Тĕмен облаçĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Тĕмен облаçĕРаççей Федерацин субъекчĕ, 1944 çулхи çурлан 14-мĕшĕнче никĕсленĕ. Тĕп хули — Тĕмен.

Географи

Тĕмен облаçĕн лаптăкĕ 1,4 млн çх² ытла, ку тĕлĕшĕпе вăл Раççейре 3-мĕш вырăн йышăнать.

Халăх йышĕ

Халăх шучĕпе Раççейре 11-мĕш вырăнта. 2006 çулта облаçре 3323,3 пин çын пурăннă. Халăх йышлăхĕ 2,3 çын/çм². Хулара 78,6 % халăх пурăнать.

Истори

Тĕмен чăвашĕсем

Тĕмен облаçĕнче 31 пин чăваш пурăнать. Кунта чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕ общество пĕрлĕхĕ хастар ĕçлет. Вăл 1991 çулта чăмăртаннă.

Тĕмен тăрăхĕнче хальхи вăхăтра фольклор ушкăнĕсен шучĕ 20 яхăн. Вĕсенчен уйрăмах паллисем - Анат Тавтăри “Йăмра”, Канашри “Тантăш”, Тĕменри “Тăван”, Колесниково ялĕнчи “Чечек”...

Каçăсем