Кара тинĕсĕ— Çурçĕр Пăрлă океанĕн хĕрринчи тинĕс. Ятне Кара юханшывĕпе çыхăнтараççĕ. Юханшывĕн ячĕ ненецсен Кара йăхĕпе çыхăннă.
Тинĕс Евразипе Çĕнĕ Çĕр, Франц-Иосиф Çĕрĕ, Çурçĕр Çĕр, Гейберг утравĕсем хушшинче вырнаçнă. Тинĕсĕн çурçĕр пайĕнче 1924-мĕш çулта теорилле уçнă Визе Çĕрĕ утрав вырнаçнă. Унсăр пуçне тинĕсре Арктика институчĕн утравĕсем тата ЦИК хыпарĕсен утравĕсем вырнаçнă.
Кар тинĕсĕ - Раççейри чи сивĕ тинĕссенчен пĕри. Шыв вăрррисем патĕнче çуç шыв температури çулла 0 °C ăшăрах. Çулталăкăн пысăкрах пайĕнче тинĕс пăр айĕнче.