Тобол (юханшыв)
Тобол (казах. Тобыл) - Казахстанти тата Раççейри юханшыв, Иртышăн сулахай юппи. Тобол вăрăмăшĕ – 1591 çх, шывлăх лаптăкĕ – 426 пин тв. çх.
Тавралăхĕ
Тобола кĕрекен пысăкрах шывсем: Уй, Исеть, Турă, Тавда, Убаган. Тобол Кăнтăр Уралпа Тургай уй çĕршывĕ хушшинче пуçланать. Юханшыв çӳл енĕ чӳк уйăхĕнче шăнать, ака уйăх вĕçĕнче пăртан тасалать. Ытларах юр шывĕпе тулать. Юханшыв тăрăхĕпе шыв хранилищисем пур. Вăрман юхтараççĕ.
Каçăсем
- Тобол Иртыша юхса кĕни Космосран ӳкерсе илнĕ.
- Тобол в «Словаре современных географических названий»( ӗҫлемен каҫӑ)
Ӑнлантарусем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 11. Средний Урал и Приуралье. Вып. 2. Тобол / под ред. В. В. Николаенко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1965. — 240 с.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |