Атина Бояджи
Атина Бояджи | |
Пайăр хыпар | |
---|---|
Арлăх: | хĕрарăм |
Тулли ят: | Атина Бояджи |
Гражданлăх: | Шаблон:YUG |
Ăстаçăлăх: | ишев марафонĕ |
Клуб: | «Црвена Звезда» (Белград), «Босна» ишев клубĕ |
Çуралнă вăхăт: | пуш, 13, 1944 |
Çуралнă вырăн: | Охрид, Югослави |
Вилнĕ вăхăт: | раштав, 28, 2010 |
Вилнĕ вырăн: | Скопье |
Атина Бояджи (Охрид — югослав тата македон марафон-ишевçи. 1969 çулта Ла-Манш тинĕс пырне ишсе каçнă Югославирен пĕрремĕш хĕрарăм пулнă. Тăван хулана чысласа ăна «Охрид дельфинĕ» псевдоним панă[1].
Биографи
Атина Бояджи 1944 çулхи пушăн 13-мĕшенче Охрид хулинче çуралнă. 11 çул тултарсанах вăл кĕске шывра темиçе македон рекордне çĕнетет[2].
18 çулти Атина 1962 çулта Капри—Неаполь марафонĕнче пĕрремĕш вырăна тухать.
Спорт карьерин чи хăвачĕ 1969 çулхи авăнăн 9-мĕшне килет — ун чухне вăл Ла-Манш тинĕс пырне 13 сехет те 20 минутра ишсе каçать[3]. Атина Бояджи Ла-Манша ишсе каçнă Югославирен пĕрремĕш хĕрарăм шутланать.
«Тӳрĕлен, Дельфина» фильма ӳнерленĕНеда Арнерич сăнарланă). Бояджи хăй те фильма çапса илнĕ ĕçе хутшăннă.
Спорт карьерине вĕçлесен тренер ĕçĕпе, малтан хулана вăрçă хупăрланă тапхăра лекнĕ. Туссем пулăшнипе çăлăнса тухать те Македони Республикине таврăнать. Килте ăна Охрид ишев марафонĕн оргкомитечĕн ĕçне хутшăнать.
Македон олимп комитечĕ ăна «Чи чаплă македон спортсменĕ» ят панă, Ирхи хыпарçă ăна «çĕрçуллăх спортсменĕ» тенĕ. Атинăна чысласа Охридри спорт комплексне ят тивĕçтернĕ.
Атина Бояджи Скопьере 2010 çулхи раштавăн 28-мĕшенче куçне кĕске хушă чирленĕ хыççăн ĕмĕрлĕхех хупнă. 2010 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче çав хуларах Бутел çăвинче пытарнă[6].
Асăрхавсем
- ^ Macedonian swimming great Bojadzi dies at 66
- ^ Почина маратонката Атина Бојаџи // BBCMacedonian.com(макед.)
- ^ Ретро МК Атина Бојаџи го преплива Ла Манш (11 септември 1969 година). Нова Македонија. Тĕрĕсленĕ 9 Авӑн уйӑхӗн 2014.
- ^ М. Џаровска "Делфина" се уште стои исправено: Атина Бојаџи. Вест. çăлкуçран архивланă 4 Пуш уйӑхӗн 2016. Тĕрĕсленĕ 15 Авӑн уйӑхӗн 2008.
- ^ Игор Тошевски и Иван Додовски Лексикон на Ју-Митологијата: Избор (Бојаџи, Атина). Списание Маргина. çăлкуçран архивланă 16 Авӑн уйӑхӗн 2008. Тĕрĕсленĕ 15 Авӑн уйӑхӗн 2008.
- ^ Почина АТИНА БОЈАЏИ 2017 ҫулхи Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. // Македонский олимпийский комитет