Орсе музейĕ
Орсе музейĕ Musée d’Orsay | |
---|---|
Никĕсленĕ | 1986 |
Вырнаçнă | 62 rue de Lille 75007, Парис |
http://www.musee-orsay.fr/ | |
РУВИКИ.Медиа-ра |
Орсе́ е Орсэ, Орсе музейĕ е музей д’Орсе (сулахай çыранĕнче вырнаçнă VII тăрăхĕнчи çырав тата хушма ӳнер музейĕ, постимпрессионистсен ĕçĕсем никĕслеççĕ. Музей ĕçесен пухăвĕнче декор ӳнерĕн ĕçĕсем, фотографисемпе архитектура япалисем чылай.
Пĕрлехи хыпарсем
Музей куравĕсем виçĕ шайра, ӳнер пур тĕсĕсемпе (ӳнер çыравĕ, скульптура, архитектура, сĕтел-пукан, кино, фотографи, мусăк, оперăна ӳнер хайлани), хронологи йĕркипе вырнаçнă. Орсе музейĕ, çапла, Луврпа Жорж Помпиду Тĕпĕн хальхи ӳнер музейĕ хушшинчи вырăна йышăнать.
Орсе музейĕнче спектакльсемпе концертсем иртеççĕ. Çаплах кунта çулсерен кино çуралу фестивалĕ иртет. Килсе куракансем, уйрăмах вăхăтлă куравсемпе çыхăннă конференцисене тата çавра сĕтелсене пĕрмаях хушанма пултараççĕ.
Истори
Орсе музейĕ çав ятлă малтан чукун çул вокзалăн пулнă çуртĕнче тата çумĕнчи хăна çуртĕнче, Парисăн варринче Сена юханшывăн сулахай çыранĕнче, Виктор Лалу, ăна 1900 çулхи çавăн 28-мĕшĕнче хута янă. Вăл тĕнчери пĕрремĕш электрифициленĕ вокзал шутланать. Орсе Парис — Орлеан тĕлĕн куçăм йĕрне йĕркелесе тăнă. Анчах та 1939 çултанпа пуйăссем çак вокзалтан пачах тенĕ пекех куçма пăрахаççĕ.
1971 çулта çурта пăсса хума йышăнаççĕ. Ăраскала пула, çак инкек çумпа иртсе каять.Жорж Помпиду президент ĕç вырăнĕнче пулна чухне вокзал çуртĕнчен музей тума йышăнаççĕ. Жискар д'Эстенĕн тапхăрĕнче вокзала реконструкцилесе музей тума тытăнаççĕ. Ĕçсем 1980 çулта тапранаççĕ, 1986 çулта кунта итали архитекторĕ Гае Ауленти хайланă музее уçаççĕ.
Музей экспозицийĕ
Халĕ Орсе залĕсенче çак ăста ӳнерçĕсен ĕçĕсене курма пулать:
- Жан-Франсуа Милле
- Гюстав Курбе
- Доминик Энгр
- Теодор Шассерио
- Камиль Коро
- Эдуар Мане
- Огюст Ренуар
- Эдгар Дега
- Клод Моне
- Камиль Писсарро
- Альфред Сислей
- Жорж Сёра
- Поль Синьяк
- Поль Гоген
- Винсент Ван Гог
- Анри де Тулуз-Лотрек
- Эдвард Мунк
- Пьер Боннар
Çав. пекех
- Парис музейĕсем
Каçăсем
Орсе музейĕ РУВИКИ.Медиа-ра? |
- (фр.) Официаллă сайт
- Орсэ музейĕ пирки, инфранс.ру сайтра 2009 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- (акăлч.) http://www.insecula.com/musee/M0048.html 2005 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- (акăлч.) Орсэ, скульптура, Insecula сайтĕнче 2005 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Satellite image from Google Maps
|
Винсент Ван Гог |
||
---|---|---|
Килйыш |
Вил Ван Гог (йăмăкĕ) • Тео Ван Гог (брат) • Тео Ван Гог (праправнук Тео) • Клазина Мария Хорник (Син) | |
Тусĕсем |
Эмиль Бернар • Поль Гаше • Поль Гоген | |
Çырнисем | Скорбь (1882) • Вид на море у Схевенингена (1882) • Луковичные поля (1883) • Сад священника в Нюэнене весной (1884) • Выход из протестантской церкви в Нюэнене (1884—1885) • Едоки картофеля (1885) • Старая церковная башня в Нюэнене (1885) • Череп с горящей сигаретой (1885—1886) • Пушмаксем (1886) • Вид на Париж из квартиры Тео на улице Лепик (1887) • Портрет Папаши Танги (1887) • Агостина Сегатори «Тамбурин» кафере (1887—1888) • Хĕвелçаврăнăшсем (1887—1888) • Снежный пейзаж (1888) • Вид Арля с пшеничного поля (1888) • Урожай (1888) • Зуав (1888) • Валуны и дуб (1888) • Закат в Монмажуре (1888) • Интерьер ресторана в Арле (1888) • Сарăх пӳрт (1888) • Звёздная ночь над Роной (1888) • Ночная терраса кафе (1888) • Çĕрлехи кафе (1888) • Тропинка в городском парке Арля (1888) • Алискан (1888) • Ӳкерçĕ амăшĕн портречĕ (1888) • Эттенри пахча пирки асаилнисем (1888) • Красные виноградники в Арле (1888) • Кресло Гогена (1888) • Сеятель (1888) • Арлезианка (1888) • Арена в Арле (1888) • Винсент сĕвен пуканĕ (1888) • Провансри ферма (1888) • Çамрăк япун хĕрĕ (1888) • Ваза с олеандрами (1888) • Падающие осенние листья (1888) • Спальня в Арле (1888—1889) • Портрет доктора Феликса Рея (1889) • Краб, лежащий на спине (1889) • Автопортрет с отрезанным ухом и трубкой (1889) • Бражник мёртвая голова (1889) • Ирисы (1889) • Куст (1889) • Звёздная ночь (1889) • Пшеничное поле с кипарисом (1889) • Портрет госпожи Трабюк (1889) • Пьета (1889) • Автопортрет без бороды (1889) • Пейзаж с домом и пахарем (1889) • Пейзаж в Сен-Реми (1889) • Вид лечебницы и церкви Сен-Поль де Мозоль в Сен-Реми (1889) • Луг в горах: ферма Сен-Поль (1889)
| |
Пухнисем |
Ван Гог музейĕ • Крёллер-Мюллер музейĕ • Орсе музейĕ | |
Ван Гог пирки |
Ван Гог (фильм, 1948) • Жажда жизни • • роман • фильм • Винсент тата Тео • Ван Гог (фильм, 1991) • Ван Гог. С любовью, Винсент • Ван Гог. На пороге вечности |