Хĕвелтухăç Çĕпĕр тинĕсĕ


Хĕвелтухăç Çĕпĕр тинĕсĕ (якут. Илин Сибиирдээҕи байҕал) — Çурçĕр Пăрлă океанĕн хĕрринчи тинĕс. Çĕнĕ Çĕпĕр утравĕсемпе Врангель утравĕ хушшинче вырнаçнă. Лаптăкĕ 944 600 çх².

Ятне Ю. М. Шокальский сĕннипе Раççей географи обществи панине ТĔК СССР 1935-мĕш çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче çирĕплетнĕ [1]. Чукотка тинĕсĕ тата Лаптевсен тинĕсĕпе проливсемпе çыхăннă. Çыранĕсем сăртлă.

Тинĕсе Индигирка, Алазея, Колыма, Пысăк Чукча юханшывĕсем кĕреççĕ.

Тĕп порт - Певек.

Вуламалли

  • Шамраев Ю. И., Шишкина Л. А. Океанология. Л.: Гидрометеоиздат, 1980.

Ӑнлантарусем

  1. ^ XX-мĕш ĕмĕр пуçланиччен тĕрле ятсе пулнă, çав шутра Колыма, Индигира тинĕсĕ.

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Темӑпа ҫыхӑннисем