Эйфель башни
Э́йфел турулĕ (фр. la tour Eiffel) (1889 çулхи юпа, 25 туса пĕтернĕ) — Парисăн чи паллă архитектура вырăнĕ, тĕнчере ăна Франци символĕ теççĕ, Густав Эйфель конструктор ятне тивĕçтернĕ. Хăй Эйфель ăна 300-метр çӳллĕш турул тенĕ (tour de 300 mètres).
2006 çулта турул çинче 6 719 200 çын, хăйĕн пĕтĕм историнче, 2007 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне — 236 445 812 çын пулса курнă[1]. Çапла ĕнтĕ, турул тĕнчери чи тăтăш пырса курнă вырăн шутланать[2]. Парисăн çак символне вăхăтлăха кăна туса лартнă пулнă — турул 1889 çулхи Пĕтĕм тĕнчери курава кĕмелли аркă шутланнă. Пăсса хурасран (курав иртсен 20 çултан) турула радиоантеннăсем çăлса хăварнă, вĕсене чи тăррине лартнă пулнă (çак вăхăтра радио техникине пурнăçа кĕртнĕ).
Вырнаçăвĕ
Турула Марс уйĕнче, Йен кĕперне хирĕçле Сенăн, Бранли çыранĕнче туса лартнă. Парис метрополитенĕн схеминчи чарăну: Bir-Hakeim.
Турула туни
Ӳкерчĕк:Construction of the Eiffel Tower.JPG
Турула туни
Конструкци уйрăмлăхĕсем
Çӳллĕшĕ
Çĕнĕ антеннипе пĕрле унăн çӳллĕшĕ 324 метр (2010 çул). 40 çул тăршшипе Эйфель турулĕ тĕнчере чи çӳллĕ çурт-йĕр, хăй вăхăтĕнчи çӳллĕ çуртсенчен— Хеопс пирамидинчен (146,6 м), Кёльн (156 м) тата Ульма соборĕнчен (161 м) 2 хутчен çӳллĕрех, — 1930 çулта ăна Çĕнĕ Йоркри Крайслер Билдинга хăпартиччен шутланнă.
Сăрĕ
Хăйĕн кун-çулĕнче турул пĕрре çеç мар тĕсне улăштарнă – сарăхран хĕрлĕ-хăмăра çити. Юлашки вунçуллăхсенче Эйфел турулне пĕр улăштармасăр "хăмăр-эйфел" - официаллă патентленĕ сăрăпа, бронза тĕслĕрех - сăрлаççĕ.
Курав иртсен
Эйфелпе тунă малтанхи килĕшӳпе турула 20 иртсен пăссса хумалла пулнă.
Радио тата телекурав
FM-Radio
| Программа | Частота | Хăват |
|---|---|---|
| France Inter | ||
| Regional | 90,35 МГц | 3 кВт |
| France Culture | 93,35 МГц | 3 кВт |
| France Musique | 97,6 МГц | 3 кВт |
Evropa plus Frence ||102.2МГц || 10 КВТ
Çутатни
Ӳкерчĕк:Paris by me.jpg
Эйфел турулĕ ылтăн çутăра
Пулăмсемпе фактсем
Галерея
Ӑнлантарусем
- ^ Пыра куракансен шучĕ 1889 çултантан 2007 çулхи раштавăн 31-мĕшне çитиччен
- ^ LeMonde.fr : Tour Eiffel et souvenirs de Paris( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ Знание—сила : «ЗС» — оnline
Каçăсем
- Официаллă сайт — La tour Eiffel (фр.)
- История окраски и освещения башни, ее признания публикой на Портале о странах
- Эйфел турулĕ. Парис çине тӳперен пăхсан.
- Эйфел турулĕн фотографисем 2015 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Reconstructing the Eiffel Tower in CATIA ,3DXML file to download and CG Images 2017 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.)
- Эйфел турулĕ çинчи сигнал яракан пĕрремĕш хатĕрсем 2007 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнче архивланӑ. (фр.)
- Эйфел турулне хирĕçле лартнă вебкамера 2006 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Эйфел турулĕн ĕçлĕ чертёжĕсем
Парисри паллă вырăнсем