Уржум
Уржу́м (çарм. Вӳрзым) — (1796 çултанпа хула) Раççей хули, Киров облаçĕн Уржум районĕн административлă тĕпĕ, облаçĕн кăнтăр-тухăç çĕрĕнче вырнаçнă.
Халăх йышĕ — 11,5 пин çын (2005).
Хула Уржумкăн сулахай çыранĕнче, Нухрат Атăла юхса кĕриччен 10 çухрăмра вырнаçнă.
Хулан кун-çулĕ
Пĕрремĕш хут Уржум çинчен асăнни XVI ĕмĕрĕн варринелле пулать, ун чух Уржум мари йăхĕн хули шутланнă. Çармăссен, тутар феодалĕсен пăлхавĕсене путармашкăн Атăл, Чулман Атăл, Нухрат шыв-çĕрĕсенче вырăс хӳтлĕх хулисене туса лартнă. Çакăн пек Уржум в 1584 çулта карман-хула пулса тăрать. XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче Уржум Вятка вырăн çĕрĕсенчи 11 уес хулисенчен пĕри шутланать. 1781 çулта Уржум гербне йышăннă.
Уржум уесĕнче Буй тимĕр шăратакан завод, Шурма пăхар шăратакан завод, пилĕк эрех завочĕ (кĕпернере 14 ĕçленĕ) пулнă. 1883 çулта пĕрремĕш халăх вулавăшĕ, каярах — реальнăй училище — уçăлать.
Паллă вырăнĕсем
Хулара, районра этеплĕхĕн, историн, археологин 70 палăкĕ вырнаçнă, чи палли -Таса Троица Соборĕн ансамблĕ.
Паллă ентешсем
- Сергей Киров
- Н. А. Заболоцкий,
- Васнецовсем
- Твардовский Александр Трифонович.
- Преподобный Трифон Вятский,
- епископ Виктор Островидов,
- Турăшăн асап тӳснĕскер Алексий Воробьев,
- Турăшăн асап тӳснĕскер Анатолий Ивановский,
- Турăшăн асап тӳснĕскер Василий Несмелов,
- таса ĕç тăвакан Рязанский Мелетий Якимов
Каçăсем
- Уржум «Ман хула» энциклопедире
- Уржум хула порталĕ 2014 ҫулхи Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Уржум хулин кун-çулĕпе этеплĕх страници 2015 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Уржум гербĕн истоийĕ
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Киров облаçĕ |
|||
---|---|---|---|
Хуласем: Белая Холуница · Вятские Поляны · Зуевка · Киров · Киров-Чепец · Кирс · Котельнич · Луза · Малмăш · Мураш · Нолинск · Омутнинск · Орлов · Слободски · Советск · Сосновка · Уржум · Ярань Районсем: Афанасьев районĕ • Белохолуницки районĕ • Богородски районĕ • Верхошижемски районĕ • Ветке-Полянски районĕ • Даровски районĕ • Зуевски районĕ • Кикнур районĕ • Килмеçи районĕ • Киров-Чепец районĕ • Котельнич районĕ • Кумен районĕ • Лебяжски районĕ • Лузски районĕ • Малмăш районĕ • Мурашин районĕ • Нагорски районĕ • Немски районĕ • Нолински районĕ • Омутнински районĕ • Опарински районĕ • Оричевски районĕ • Орлов районĕ • Пижански районĕ • Подосиновски районĕ • Санчурски районĕ • Свечински районĕ • Слобода районĕ • Совет районĕ • Сунски районĕ • Тужински районĕ • Тури Чулман Атăл районĕ • Унински районĕ • Уржум районĕ • Урпаш районĕ • Фаленски районĕ • Шапали районĕ • Юрья районĕ • Ярань районĕ Статьясем: Географи | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |