӑн мар пулас. Ҫын аллинчен вӑл ахаль те самай шар курнӑ ӗнтӗ.
2011 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче иртнӗ референдумра Гельголанд ҫыннисем утрав лаптӑкне ӳстерес енӗпе влаҫсен планӗсене хирӗҫленӗ. Сасӑлава 1068 ҫын хутшӑннӑ (пурӗ 81,4 % сасӑланӑ). 54,7 % «хирӗҫ» сасӑланӑ, 45,3 % — «килӗшетӗп» тенӗ. Планпа килӗшӳллӗн, Гельголанд утравӗ тата унран пӗр километрта вырнаҫнӑ Дюне утрава пӗтӗмӗшле 100 гектар (30 яхӑн футбол уйӗ) ҫӗрпе хупласа ҫыхӑнтарма шутланӑ, унта отельсем, яхтӑсемпе круиз лайнерӗсем валли пристаньсем тумалла пулнӑ, ҫавӑн пекех пляж йӗркелемелле пулнӑ. Туризм инфратытӑмне аталантармалли пысӑк проект утравӑн пӗтӗмӗшле экономикин лару-тӑрӑвне лайӑхлатмалла пулнӑ. Гельголанд аталанӑвӗ чарӑнса тӑнӑ темелле: туристсен шучӗ чакать, нумай ҫын утрава пӑрахса урӑх ҫӗре куҫса каять.
Гельголанд бургомистрӗ Йорг Сингер (ним. Joerg Singer), ҫӗр кӳрсе килсе икӗ утрава ҫыхӑнтарас проекта хастар пулӑшса тӑраканскер, референдум пӗтӗмлетӗвӗсем утрава малалла аталантарас тӗлӗшпе йӗркеленӗ плансене тем тесен те улӑштарманни пирки пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, утрав лаптӑкне ӳстермелли ытти майсене пӑхса тухма вӑхӑт ҫитнӗ.
Кунта ҫуралнисем
- Джеймс Крюс — ача-пӑча ҫыравҫи.
Сӑнсен пуххи
Ӑнлантарусем
- ^ archINFORM (нем.) — 1994.
- ^ https://www.shgt.de/pinneberg
- ^ Шаблон:Атлас мира
- ^ Ге́льголанд // Словарь географических названий зарубежных стран / отв. ред. А. М. Комков. — 3-е изд., перераб. и доп. — М. : Недра, 1986. — С. 89.
- ^ Хе́льголанд // Словарь географических названий зарубежных стран / отв. ред. А. М. Комков. — 3-е изд., перераб. и доп. — М. : Недра, 1986. — С. 408.
- ^ Heligoland: Germany's hidden gem in the North Sea, The Guardian (24 April 2011). 2022 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2022 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Spitzengruppe im CHE-Ranking 2013/2014!(недоступная ссылка — история).
- ^ Friesisch-Gesetz
- ^ 1, 2 Гельголанд — адская земля (выр.). ИноСМИ.Ru (20 акан 2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
- ^ § 50 , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗнчи копийӗ (50) StVO
Вуламалли
- Маркина Л. Г., Муравлёва Е. Н., Муравлёва Н. В. Культура Германии: лингвострановедческий словарь: свыше 5000 единиц / под общ. ред. проф. Н. В. Муравлёвой. — АСТ, 2006. — С. 425—426. — 1181 с. — 3000 экз. — ISBN 5-17-038383-5.
- Гельголанд // Ҫар энциклопедийӗ : [в 18 т.] / под ред. В. Ф. Новицкого … [и др.]. — СПб. ; [М.] : Тип. т-ва И. Д. Сытина, 1911—1915.
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Гельголанд статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |