Зайнаб Биишева

Биишева Зайнаб Абдулловна (пушк. Биишева Зәйнәп Абдулла ҡыҙы, 15 кăрлач 1908, Туембет ялĕ (халĕ — Пушкӑртстан Кугарчин районĕ - 24 çурла 1996, Ĕпхӳ) — Пушкăртстан халăх çыравçи, прозăç, сăвăç, драматург, тăлмач.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Зайнаб Биишева тĕрлĕрен жанрсенче çырнă. Вĕсен хушшинче «Пĕр пурнăçăн кун-çулĕ» трилоги, ача-пăчапа çамрăксем валли тухнă темиçе кĕнеке — пьеса «Туслăх» тата повеç «Туссем пулăпăр», вуншар сăвăсемпе юмахсем. Поэма «Салаватăн юлашки сăмахĕ» (1984) халăх паттăрĕн Салават Юлаевăн сăнарне халалланă. «Асамлă курай» (1957), «Вăрттăнлăхлă куçлă çĕрĕ» (1959), «Гульбадар» (1961), «Сăмах пани» (1966), «Зульхиза» (1981) драма хайлавĕсем Пушкăрт патшалăх академиллĕ драма театрĕнче çех мар, республикан тулашĕнчи театр пусмисенче те пысăк ăнăçуллăн пынă.

Асăнмалăх

Зайнаб Биишеван ятне илнисем:

  • издательство «Китап» — Пушкăртстанри чи пысăкки;
  • Ĕпхӳ хулинчи урам;
  • Снежинск хулин таврашĕнчи Ключи ялĕнчи урам;
  • Çтерлĕри патшалăх педагогика академийĕ;
  • Мраково ялĕнчи шкул;
  • Кугарчин районĕнче ун ячĕллĕ парне (Биишева çĕр çул тултарнă ятпа профессорсем, çыравçăсем тата пушкăрт чĕлхи вĕрентекенсем тивĕçнĕ)
  • Пушкӑртстанӑн Кугарчин районĕнчи унăн тăван Туембет ялĕнче Зайнаб Биишеван çурт-музейĕ ĕçлет.