Афинсем

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Афина (Аттика облаçĕн тĕпĕ.

Географи

Афин тĕп айлăмра — Аттикăра — ларать. Хула пĕтĕм айлăма хупланă, малалла сарăлма çĕр юлман. Çĕрсем кунта чуллă, начар тухăçлă.

Халăх йышĕ

Хулара тулашĕсемпе пĕрле 3,7 млн çын пурăнать (500 000 яхăн вăхăтлă пурăнакан иммигрантсем). Ку вăл пĕтĕм Греци халăхĕн виççĕмĕш пайĕ пулать. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн пуçласа 1980 çулчен Афин питĕ хăвăрт ӳснĕ, паянкун вара хула ытла нумай çынлă пулса кайнă. (Европăри чи йывăр тусанлă-хăрăмлă хула шутланать).

Истори

Афин Парфенонĕ

Хула астуман вăхăтсенчех пуçланса кайнă. Пирĕн эрăччен пĕрремĕш пинçуллăхри грексен цивилизацийĕн Авал Грецире Афин чи сĕмлĕ хула пулнă. Ылтăн емĕрте (пирĕн эрăччен V— IV ĕмĕрсенче). Çак ĕмĕрте Грецири Афин хули — Анăç цивилизацин культурăн тата интеллектуалĕн чаплă тĕпĕ, унăн сăпки шутланнă. Грек-перси вăрçи вăхăтĕнче пирĕн эрăччен 490 çулта хуларан 40 çухрăмра паллă Марафон çапăсăвĕ пулса иртнĕ, çавăнта афинсем тата платейсем Мильтиад çарпуçĕ ертсе пынипе перси çарĕсене çĕмĕрсе тăкнă. Тепĕр 10 çултан Ксеркс I Афина туртса илсе Акропольти тасалăх вырăнне çунтарса янă, çапах пулин те пирĕн эрăччен 480 çулхи авӑн, 20 Саламин патĕнчи çапăçура перссен флотне Фемистокл çапса аркатнă, патши вара тарса çăлăннă. Пирĕн эрăччен 431 çулта. Афин Спартăпа вăрçă пуçланă. Хулара амак (чума) тухнă пирки, афинсем çапăçура çĕнтереймен, вара карманăн хӳтлĕх хӳмисене çĕрпе танлаштарнă (тĕп юлашкисене паян кун та Пирей çыранĕнче тупаççĕ). Малашне Афин аталанса хӳхĕмленнĕ, çутĕç тĕпĕ пулса кайнă. Пирĕн эрăччен 86 çулта Сулла çарĕсем, темиçе уйăх вăрçнă хыççăн Афин хулине хăйсен аллине илнĕ. Хулана виçĕ кунлăх салтаксене çаратма ирĕк панă. Сулла хулана пĕтĕмпех пĕтересшĕн пулнă, ун патне афин çынннисем пырса, Афин ĕлĕк-авал чаплăлăхне упраса хăварма ыйтнă, вара вăл: «Чĕррисене пурнăç парнелеп вилнисен ячĕпе» тесе килĕшнĕ. Пирĕн эрăччен 490 çулта Византи империнче Христос тĕнне кĕнĕ май Афинра Философи шкулĕсене хупнă. Малтан культура тĕпĕ пулнă хула, çапла хăйĕн сĕмне-чапне çухатнă, ахаль провинци хули пулса тăнă. Фивы пекех сутă-илӳпе пуянланнă та кĕçех супăньпе сăрă тăвакан кирлĕ тĕпĕ пулса тăнă. XIII - XV ĕмĕр сенче Афиншăн Византи, Франци тата Итали рыцарĕсем кĕрешнĕ. 1458 çулта хула Оттоман импери енне таяннă, ун чухне Мехмед II Завоеватель султан. Вăл хулана кĕрсен, авалхи илемлĕхсемпе тĕлĕннĕ, вара ишĕлне çуртсене тĕкĕнме юрамасть тесе уйрăм çирĕп хушу кăларнă. Парфенона хулан паллă мечетĕ тунă. XVII ӗмӗр вĕçĕнче, Оттоман импери тайăлса кайнă чух, хула халăхĕ хӳхсе пынă, пурнăç начарланса кайнă. Турккă администраци авалхи çуртсене упрама пăрахнă, Парфенонра хĕçпăшал усрамалли тунă. 1687 çулта Афина венециансем хупăрласа илнĕ, хăрамне хытă ишĕлтернĕ: венециансен снарячĕ ӳкнĕ те порох пичкисем сирпĕннĕ. Çуллахи I Олимп вăййисем иртернĕ. Кĕçĕн Азирен тарса килнĕ грексене çуртсем туса панă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Афин Германи çарĕсен аллине куçнă. Греци ЕЭС-а 1981 çулта кĕнĕ. Паянхи Афин — питĕ хытă аталаннă мегаполис, кунта тĕреклĕ инфраструктура, антикă палăкĕсем, илĕртӳĕллĕ «каçхи пурнăç» тата чаплă сутă-илӳ тĕпĕсем.